Сарӑтури ракета ҫарӗсен командирсемпе инженерин аслӑ ҫар училищи

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Сарӑтури ракета ҫарӗсен командирсемпе инженерин аслӑ ҫар училищи
Патшалӑх
Пӗтернӗ вӑхӑт 2003
Тивӗҫнӗ наградӑсем
Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ
Никӗсленӗ / йӗркеленӗ вӑхӑт 1918
Сарӑтури ракета ҫарӗсен командирсемпе инженерин аслӑ ҫар училищи на карте
Точка

Кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ,
СССР хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем,
ҫар вӗренӳ заведенине (аслӑ ҫар училищисемпе ҫар институчӗсене) вӗренсе пӗтернӗшӗн паракан паллӑ

Совет Союзӗн Паттӑрӗн, А. И. Лизюков генерал-майор ячӗллӗ Хӗрлӗялавлӑ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденлӑ Сарӑтури ракета ҫарӗсен командирсемпе инженерин аслӑ ҫар училищи (СВВКИУ РВ) — РСФСР, СССР тата Раҫҫей хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ҫар вӗренӳ заведенийӗ.

Сарӑту хулинче вырнаҫнӑ пулнӑ. 2003 ҫулта ӑна пӗтернӗ. Училищӗрен вӗренсе тухнӑ 137 ҫын каярах Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ[1].

Училище историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1918 ҫулхи 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри Тӗп Штабӑн Ҫарпа вӗренӳ управленийӗн тӗп комиссарӗ килӗшнине алӑ пуснӑ хыҫҫӑн утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сарӑтура ҫарпа инструктор училищине йӗркелеме пуҫланӑ.
  • 1918 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче Сарӑту Кӗпӗрне Комиссариачӗн ятарлӑ хушӑвӗпе училищӗрен Сарӑтури пехотӑпа пулемет командирӗсен курсӗ туса хунӑ.
  • 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче 38 ҫынран тӑракан пӗрремӗш курсантсен кӑларӑмӗ хатӗрленсе тухнӑ.
  • 1919 ҫулхи ҫулла училищӗри 420 курсанчӗнчен йӗркеленӗ батальон Чертково станци таврашӗнче шурӑ казаксемпе ҫапӑҫнӑ. 1919 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче ВЦИКӑн 165-мӗш номерлӗ постановленийӗпе ҫапӑҫури палӑрнӑшӑн командирсен курсӗсене Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланӑ. Ун чухнех вӗсене ВЦИКӑн Хӗрлӗ Ялавӗпе тата Мускаври рабочисемпе хресченсен депутачӗсен Канашӑн Хӗрлӗ Ялавӗпе тивӗҫтернӗ.
  • 1920 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче курссен ятне 34-мӗш Сарӑтури пехотӑпа пулемет командирӗсен курсӗ ҫине улӑштарнӑ.
  • 1920 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче Кавказхыҫра совет влаҫне йӗркелеме курссенчен 240 ҫынна уйӑрнӑ. Каярахпа Сарӑту курсанчӗсем 21-мӗш Тифлисри пехота шкулне никӗсленӗ чухне тӗп вӑй пулса тӑрӗҫ.
  • РВСРӑн 1920 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнчи хушӑвӗпе 34-мӗш Сарӑтури пехотӑпа пулемет курсӗсенчен 20-мӗш Хӗрлӗ Ялавлӑ Сарӑтури пехота шкулне йӗркеленӗ.
  • 1920-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче училище курсанчӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи шурӑ гвардеецсен шайккисене аркатма хутшӑннӑ.
  • 1922 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӑрӑ-хурахсемпе кӗрешнӗшӗн, 20-мӗш Сарӑтури пехота шкулне Хӗрлӗ ялавпа чысланӑ.
  • РВСР-ӑн 1924 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнчи хушӑвӗпе пехота шкулӗнчен Сарӑтури РККА командирӗсене ҫӗнӗрен вӗрентекен пехота шкулне туса хунӑ.
  • 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчи СССР РВС 384/67 № хушӑвӗпе шкултан Сарӑтури Хӗрлӗ Ялавлӑ РККА запасри командирӗсене ҫӗнӗрен вӗрентекен шкул йӗркеленӗ.
  • 1927 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче шкула шефлӑ Хӗрлӗ ялавпа тивӗҫтернӗ.
  • СССР ЦИКӗн 1929 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе шкула СССР ЦИКӗн Революциллӗ Хӗрлӗ Ялавӗпе чысланӑ.
  • 1931 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче ун никӗсӗ ҫинче Сарӑтури Хӗрлӗ Ялавлӑ РККА бронетанк шкулне йӗркеленӗ.
  • 1932 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче танкистсен пӗрремӗш ушкӑнне вӗренме йышӑннӑ.
  • 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче РККА-ра политика шайӗнчи «тасату» ирттернӗ вӑхӑтра училище пуҫлӑхне, Шипов Н. К. полковника, арестленӗ те каярах персе пӑрахнӑ.
  • 1937 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче ун никӗсӗ ҫинче Сарӑтури Хӗрлӗ Ялавлӑ бронетанк училищине йӗркеленӗ.
  • 1938 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Сарӑтура 2-мӗш бронетанк училищине йӗркеленӗ, кӗҫӗн шайри командирсен йышне училищӗрен илнӗ. Ҫак самантран СКБТУ-на 1-мӗш Сарӑтури бронетанк училищи теме пуҫланӑ.
  • 1941 ҫулӑн утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен училище фронта 3000 яхӑн политбоеца ӑсатнӑ.
  • 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче училище фронта танк ротине ӑсатнӑ.
  • СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1943 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗнчи хушӑвӗпе 1-мӗш Сарӑтури Хӗрлӗ Ялавлӑ танк училищине, командирсен йышне хатӗрлесе кӑларас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата Тӑван Ҫӗршыв умӗнче ҫӑр ӗҫӗсем тӗлӗшпе палӑрнӑшӑн, 25 ҫулхи юбилейлӑ дата ҫитнӗ май Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ, ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗн А. И. Лизюков генерал-майор ятне панӑ.
  • 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче училищӗне ҫӗнӗ вӗрентӳ профилӗ ҫине куҫарнӑ — кунта Т-34 танксен лейтенанчӗсене вӗрентме тытӑннӑ[2].
  • 1959 ҫулта училище никӗсӗ ҫинче А. И. Лизюков ячӗллӗ Хӗрлӗ Ялав орденлӗ Сарӑтури артиллери техника училищине йӗркеленӗ.
Ӳкерчĕк:Ракета в военном училище Саратов.jpg
Ҫар училищинчи ракета, Сарӑту
  • 1983 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ҫӗнӗ ят панӑ: Совет Союзӗн Паттӑрӗн, А. И. Лизюков генерал-майор ячӗллӗ Хӗрлӗялавлӑ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденлӑ Сарӑтури ракета ҫарӗсен командирсемпе инженерин аслӑ ҫар училищи[3].
  • 2002 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче Раҫҫей правительствин 807 №-лӗ постановленийӗпе Совет Союзӗн Паттӑрӗн, А. И. Лизюков генерал-майор ячӗллӗ Хӗрлӗялавлӑ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденлӑ Сарӑтури ракета ҫарӗсен командирсемпе инженерин аслӑ ҫар училищине Михайловски артиллери ҫар университечӗпе (Санкт-Петербург хули) пӗрлештернӗ, вӑл унӑн уйрӑмӗ пулса тӑнӑ.
  • 2003 ҫулта училищӗне пӗтернӗ.

