Истори
Чăваш тĕнчи авалхи шумерсенчен пуçланать. Чăваш халăхĕн ушканĕсем этемлĕх тапхăрĕсенче тĕрлĕ ятсемпе палăрнă — шумерсем, скифсем, хунсем, сăварсем, болгарсем те тенĕ вĕсене. Кун-çулĕнче темле пăтăрмахсем пулсан та, чăвашсем хăйсен йăлисене пăрахман, ашшĕ-амăшĕн, асаттесем-асаннесен, ламтайĕсен халалĕсене упранă, çав тери асамлă этеплĕхне аталантарса пынă, хăйсен çивĕч витĕмлĕ ятне çĕртмен.
Академик Б. А. Серебренников çапла çырнă:
«Вряд ли на территории Советского Союза существует какой-либо народ, вопрос о происхождении которого привлекал внимание исследователей… Чувашский язык настолько своеобразен, что при изучении его невольно возникает вопрос, почему могло возникнуть такое своеобразие, не связано ли оно с загадочной историей происхождения чувашского народа».
Хальхи кунсенче чăваш халăхĕн сĕм ĕлĕк кун-çулĕсене Çурçĕр Китай аваллăхĕпе çеç асăнаççĕ. Анчах та авалхи паллă мăн патшалăхĕсене — Вавилони, Египет, Турхал, Митанни, Этрури, Йемен, Кадес (Хаджес), Эфиопи, Нуби, Парфи тата ыттисене никĕсне хуракан халăх — чăваш халăхĕ пулнине! — шута илмеççĕ. Çавăнпа та тĕнче тăрăх саланса кайнă истори такăр çулĕн айăккинче пулса юлчĕ. Çакна пула этемлĕх историнчи чылай чăнлавĕсене тĕрĕс уçăмлă кăтартассине пăсса пынă.
Чăваш пĕтсен — тĕнче пĕтет тесе ахальтен каламан ĕнтĕ чăвашсем.
Чăваш тĕнчин тапхăрĕсем
Хун империйĕ
Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ
Аслă Пăлхар
Сăварсем Хасар хаканлăхĕнче
Атăлçи Пăлхар
Ылтăн Урта
Хусан ханлăхĕ
Раççей
Çавăн пекех пăхăр
Вуламалли
- Бичурин Н.Я., «Собрание сведений».
- Н.И.Ашмарин, «Болгары и чуваши», Хусан, 1902.
- Николаев В. В., "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Мускав, 2000.
- Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Шупашкар, 2005.
- Г. П. Кеннаман, "Египет. Его роль в становлении государств в Европе, Азии и Африке", Шупашкар, 2005.
- Мăн Кенна, "Скифы", Çĕрпӳ, 2001.
- Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
- Артамонов М.И. «Хасарсен историйĕ»
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
- Афанасьева Е. Чăваш драматургийĕнчи трагеди / Е. Афансьева // Тăван Атăл. — 2007. — № 9. — С. 153—154.
- [http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/kkst_0_0000017.pdf Борис Чиндыков: опыт реконструкции
чувашского мира] 2018 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ.