Смелова Анфиса Ивановна
Смелова Анфиса Ивановна (1939 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ, Ирçе (ял) — 2010 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ, Шупашкар) — совет тата чӑваш актриси, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1975).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1939 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ[1].
1961 ҫулта Л. В. Луначарский ячӗллӗ Мускав театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
33 ҫул К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑй хунӑ. Ҫак тапхӑрта унпа характерпа тӗрлӗрен сӑнарсем калӑпланӑ. Хӑйӗн пӗтӗм професси ӑсталӑхне вӑл хӑйӗн геройӗсен шалти содержанине уҫса панӑ, вӗсенчен нумайӑшне ӗҫтешӗсем тивӗҫлӗ хак панӑ тата куракансем ӑна питӗ юратнӑ.
Вӗсен шутӗнче Нонка амӑшӗ — «Нонка юратӑвӗ», Г. Терентьев, Зана — «Вӗр, вӑштӑр ҫил», Я. Райнис(выр.)чăв., Лисук — «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт», В. Яковлев, Маруҫ — «Юратупа кавӑн», И. Стаднюк(выр.)чăв., Марийка — «Салтак арӑмӗ», Васелис — «Кай-кай Ивана», Н. Айзман, Улемпи — «Салтак амӑшӗ», В. Синичкин.
Анфиса Ивановна сӑнне Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнчи Ҫар Мухтавӗн монуменчӗн амӑшӗн сӑнарне калӑпланӑ[2]. Актриса аса илӗвӗнче пуҫа тӑхӑнмаллипе кӗпине театрта илнине, ыттине таврапӗлӳ музейӗнче пуҫтарнине палӑртнӑ. Пуҫ тӑхӑнмалли хатӗрӗ ӑна уйрӑмах ҫывӑх пулнӑ — шӑпах унпа вӑл 24 ҫул хушши Н. Айзманӑн «Кай, кай, Ивана» спектаклӗнче Василис сӑнарӗпе сцена ҫине тухнӑ.
Хисепӗсем
- «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ»[3] (1975 ҫ.) — наци ӳнерне аталантарас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн;
- «Хастар ӗҫленӗшӗн. Владимир Ильич Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа» медаль(выр.)чăв. (1970 ҫ.) ;
- «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» паллӑ(выр.)чăв. (1973 ҫ.) ;
- Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп грамоти (1988 ҫ.) ;
- КПСС XXIV съездне халалланӑ соцӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисен Хисеп кӗнекине кӗртнӗ (1971 ҫ.).
Театрти ӗҫӗсем
- «Нонка юратӑвӗ», Г. Терентьев — Нонка амӑшӗ;
- «Вӗр, вӑштӑр ҫил», Я. Райнис — Зана;
- «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт», В. Яковлев — Лисук;
- «Юратупа кавӑн», И. Стаднюк — Маруҫ;
- «Салтак арӑмӗ» — Марийка;
- «Кай-кай Ивана», Н. Айзман — Васелис;
- «Салтак амӑшӗ», В. Синичкин — Улемпи.
Ӑнлантарусем
- ^ Артистке, ставшей прообразом матери монумента Воинской Славы в Чебоксарах, исполнилось бы 75 лет (выр.). Чебоксары.ру информационный сайт столицы Чувашии (14 нарӑсӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- ^ История появления памятников в Чебоксарах, Часть II (выр.). https://visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР «О присвоении почетного звания заслуженного артиста Чувашской АССР работникам Чувашского государственного академического драматического театра имени К. В. Иванова» (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
Вуламалли
- О присвоении почетного звания заслуженного артиста Чувашской АССР работникам Чувашского государственного академического драматического театра имени К. В. Иванова : указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР от 27.02.1975 // Советская Чувашия. — 1975. — 7 марта (№ 56). — С. 2;
- Михайлова, Н. Ӑна халӑх кӑмӑллатчӗ / Н. Михайлова // Хресчен сасси. — 2019. — 27 нарӑс/февраль (№ 7). — С. 5;
- Сидорова, Г. Сцена ҫинче — 33 ҫул / Г. Сидорова // Хыпар. — 2009. — 17 нарӑс. — С. 4;
- Юрӑ сӑмахӗсем манӑҫсан та… Анфиса Смелова аса килет / М. Тумаланова хатӗрленӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2014. — 1 пуш (№ 8). — С. 2: сӑн ӳкерчӗк;
- Кириллов, Г. В. Смелова Анфиса Ивановна (15.02.1939-16.12.2010) / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина // Актеры, любимые народом / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина. — Чебоксары, 2018. — С. 428-429 : фот.;
- Муравьев, В. В. Смелова (Андреева) Анфиса Ивановна / В. В. Муравьев // Ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2015. — Т. 2 : П-Я. Доп. — С. 121;
- Смелова Анфиса Ивановна // Краткая ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — С. 204-205.