Хальхи вӑхӑтра училище лаптӑкӗсенче Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ракета ҫарӗсемпе артиллери валли хатӗрлекен регионти вӗренӳ центрӗ ӗҫлет.

Училище пуҫлӑхӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Училищӗре вӗренсе тухнисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Памятник воспитанникам училища ул Артиллерийская 2 Саратов.jpg
Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗшӗн тата никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн ҫапӑҫусенче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк (Сарӑту)
Совет Союзӗн Паттӑрӗсем[7]
Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Командиры, преподаватели и выпускники училища — Герои Советского Союза. Пӑхнӑ кун: 29 Раштав уйӑхӗн 2011. Архивланӑ 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012 ҫул.
  2. ^ Историческая справка. Пӑхнӑ кун: 29 Раштав уйӑхӗн 2011. Архивланӑ 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012 ҫул.
  3. ^ Сайт Саратовского ракетного училища. Пӑхнӑ кун: 15 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017. Архивланӑ 26 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017 ҫул.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 1-е Саратовское танковое училище. Танковый фронт 1939-1945. Пӑхнӑ кун: 24 Юпа уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 16 Ака уйӑхӗн 2020 ҫул.
  5. ^ Пошкус А. А. Пӑхнӑ кун: 9 Авӑн уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 26 Нарӑс уйӑхӗн 2021 ҫул.
  6. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Саратовское высшее командно-инженерное училище. Ракетные войска стратегического назначения. Справочник. Пӑхнӑ кун: 11 Юпа уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 19 Юпа уйӑхӗн 2021 ҫул.
  7. ^ Командиры, преподаватели и выпускники училища. Пӑхнӑ кун: 15 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017. Архивланӑ 1 Утӑ уйӑхӗн 2017 ҫул.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Саратовское высшее военное командно-инженерное училище ракетных войск статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '