Ы

Ы, ывырӑс алфавитӗнчи — 29-мӗш[1], беларус алфавитӗнчи — 28-мӗш, кӑркӑс алфавитӗнчи — 31-мӗш, русин алфавитӗнчи 15-мӗш саспалли, диграф шутланать, анчах та лигатура вырӑнне те пулма пултарать. Ытти наци кириллица алфавитӗнче ҫук: хальхи кӑнтӑр славян чӗлхисенче авалхи [ы] тата [и] сасӑсем тахҫанах пӗр килнӗ, анчах та серб тата пӑлхар алфавичӗсенчен Ы саспаллине XIX ӗмӗрте ҫеҫ кӑларнӑ; украин алфавитӗнче вара Ы/И мӑшӑр вырӑнне И/І-пе усӑ кураҫҫӗ. Молдова кириллица алфавитӗнчи 27-мӗш сас палли (Приднестровье Молдова Республикинче официаллӑ). Ҫавӑн пекех славян мар чӗлхесенче (казах, монгол, тутар тата ыттисем) кириллица ҫырулӑхӗнче усӑ кураҫҫӗ.

Историйӗ

Ячӗ

Авалхи кириллица азбукинче[2] тата чиркӳ славян азбукинче Ы саспалли ѥры (авалхи славян) е еры́ (чиркӳ славян) ятлӑ, унӑн пӗлтерӗшӗ паллӑ мар, анчах та, ахӑртнех, «еръ» (Ъ) тата «ерь» (Ь) саспаллисен ячӗсемпе тӑванлӑ. Д. Н. Ушаковӑн вырӑс чӗлхин сумлӑ орфографи словарӗн кӑларӑмӗсенче Ы саспаллине 1964 ҫулччен «еры» тенӗ; словарӗн каярах тухнӑ кӑларӑмӗсенче ӑна «ы» тенӗ.

Ҫырасси

Глаголицӑпа кириллицӑн авалхи формисенче Ы саспалли Ъ е Ь валли паллӑ І е И паллӑпа пӗрлешнипе пулнӑ (авалхи славян палӑкӗсенче диграфӑн мӗнпур комбинацийӗ тӗл пулать; кивӗ кириллицӑра та саспалли элеменчӗсене йӗрпе ҫыхӑнма пултарнӑ)[3]. Хисеп пӗлтерӗшӗ ҫук. Чи «классикӑлла» формӑра глагол Ы-на GlagolitsaJery.gif пек ӳкерме йышӑннӑ, кириллица формине вара XIV ӗмӗрччен — ЪІ ъі (Ꙑ ꙑ) пек, каярахри вӑхӑтсенче — хальхи Ы ы пек (ҫав шутра чиркӳ славян чӗлхи те). Вырӑс алҫырӑвӗсене хальхи форма XIV ӗмӗр вӗҫӗнченпе кӑнтӑр славян (балкан) алҫырӑвӗсенчен кӗрет[4]. Кириллицӑра Ы саспалли ытларах чухне йӗркипе 30-мӗш шутланать, глаголицӑра — 31-мӗш.

Фонологи

Уҫӑ саслӑ /ɨ/ фонема, «ы» саспаллипе палӑртаканскер, праславян чӗлхинчех пулнӑ. Ытларах чухне вӑрах янӑракан *ū [uː] праиндоевропа сассинчен пулать, ҫакна ы/у, ы/ов т. ыт. те черетленни ӑнлантараҫҫӗ: слу́шать — слы́шать, со́хнуть — высыха́ть — сухо́й. Мускаври фонологи шкулӗпе килӗшӳллӗн, хальхи вырӑс чӗлхинче /ɨ/ фонема хӑй тӗллӗн ҫук, [ɨ] сасӑ вара хытӑ хупӑ сасӑсем хыҫҫӑн /i/ фонема аллофонӗ кӑна шутланать[5]. Петербурги фонологи шкулӗ уйрӑм фонема пек пӑхса тухать[5].

