Абхази уявӗсем
Кунта 1995 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче йышӑннӑ тата юлашки хут 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче хушса улӑштарнӑ «Абхази Республикин уявӗсемпе астӑвӑм кунӗсем ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн Абхазире палӑртакан уявсемпе астӑвӑм кунӗсен списокне илсе кӑтартнӑ[1].
Таблицӑра сарӑ тӗспе канмалли кун шутланакан уяв кунӗсене, симӗс тӗспе — канмалли кун мар шутланакансене, шурӑ тӗспе — ӗҫ кунӗ шутланакан астӑвӑм кунӗсене палӑртнӑ.
| Кун | Ячӗ | Ӑнлантарса пани |
|---|---|---|
| Кӑрлач, 1-2 | Ҫӗнӗ ҫул | |
| Кӑрлач, 7 | Раштав (абх. Қьырса, Лымдныҳəа[2]) | Христиансен уявӗ, Абхазире вырӑнти йӑла-йӗркепе уявлаҫҫӗ[2][3]. |
| Кӑрлач, 14 | Ажьырныхуа | Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе пӗр кун килекен йӑлана кӗнӗ тӗп Абхази уявӗсенчен пери; кӑрлачӑн 13-мӗшпе 14-мӗшӗнчи ҫӗрле паллӑ тӑваҫҫӗ[4][5][6]. Тимӗрҫӗ ӑсталӑхне хӳтӗлекен Шашвӑ турӑпа ҫыхӑннӑ[7][8]. |
| Пуш, 4 | Совет влаҫне йӗркеленин кунӗ | РСФСР-па Кавказхыҫ комиссариачӗ хушшинчи хирӗҫу вӑхӑтӗнче РККА ҫарӗсем Сухумине ярса илнӗ ятпа уявланать, ку ӗҫ-пуҫ хыҫҫӑн, 2921 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнчен, Абхазири влаҫ советсен аллине лекнӗ[9]. |
| Пуш, 8 | Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ | |
| Ака, 14 | Абхази Республикин Налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗ | 1994 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче Абхази Республикин Патшалӑх налук службине йӗркеленӗ ятпа уявланать[10]. |
| — | Мӑнкун (абх. Кәырбан-баирам, Кәырбаныҳәа) | Христиансен уявӗ, Абхазире вырӑнти йӑла-йӗркепе уявлаҫҫӗ[11][12][13][14]. |
| Ака, 25 | Радоница (абх. Уараза-байрам ныҳәа, Арадоница, Аԥсцәа рныҳәа) | Вилнисене асӑнмалли христиансен уявӗ, Абхазире вырӑнти йӑла-йӗркепе уявлаҫҫӗ, 2022 ҫултанпа официаллӑ майпа канмалли кун тесе йышӑннӑ |
| Ҫу, 1 | Ӗҫ уявӗ | |
| Ҫу, 9 | Ҫӗнтерӳ кунӗ | |
| Ҫу, 21 | Кавказ вӑрҫине пула тата Кавказри сӑрт-ту халӑхӗсене вӑйпа урӑх ҫӗре куҫарнине пула шар курнисене асӑнмалли кун | Кавказ вӑрҫи хыҫҫӑн Раҫҫей империйӗ ҫӗнӗ ҫӗрсене ярса илнӗ хыҫҫӑн абхазсен мухаджирлӑхне (вӑйпа тепӗр ҫӗре куҫарни) асра тытса уявлаҫҫӗ[15][16]. |
| Ҫу, 23 | Симон Кананит Сӑваплӑ Апостол кунӗ | Христан сӑваплӑ ҫыннине асӑнмалли кун. 2014 ҫултанпа канмалли кун шутланать[17].
