Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявлани
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявлани — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне халалласа пӗтӗм Раҫҫейре тата чикӗ леш енче паллӑ тумалли анлӑ программа. 2024—2025 ҫулсенче 170 ытла мероприяти ирттерме палӑртнӑ[1].
Йӗркелӳ ӗҫӗсем
2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленсе ирттересси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Правительствӑна «Ҫӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗпе пӗрле пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫапӑҫусемпе ҫыхӑннӑ мероприятисем, ҫавӑн пекех ют патшалӑхсен ертӳҫисем хутшӑнакан мероприятисем ирттермелли тата хатӗрленмелли плана хатӗрлесе ҫирӗплетме хушнӑ. РФ Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствине уява ирттерме политикӑпа дипломати пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме, федераци тата регион влаҫ органӗсене — хатӗрленӗве хутшӑнма, ветерансене пулӑшу пама тата вырӑнти влаҫсене вӑрҫӑра пуҫ хунӑ тата хыҫҫӑн вилнӗ салтаксене пытарнӑ вырӑнсене йӗркене кӗртме пулӑшма хушнӑ[2].
2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче президент Ҫӗнтерӗвӗн 80-ҫуллӑхне уявлама хатӗрленсе ирттерес енӗпе ӗҫлекен Йӗркелӳ комитечӗ туса хурасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ[3].
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче РФ Правительстви Ҫӗнтерӳ 80-ҫуллӑхне уявлама хатӗрленсе ирттермелли мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ[4].
2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче Владимир Машков актёр тата общество деятелӗ Мускаври Ҫӗнтерӳ музейӗнче Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ юбилейӗн официаллӑ логотипӗпе паллаштарнӑ. «1942 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗнче, 82 ҫул каялла, ирхи ҫичӗ сехетре артиллери вучӗпе тата «Катюшӑсен»(выр.)чăв. ҫулӑмӗпе Хӗрлӗ Ҫар «Уран» операцие(выр.)чăв. пуҫланӑ. Операци нимӗҫ ҫарӗсене Сталинград патӗнче аркатма тытӑннин пуҫламӑшӗ пулнӑ, ку Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин татӑклӑ саманчӗ пулнӑ», — аса илтернӗ Машков презентацире[5]. Логотип ҫинче Евгений Вучетичӑн(выр.)чăв. «Тӑван Ҫӗршыв-анне чӗнет!»(выр.)чăв. скульптурине вырнаҫтарнӑ, вӑл Волгоградри Мамай курганӗнчи(выр.)чăв. «Героям Сталинградской битвы» ансамбль-палӑкӑн тӗп элеменчӗ шутланать[6].
2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарас умӗн Якутск хулинче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин салтакӗсене, ҫавӑн пекех РФ ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ҫар ҫыннисене халалласа пӑр скульптурисем ӑсталанӑ[7].
Программа
Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине хатӗрленсе уявламалли тӗп мероприятисен планӗнче 171 мероприяти палӑртнӑ. Вӗсен шутӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри йӑлана кӗнӗ акцисем:
- «Астӑвӑм ҫурти»(выр.)чăв.;
- «Георгий хӑйӑвӗ»(выр.)чăв.;
- «Ҫӗнтерӳ вулавӗсем»(выр.)чăв.;
- «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ»[шаблон кăларса пăрах];
- «Манӑн ҫӗршыв — манӑн Раҫҫей» конкурс;
- «Ҫӗнтерӳ пуриншӗн те пӗрре»;
- «Медицина полкӗ»;
- «Астӑвӑм пуйӑсӗ».
Ҫавӑн пекех концертсем, театр куравӗсем тата ытти мероприятисем иртӗҫ.
Акцисене пӗтӗм Раҫҫейӗпех ирттереҫҫӗ[8].
Мероприятисене хатӗрлес тата ирттерес ӗҫе волонтёрсемпе ветерансен организацийӗсем хутшӑнаҫҫӗ: «Ҫӗнтерӳ волонтёрӗсем», «Раҫҫей ҫамрӑкӗсем», «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ», «Пӗлӳ» Раҫҫей пӗрлӗхӗ тата ыттисем те. 2025 ҫул тӑршшӗпех вӗсем ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫутӗҫ акцийӗсемпе мероприятисем йӗркелӗҫ[9].