«Ы» саспаллипе усӑ курмалли правилӑсем

Вырӑс чӗлхи

  • Чылай хупӑ сасӑ хыҫҫӑн И тата Ы хупӑ сасӑсене ҫемҫетекен фонетика пулӑмне палӑртаҫҫӗ: битьбыть, витьвыть, следиследы, грози́ — грозы́, кликклык, миломыло, пилпыл, сгорис горы, сирсыр, ти́катьты́кать, графи́ — графы́.
  • Чӑшлатакан хупӑ сасӑсем хыҫҫӑн, ҫав шутра ҫемҫисем те, хыттисем те, ЖИ, ШИ, ЧИ, ЩИ сасӑ майлашӑвӗсенче Ы мар, И саспаллипе усӑ кураҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӗлӗк чӑшлатакан саспаллисене ҫемҫен каланӑ, ҫавӑнпа та вӗсем хыҫҫӑн ҫемҫе уҫӑ сасӑсем ҫеҫ ҫырнӑ, ҫапах та ун чухнех ҫакӑнтан пӑрӑнма пуҫланӑ. Каярахпа, хӑш-пӗр тӗслӗхре, чӑшлатакан сасӑсем хыҫҫӑн Ы ҫырма пуҫланӑ (пӗр формӑллӑ сӑмахсене вӗсемпе пӗр пек формӑллисенчен уйӑрма), анчах та чӑшлатакан сасӑсене И-пе ҫырни яланах тӗп вырӑнта пулнӑ; вырӑс чӗлхишӗн те ҫавнашкалах тӗп вырӑнта пулса тӑнӑ. Ют чӗлхерен кӗнӗ ятсенче ҫак тытӑмран пӑрӑнма юрать: Жылыойский район, Чыонг Тинь, Шымкент.
  • Ц хыҫҫӑн, унӑн ҫемҫелӗхӗ те контекстран килмест, И тата Ы саспаллисемпе усӑ курассине историре йӗркеленнӗ чылай кӑткӑс правилӑсен системи ҫырса кӑтартать; вӗсем «Ц» статьяра пур.
  • Г, К, Х велярлӑ хупӑ сасӑсем хыҫҫӑн, вӗсем хытӑ та, ҫемҫе те пулаҫҫӗ, Ы-па усӑ курманпа пӗрех. Ӑнлантарни историллӗ: авал ҫак хупӑ сасӑсем ҫемҫелме пултарайман; тӗрӗсрех каласан, ҫемҫетес вырӑнне вӗсем чӑшлатакан (столсто́льный, анчах та другдру́жный, векве́чный, пухпушно́й) е шӑхӑракан (сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем: почить в БозеБогъ; темна вода во облацехоблакъ, на воздусяхвоздухъ; ун пек черетленни юлнӑ, тӗслӗхрен, украин чӗлхинче паллӑ ячӗсен вӗҫлевӗнче: ногана нозі, рукана руці, мухана мусі)) сасӑ ҫине куҫнӑ, Ы-па кӑна усӑ курнӑ. Каярахпа вырӑс чӗлхинче ҫак позицире Ы И ҫине куҫнӑ куҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра гы, кы, хы сасӑ сайлашӑвӗсем евӗрлевсенче тата ансат калаҫура (гыгыкать, кыш, Кыся, Олегыч, Маркыч, Аристархыч), е йышӑннӑ тата пачах та ют чӗлхесенчи ятсенче (кок-сагыз, акын, такыр, Мангышлак, Кызыл, Архызз) тӗл пулаҫҫӗ.
  • Уҫӑ сасӑсем хыҫҫӑн тата сӑмах пуҫламӑшӗнче Ы ҫавӑн пекех сасӑ евӗрлӗвӗсенче, харпӑр ятсенче тата йышӑннӑ сӑмахсенче кӑна тӗл пулать (ыкать, ых; Ыгыатта, Ыджыдпарма, Джайаыл, Суыкбулак, Хабырыыс, ыр, ынджера), анчах та [ы] сасӑ сӑмах пуҫламӑшӗнче ахаль кӑна — енчен те И-рен пуҫланаканни вӗҫленекен хупӑ сасӑ хыҫҫӑн тӑхтавсӑр каланать пулсан (вот [ы] всё, Иван [Ы]ваныч). Ҫак фонетика пулӑмӗ ҫырура приставка тата сӑмах тӗпӗ пӗрлешнӗ ҫӗрте (подытожить, cыграть, безымянный) палӑрать, ют сӑмах приставкисӗр (постинфарктный, хотя предынфарктный), пыртан тухакан сасӑпа тата чӑшлатакан сасӑпа вӗҫленекен приставкӑсӑр (межигровой, сверхизысканный) тата взимать сӑмахсӑр пуҫне.
  • Й хыҫҫӑн Ы саспалли транслитериллӗ ют чӗлхе ячӗсенче кӑна тӗл пулать: Тайынша, Чыйырчык.
  • Ъ хыҫҫӑн Ы саспалли Чукотка топонимикинче тӗл пулать: Кымъынэйвеем. Ь хыҫҫӑн вьетнам чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсенче тӗл пулма пултарать (Тьы-ном, Тьы куокнгы).