Симон Кананита Абхазире уйрӑмах хисеплеҫҫӗ, ку тӑрӑхра христиансен тӗнне вӑл чи малтан саракансенчен пӗри пулнӑ[17][18]. |
| зульхиджа, 10 | Курбан-байрам / Курбанныхуа (абх. Кәырбан-баирам, Кәырбаныҳәа) | Мӑсӑльмансен уявӗ; Абхазии 1994 ҫултанпа канмалли кун шутланать[19]. |
| Ҫӗртмен виҫҫӗмӗш вырсарникунӗ | Медицина ӗҫченӗн кунӗ | |
| Утӑ, 23 | Абхази Республикин ялавӗн кунӗ | 1992 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче Абхази Республикин хальхи ялавне йышӑннин ячӗпе уявлаҫҫӗ[20]. |
| Ҫурлан иккӗмӗш вырсарникунӗ | Строитель кунӗ | |
| Ҫурла, 14 | Тӑван ҫӗре хӳтӗлекенсене асра тытмалли кун | 1992 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче Абхазире пуҫланнӑ вӑрҫӑна асра тытмалли кун[21]. |
| Ҫурла, 15 | Хӑй ирӗкӗпе алла пӑшал тытнӑ ҫыннӑн кунӗ | 1992 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче Абхази вӑрҫине Ҫурҫӗр Кавказран хӑй ирӗкӗпе алла пӑшал тытнӑ ҫынсен пӗрремӗш ушкӑнӗ ҫитнӗ ятпа уявлаҫҫӗ[22]. |
| Ҫурла, 26 | Абхази Республики никама пӑхӑнманнине тӗнче шайӗнче йышӑннин кунӗ | 2008 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗ Абхази никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнине йышӑннӑ ятпа уявлаҫҫӗ[23]. |
| Ҫурла, 28 | Сӑваплӑ Турамӑш ыйха путнин кунӗ / Нанхуа (абх. Нанҳәа) | Христиансен уявӗ, Абхазире вырӑнти йӑла-йӗркепе уявлаҫҫӗ[24][25]. 2014 ҫултанпа канмалли кун шутланать[26]. |
| Авӑн, 30 | Абхази Республикин никама пӑхӑнманлӑх кунӗ | 1993 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче Абхази вӑрҫи вӑхӑтӗнче грузинсен ҫарне Абхази ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ ятпа уявлаҫҫӗ[27][28][29]. |
| Юпа, 11 | Абхази Республикин Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен кунӗ | 1992 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче Абхазин Хӳтӗлев министерствипе Тӗп штаба йӗркеленӗ ятпа уявлаҫҫӗ[30]. |
| Юпа, 30 | Абхази Республикин ӑслӑлӑх кунӗ | 1997 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче Абхазин ӑслӑлӑх академине йӗркеленӗ ятпа уявлаҫҫӗ[31]. |
| Политикӑллӑ репрессисене пула шар курнисене асра тытмалли кун | 1930–1940-мӗш ҫулсенче Абхази АССРӗнче Сталин ирттернӗ репрессисенче шар курнисене асӑнмалли кун[32]. | |
| Чӳк, 26 | Абхази Республикин Конституцийӗн кунӗ | 1994 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче Абхази Конституцине йышӑннӑ ятпа уявлаҫҫӗ[33][34]. |
| Раштав, 13 | Андрей Первозванный Сӑваплӑ Апостолӑн кунӗ | Христиансен сӑваплӑ ҫыннине асра тытмалли кун.
Андрей Первозванные Абхазире уйрӑмах хисеплеҫҫӗ, ку тӑрӑхра христиансен тӗнне вӑл чи малтан саракансенчен пӗри пулнӑ[35]. |
| Раштав, 14 | Абхазири Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫинче вилнӗ ачасене асӑнмалли кун | Абхазири вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Лата ялӗ патӗнче 1992 çулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче авиапӑтӑрмаха пула вилнисене асӑнмалли кун[36][37]. |
Ӑнлантарусем
- ^ Закон Республики Абхазия «О праздничных и памятных днях в Республике Абхазия» (выр.). Официальный сайт президента Республики Абхазия (31 пушӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Бигуаа, 2018, с. 180—198.
- ^ Рождество по-абхазски: божественная литургия и свечка для усопших (выр.). Sputnik Абхази (6 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Бигуаа, 2018, с. 198—228.