Ют ҫӗршыв хӑнисем
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявлама Мускава 20 ытла ҫӗршывран патшалӑх ертӳҫисем е правительство пуҫлӑхӗсем килмелле[10]. Официаллӑ йыхрава Беларуҫ президенчӗ Александр Лукашенко, Китай Халӑх Республикин председателӗ Си Цзиньпин(выр.)чăв., Словакин премьер-министрӗ Роберт Фицо(выр.)чăв., Серби президенчӗ Александр Вучич(выр.)чăв., Бразили президенчӗ Луис Инасиу Лула да Силва(выр.)чăв., Боснипе Герцеговина йышӗнчи Серб Республикин пуҫлӑхӗ Милорад Додик(выр.)чăв. тата ыттисем йышӑннӑ[11].
Ют ҫӗршывсенче уявлани
Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине СНГри нумай ҫӗршывра анлӑн паллӑ тума палӑртнӑ. РФ Президенчӗ СНГ правительствисен пуҫлӑхӗсен канашӗн ларӑвне 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хутшӑннӑ видеоканашлура каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей «пирӗн пӗрлехи иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен астӑвӑма упрас тесе, историе фальсификацилес тата нацизма паттӑрлатас ыйтусене хирӗҫ тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме тӗллев лартнӑ»[12].
РФ Правительствин пуҫлӑхӗ Михаил Мишустин палӑртнӑ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери «Вилӗмсӗр полк» юхӑм эгидипе иртекен акцисемпе мероприятисем уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ[13].
Юбилей ҫулӗнче вӑрҫӑра пуҫ хунӑ тата хыҫҫӑн вилнӗ салтаксене пытарнӑ вырӑнсене, ҫав шутра чикӗ леш енче те, тирпей-илем кӗртме палӑртнӑ[14].
80 ҫул тӗлне хатӗрленӗ хисеп паллисем
- Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул» юбилей медалӗ(выр.)чăв. кӑларнӑ.
Мирлешӳ
2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ кунсенче мирлешнине пӗлтернӗ. Раҫҫей ҫарӗ ҫапӑҫусене ҫу уйӑхӗн 7-мӗшенчен 8-мӗшне Мускав вӑхӑчӗпе 00:00 сехетрен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен 11-мӗшне Мускав вӑхӑчӗпе 00:00 сехетчен чарса лартать[15].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене паракан укҫа
«Ҫӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗн 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчи ларӑвӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пур ветеранне те, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсемпе ачаллах концлагерьте ларса терт-нуша курнисене 80 пин тенкӗ пӗр харӑс тӳлесси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пусни ҫинчен пӗлтернӗ. Тыл ӗҫченӗсем, блокадӑри Ленинградра пурӑннисем, концлагерьсенче тертленнисем, хӳтӗлев сооруженийӗсем тунисем тата ПВО объекчӗсенче, тинӗс тата авиабазӑсенче ӗҫленисем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ ятпа 55-шер пин тенкӗ илӗҫ[16].
Чӑваш Республикинче ирттерме палӑртнӑ мероприятисем
2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленсе ирттересси ҫинчен» 116-мӗш хушӑвне алӑ пуснӑ[17].
Унта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне мероприятисен планне хатӗрлеме, тивӗҫлӗ укҫа-тенкӗ уйӑрма, ку ӗҫе пур шайри влаҫ тытӑмӗсемпе обществӑлла организацисене хутшӑнма чӗнсе каланӑ.
Пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенчен хӑшӗсем:
- Республикӑра Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерме палӑртнӑ. Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи 150 ытла ӑсчах Еврази халӑхӗсен фашизма ҫӗнтерес ӗҫри тӳпине сӳтсе явӗ.
- Паттӑрлӑх тата истори астӑвӑмне упраса хӑварасси пирки вӗренӳ учрежденийӗсенче хӑюлӑх урокӗсенче калаҫӗҫ.
- Чӑваш Республикин ҫыннисемпе хӑнисем куҫса ҫӳрекен куравсемпе тата кӗнеке кӑларӑмӗсемпе паллашма пултарӗҫ.