Чиркӳ славян чӗлхи

  • Ы тата И (I) саспаллисемпе усӑ курни вырӑс чӗлхинчи пекрех, ҫапах та кӑштах авалхи славян лару-тӑрӑвне палӑртать:
  • Чылай уҫӑ сасӑ хыҫҫӑн Ы тата И саспаллисемпе усӑ курнин пӗлтерӗшӗ расна тата фонетика тӗлӗшӗнчен пӑхӑнуллӑ (бити — быти тата ҫавӑн йышшисем); анчах та, вырӑслипе танлаштарсан, пӗр сӑмаха падежсем тӑрӑх улӑштарнӑ чухне пӗр харӑсах и-пе тата ы-па вӗҫленме пултарать. Тӗслӗхрен, раби (нумайлӑх хисепӗнче тӗп падежра рабъ) — рабы (нумайлӑх хисепӗнчче тӑву тата пӗрлӗлӗх падежӗсенче);
  • чиркӳ славян чӗлхинче те ҫӳлерех асӑннӑ гы, кы, хы ги-не, ки-не, хи-не куҫни пулнӑ, урӑхла каласан, пыртан тухакан сасӑсем хыҫҫӑн Ы пулмасть;
  • чӑшлатаканнисем хыҫҫӑн Ы та, И те пулать; пӗр пекех каланаҫҫӗ, уйрӑмлӑхӗ пӗлтерӗшӗнче кӑна: мужи́ (мужъ сӑмахӑн нумай хисепӗ тӗп падежра) — мужы́ (нумай хисепре тӑву тата пӗрлӗлӗх падежӗсенче); юноши (юноша пӗрреллӗ хисепри сӑмахӑн камӑнлӑх тата чӗнӳ падежӗсенче) — юноши (нумайлӑх хисепӗнче тӗп тата чӗнӳ падежӗсенче, ҫавӑн пекех тӗп, тӑву тата чӗнӳ падежӗсенче иккӗллӗ хисепре) — юношы (нумайлӑх хисепӗнче тӑву падежӗнче); нищимъ (пӗрреллӗ хисепре пӗрлӗлӗх падежӗнче) — нищымъ (нумайлӑх хисепӗнче пару падежӗнче) тата ҫавнашкаллисем;
  • ци ҫырни (уҫӑ сасӑсем умӗнче ці) ышӑннӑ сӑмахсенче кӑна пулать (Цицеронъ, Констанція);
  • хупӑ сасапа вӗҫленекен приставка хыҫҫӑн И саспалли Ы ҫине куҫма та, куҫмасан та пултарать; ҫавӑн пекех Ы вырӑнне ъи ҫырни пулать (подъимати/подымати, анчах ѿимати И-пе), тӗрлӗ приставкӑна тата тымара ҫырасси тӗрлӗрен пулма пултарать.

Ытти чӗлхесем

Тӗрӗк, монгол тата финн-угр чӗлхисем валли кириллица алфавичӗсенче Ы вырӑслинчи пек е [ɨ] сасса, е артикуляципе хыҫалти чӗлхепе е вӑтам чӗлхепе калакан уҫӑ сасӑсене ҫывӑх сасса кӑтартать: казах чӗлхинче — [ɯ], тутарлинче — [ɤ], тата ыт.

Казах кириллица алфавичӗн 37-мӗш саспалли шутланать, [ɯ] сасса палӑртать, латин алфавитӗнче унпа Y y пӗр килет.

Латиницӑри ҫӳлти ҫӗкленӗвӗн вӑтам ретри тарӑн мар хупӑ сасӑ

  • Ҫырулӑхӑн самай варӑм историллӗ чех чӗлхинче [ы] тата [и] сасӑсем аталанӑвӑн хӑш-пӗр тапхӑрӗнче фонетика тӗлӗшӗнчен пӗр килнӗ, ҫапах та халӗ те унчченхи пекех ҫырура уйрӑлса тӑраҫҫӗ: историллӗ [ы] сасӑ валли Y/y саспаллипе усӑ кураҫҫӗ, [и] валли вара — I/i. Ҫавӑн пек уйрӑмлӑх поляк чӗлхинче те пур, уйрӑмлӑхӗ ҫакӑ кӑна — фонетика тӗлӗшӗнчен ҫак икӗ сасӑ унчченхи пекех уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫак системӑпах ытларах чухне вырӑс, беларус тата украин чӗлхисен латин транскрипцийӗ тата кириллица транслитерацийӗ валли усӑ кураҫҫӗ.
  • Румын чӗлхинче, ун валли латин ҫырулӑхне 1860 ҫулсенче ҫеҫ кӗртнӗ, [ы] тата [и] сасӑсем ҫырура урӑхла уйрӑлса тӑраҫҫӗ: [ы] -на сӑмах пуҫламӑшӗнче Î/î саспаллипе кӑтартаҫҫӗ, ытти позицире — Â/â; [и]-не ахаль I/i саспаллипе палӑртаҫҫӗ.
  • 1920-мӗш ҫулсенче латинизациленӗ тӗрӗк чӗлхинче тата анчахрах латин графики ҫине куҫарнӑ азербайджан чӗлхинче [ы] тата [и] сасӑсем ҫырура виҫҫӗмӗш меслетпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ: [ы]-на пӑнчӑсӑр I/ı саспаллипе палӑртаҫҫӗ, [и]-не вара — пӑнчӑллӑ I/ı саспаллипе.
  • 90-мӗш ҫулсенче латинланӑ туркмен чӗлхинче тата нумаях пулмасть латин графикине йышӑннӑ казах чӗлхинче [ы] тата [и] сасӑсем поляк чӗлхинчи пекех уйрӑлса тӑраҫҫӗ: [ы]-на Y/y саспаллипе, [и]-не I/i саспаллипе палӑртаҫҫӗ.
  • 1920—1930 ҫулсенчи латиницӑллӑ тӗрӗк алфавитӗнче [ы]-на ҫывӑх сасӑсене Ь/ь ҫемҫелӗх палли пек курӑнакан символпа палӑртнӑ.