- ^ Индира Барциц. День сотворения мира отмечается в Абхазии в ночь на пятницу (выр.). РИА Новости (14 кӑрлачӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Дарья Папба. «Ажьырныхуа» – традиционный праздник, который удалось сохранить (выр.). Эхо Кавказа (10 кӑрлачӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Сария Кварацхелия. Сотворение мира, или Ажьырныхуа: традиции празднования и верования абхазов (выр.). Sputnik Абхазия (13 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Бадрак Авидзба. Ажьира и ахьира: Новый год по-абхазски (выр.). Sputnik Абхазия (14 кӑрлачӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 4 марта 1921 года: через советизацию к восстановлению государственности Абхазии (выр.). Sputnik Абхазия (4 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ День работника налоговых органов Республики Абхазия. Министерство по налогам и сборам Республики Абхазия (13 акан 2018). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ В. Бигуаа. АМШАԤЫ / AMŠ૪APӘ – «АБХАЗСКАЯ ПАСХА» // АБХАЗОВЕДЕНИЕ: АРХЕОЛОГИЯ. ИСТОРИЯ. ЭТНОЛОГИЯ : сборник. — Сухум: Дом печати, 2013. — Вып. 8—9. — .
- ^ Бигуаа, 2018, с. 88—113.
- ^ Бадрак Авидзба. Жертвенное животное и моление: как в Абхазии празднуют Пасху (выр.). Sputnik Абхазия (27 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Виталий Шария. Пасхальные традиции в Абхазии (выр.). Эхо Кавказа (17 акан 2017). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Виталий Шария. Абхазская память о махаджирах (выр.). Эхо Кавказа (22 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Амра Амичба. Историк о 21 мая: трагическая страница в истории кавказских народов (выр.). Sputnik Абхазия (21 ҫӑвӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Виталий Шария. Жизнь и смерть Симона Кананита (выр.). Эхо Кавказа (23 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Наала Авиздба. День святого апостола Симона Кананита проходит в Абхазии (выр.). Sputnik Абхазия (23 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Виталий Шария. Курбанныхуа в год пандемии (выр.). Эхо Кавказа (31 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 23 ИЮЛЯ В АБХАЗИИ ОТМЕЧАЮТ ДЕНЬ ГОСУДАРСТВЕННОГО ФЛАГА (выр.). Абхазия-Информ (22 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Тамара Ачба. 14 августа - День памяти защитников Отечества (2020-08-14).
- ^ Анжела Кучуберия. Жители Абхазии отметили День добровольца. Кавказский Узел (16 ҫурлан 2013). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.
- ^ Мечта народа: 12 лет международному признанию независимости Абхазии (выр.). Sputnik Абхазия (26 ҫурлан 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Бигуаа, 2018, с. 163—180.
- ^ Ашуба: у абхазов особое отношение к христианским праздникам (выр.). Sputnik Абхазия (28 ҫурлан 2018). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
- ^ Виталий Шария. Праздник Нанхуа в Абхазии (выр.). Эхо Кавказа (28 ҫурлан 2017). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.
- ^ День независимости в Абхазии (выр.). РИА Новости (30 авӑнӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Абхазия между двумя Победами (2019-09-29). 2020 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
- ^ За свободу и справедливость: День Победы отмечают в Абхазии (выр.). Sputnik Абхазия (30 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- ^ На страже Родины: 27-летие создания Абхазской армии отметили в Сухуме (выр.). Sputnik Абхазия (11 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ.
- ^ Дамей Касландзия. Научное сообщество Абхазии отмечает День науки (выр.). Аиааира (30 юпан 2018). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Память жертв политических репрессий почтили в Абхазии (выр.). Sputnik Абхазия (30 юпан 2018). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.
- ^ Основной закон: из истории Конституции Абхазии (выр.). Sputnik Абхазия (26 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.
- ^ День Конституции в Абхазии (выр.). РИА Новости (26 чӳкӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.
- ^ День памяти Апостола Андрея Первозванного отметили в Сухуме (выр.). Sputnik Абхазия (13 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
- ^ В Абхазии — День памяти детей, погибших в Отечественной войне 1992−93 годов (выр.). EADaily (14 раштавӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
- ^ Посольство Республики Абхазия в Российской Федерации - Сегодня в Абхазии день скорби и памяти. Посольство Республики Абхазия в Российской Федерации (14 раштавӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
Вуламалли
- В. Бигуаа. Ритуальный мир традиционной религии абхазов. — МАКС Пресс, 2018. — 336 с. — ISBN 978-5-317-05995-8. , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнчи копийӗ