Ҫурла, 23
Утă — Çурла — Авăн | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | 4 | |||
5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | |
Эрне кунĕсен ячĕсене 2024 çул валли кăтартнă |
Уявсем
— Пӗтӗм тӗнчери ҫынсемпе суту-илӳ тунӑран шар курнисене асра тытмалли тата ҫак пулӑма пӗтермелли кун.
— Европӑри сталинизмпа нацизма пула шар курнисене асра тытмалли кун.
Раҫҫей Федерацийӗ — Ҫар мухтавӗн кунӗ — Курск ҫапӑҫӑвӗнче ҫӗнтернӗренпе тепӗр ҫулталӑк иртни.
Армени — Армени никама пӑхӑнманлӑхӗ пирки деклараци йышӑннӑ кун (1990)[1].
Беларуç — Патшалӑх статистикин ӗҫченӗсен кунӗ.
Украина — Украина Патшалӑх ялавӗн кунӗ (2004)
Пулса иртнĕ
- 1382 — Мускава Тăхтамăшран хӳтĕленĕ чухне Раççейре пĕрремĕш хут артиллерипе усă курнă
- 1552 — Хаяр Иван çарĕсем Хусана хупăрланă
- 1572 — Парисри Варфоломей каçĕ
- 1905 — Раççейпе Япони хушшинчи Портсмут лăпкăлăх килĕшĕвĕ
- 1935 — Мускав Кремлĕн турулĕсем çине рубин çăлтăрĕсене лартнă
- 1939 — Мускавра Молотов — Риббентроп пакчĕ (капăрл.) çине алă пуснă
- 1942 — Сталинград çапăçăвĕ: Сталинграда питĕ вăйлă бомбăланă, хула пĕтĕмпех тенĕ пекех арканнă
- 1943 — Харьков хулине виççĕмĕш, юлашки хут, нимĕç çарĕсенчен ирĕке кăларнă
- 1944 — Румынири пăтăрмах: Михай I патша Антонеску маршала ĕçрен хăтарнă та китлĕре хирĕçле коалиципе вăрçăна чарма хушнă
Çуралнă
- 1851 — Алоис Йирасек (1930 ҫ.в.), чех ҫыравҫи, историллӗ романсен авторӗ.
- 1928 — Павлов Иван Павлович, чăваш чĕлхеçи.
- 1971 — Новак Александр Валентинович, Раҫҫейри патшалӑх тата политика ӗҫченӗ.
Вилнĕ
- 1858 — Регули Антал, венгр чĕлхеçи тата историкĕ, çулçӳревçĕ.
- ^ "Мечта обрела жизнь": руководство Армении о важности Декларации о независимости (выр.). ru.armeniasputnik.am. Пӑхнӑ кун: 23 Ҫурла уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 ҫул.