«Ы» — ӳнерте, культурӑра, техникӑра, географире тата Интернетра

undefined
  • Леонид Гайдайӑн халӑх кӑмӑллакан «Операция «Ы» и другие приключения Шурика» кинокамитӗнче сӑнар Юрий Никулин ҫарату инсценировкиллӗ операцие «Ы» ят пама сӗнет — «никам та ан чухлатӑр тесе».
  • Ҫара вепрь Ы — ҫурмамиф чӗрчунӗ, ӑна Аркадий тата Борис Стругацкисен «Трудно быть богом» фантастикӑлла повеҫӗнче асӑннӑ.
  • 1910 ҫултанпа Ы сериллӗ пӑравуссем кӑларнӑ (илл. ҫинче, пӗтӗмпе виҫҫӗр аллӑ ытла тунӑ).
  • «Кин-дза-дза!» фильм тухнӑ хыҫҫӑн «Ы» саспаллипе кулӑша е вӑйлӑ, анчах ӗненмелле мар эмоцисене палӑртма пуҫланӑ.
  • «Ы» саспалли рунетӑн сеть жаргонне акӑлчан чӗлхинчи LOL акроним вырӑнне кӗнӗ.
  • Леонид Фёдоровӑн «АукцЫон» ушкӑнӗн ятне Ы саспаллипе ҫыраҫҫӗ.
  • Якутире 1937—2008 ҫулсенче ылтӑн кӑларакансен Ыныкчан посёлокӗ пулнӑ, хальхи вӑхӑтра Якутире Ытык-Кюёль ятлӑ пысӑк ял пур.
  • Ыб — Коми Республикинчи Сыктывдин районӗнчи ял.
  • Ыбица — Коми Республикинчи Сыктывдин районӗнчи Ыб ялӗнчи «Финн-угр этнокультура паркӗн» территорийӗнче 2011 ҫултанпа иртекен мультифестиваль.
  • Ыйджонбу — Корея Республикинчи Кёнгидо провинцийӗнчи хула.

Кодсен таблици

Кодировка Регистр Вуншарлӑ код 16-шарлӑ код Сакӑршарлӑ код Икшерлӗ код
Юникод Пысӑк саспалли 1067 042B 002053 00000100 00101011
Пӗчӗк саспалли 1099 044B 002113 00000100 01001011
ISO 8859-5 Пысӑк саспалли 203 CB 313 11001011
Пӗчӗк саспалли 235 EB 353 11101011
КОИ-8 Пысӑк саспалли 249 F9 371 11111001
Пӗчӗк саспалли 217 D9 331 11011001
Windows-1251 Пысӑк саспалли 219 DB 333 11011011
Пӗчӗк саспалли 251 FB 373 11111011

HTML-ра пысӑк Ы саспаллине Ы е Ы пек ҫырма пулать, пӗчӗк ы саспаллине вара — ы е ы пек.

5.1-мӗш версирен пуҫласа Юникодра ЪІ форма валли (ЬI-пе танлаштарсан) уйрӑм кодсем пур: U+A650, U+A651 (Ꙑꙑ).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Пысӑк Раҫҫей энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов. — М. : Большая российская энциклопедия, 2004—2017.
  2. ^ Иванова В.Ф. Современный русский язык. Графика и орфография. — 2-е изд. — Просвещение, 1976. — 288 с.
  3. ^ Карский, 1979, с. 203—205.
  4. ^ Карский, 1979, с. 204.
  5. ^ 1, 2 Мусатов В. Н. Русский язык: Фонетика. Фонология. Орфоэпия. Графика. Орфография. — 2-е изд.. — Флинта, 2012. — С. 141—143.

Вуламалли