Энĕш (юханшыв)
Энĕш, — Чăваш Енри юханшыв. Çĕрпӳ тата Куславкка районĕсем тăрăх юхать, Куславккаран çӳлĕрех Атӑла юхса кĕрет. Юханшыв тăршшĕ 60,7 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 904 км2.
Чи пысăк юпписем: Мăн Энĕш, Вăта Энĕш, Кĕçĕн Энĕш.
Пĕрлехи хыпарсем
Аслă Куснар çывăхĕнче Пысăк Энĕше Вăтам Энĕшпе (Виртен) пĕрле юхса кĕреççĕ. Виçĕ юханшыв пĕрлешнĕ хыççăн ĕлĕк-авал Енĕш (Пысăк Энĕш) самаях тулли шывлă пулнă пулмалла. Куснарти ватă çынсем каласа хăварнипе, юханшыв çывăхĕнче ашшĕ-амăшĕ ачине асăрхаттарса каланă:
Шыва ан кĕр, ан иш, путса вилен!
тесе кăшкăрнине час-часах илтме пулнă. Каярахпа ял çыннисем « Куснар» юханшывне « Аниш», тата каярах – «Энĕш» теме пуçланă. Вара ытти ялсене те çав ят сарăлнă.
19-мĕш ĕмĕр варринче ( 1866 çул) пирĕн вулăсри Энĕш шывĕ çинче 3 шыв арманне лартнă. Иккĕ арман Çатрăк ялĕ тĕлĕнче, тепри — Куснар патĕнче пулнă. Çывăх ялсенче пурăнакан çĕр ĕçтешĕсем пурте çак армансенче тырă авăртнă.
Çулсем иртнĕ май армансен шучĕ ӳссех пынă. 1913 çулта пирĕн вулăсра арман хуçисем тата армана тара илнĕ хуçа (арендатор) шучĕ 14 çынна çитнĕ.
Ялсем
Енĕш хĕрринче вырнаçнă ялсем: Тавăшкасси, Энĕшкасси, Шĕнер Ишек, Энĕшхĕрри, Туçа, Хурамал, Улмалуй, Пишенкасси, Эплес, Куснар, Кĕçен Карач, Çатрăк, Елчĕк, Варасăр, Тĕмшер.
Вуламалли
Каçăсем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 12. Нижнее Поволжье и Западный Казахстан. Вып. 1. Нижнее Поволжье / под ред. О. М. Зубченко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 287 с.