- «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнче Ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакан воинсен палӑкне хӑпартасси. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тата Ятарлӑ ҫар операцийӗ — паттӑрлӑхпа тата хӑюлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫывӑх темӑсем.
- Куславкка муниципаллӑ округӗнчи «Чӗмсӗр чикӗ хуралҫисене» мемориала ҫӗнетесси, часавай тӑвасси[18].
27 декабря 2024 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Правительстви 1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленсе ирттермелли тӗп мероприятисен планне ҫӗнетнӗ[19].
Программӑн ҫӗнӗ пункчӗсем хушшинче ҫаксене палӑртмалла:
- Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне уҫнине халалланӑ мероприяти (2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче);
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул» юбилей медальне парасси (2025 ҫулхи нарӑс – пуш уйӑхӗсенче);
- Мускаври Ҫӗнтерӳ музейӗн фончӗсенчен йӗркеленӗ «Художник-фронтовиксем» курав (2025 ҫулхи ака уйӑхӗнче);
- Л. Агаковӑн пьесипе «Ылтӑн вӑчӑра» спектаклӗн премьери (2025 ҫулхи ака – ҫӗртме уйӑхӗсенче);
- «Ветеран ҫурчӗ умӗнчи концерт» ҫар оркестрӗпе юнармеецсен патриотла акцийӗ (2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-8-мӗшӗсенче);
- Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрҫӑ мухтавӗн музейӗ 25 ҫул тултарнине тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ «XXIV Петӗр вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ (2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче);
- Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне хупнине халалланӑ мероприяти (2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче)[20].
Ӑнлантарусем
- ^ Правительство утвердило план мероприятий по подготовке и проведению празднования 80-й годовщины Победы в Великой Отечественной войне 1941–1945 годов (выр.). government.ru (18 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Путин подписал указ о создании оргкомитета по подготовке празднования 80-летия Победы (2023-08-09). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 09.08.2023 № 602 ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru (9 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение от 17 мая 2024 г. № 1174-р. Правительство России (17 ҫӑвӑн 2024).
- ^ В Музее Победы представили логотип 80-летия Победы | Победа РФ | Новость от 19.11.2024 (2024-11-19). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Богдан Герцен. В "Музее Победы" представили логотип празднования 80-летия победы в Великой Отечественной войне (2024-11-19). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
- ^ Ледовые скульптуры, посвященные 80-летию Победы (выр.). AiF (17 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
- ^ 80-летие Победы отметят масштабно | Победа РФ | Новость от 19.11.2024 (2024-11-19). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Мероприятия к 80-летию Победы стартуют уже с января | Победа РФ | Новость от 19.11.2024 (2024-11-19). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Кто приедет в Москву на Парад Победы в 2025 году (02.04.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ На параде Победы в Москве ожидают более 20 глав государств и правительств (15.04.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
- ^ Россия продолжит борьбу с фальсификацией истории | Победа РФ | Новость от 18.12.2023 (2023-12-18). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Победу над нацизмом отметят с размахом | Победа РФ | Новость от 19.12.2023 (2023-12-19). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Правительство утвердило план мероприятий по подготовке и проведению празднования 80-й годовщины Победы в Великой Отечественной войне 1941–1945 годов (выр.). government.ru (8 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
- ^ Путин объявил перемирие в дни 80-летия Победы (2025-04-28). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
- ^ Ветераны Великой Отечественной войны получат по 80 тыс. рублей | Эксперт (выр.). Эксперт. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ http://publication.pravo.gov.ru/document/2100202309050004?ysclid=m67h7zx9x4222253871
- ^ https://chgtrk.ru/novosti/nacionalnye-novosti/chuvashiya-gotovitsya-k-prazdnovaniyu-80-oy-godovshchiny-pobedy-v-velikoy-otechestvennoy-voyne/?ysclid=m67h3xzzyf446125949
- ^ https://право21.рф/doc/2024/12/27/disposal-1422-r
- ^ https://cap.ru/news/2024/12/30/praviteljstvo-chuvashii-o-1?ysclid=m67gy7rl83769260313