Арçури (поэма)
Арçури (выр. Поэма «Леший») — Михаил Фёдоров (1848—1904) чăвашла çырнă сăвăлла хайлав, классикăлла поэма. Ячӗ чăваш мифологийӗнчи арçури сăнарне палăртать. Поэмăна баллада тени те пулать[1].
Кун-ҫулӗ
Чылай вăхăт хушши асăннă хайлава 1879 çулта çырнă тесе шутланă[2].
1879 çулхи çуркуннепе çулла вăхăтӗнче, хăй килте пурăннă чух, «Арçури» баллада çырать.
Паянхи кун, Геннадий Юмарт тӗпчевӗсем хыççăн, 1884 çулта хайлани паллă.
Илле Тăхти (1889—1938) çапла аса илни пур[3]:
Çав ман Ехвин юлташах хăйӗн куккăш патне сăра ӗçме чӗнме кайсан, «Арçури» сăввине çырса килчӗ. «Арçурине»: «Хӗвел ансан Хӗветӗр, эсир уна пӗлетӗр...» — тесе вуласа кăтартатчӗ те хутне каллех хăй кӗсйине персе чикетчӗ. «Арçурине» Ехвинтен çырса илсе пулмарӗ. «Пӗр çăмартапа пӗр кăранташ парсан хамах сана ку сăвва çырса парап», — тетчӗ вăл. Ехвинпе эпир хамăр ялта шкулта пӗрле вӗренеттӗмӗр, иксӗмӗр унпа класра юнашар лараттăмăр».
Ҫак пӗчӗк асаилӳре 1908 çулчченхи ӗçсем çинчен сăмах пырать. Вăл вăхăтра поэма пичетленсе тухайман-ха, апла пулин те, куратпăр ӗнтӗ, ун пирки Ехвин тата Илле йышши «шӗвӗрккесем» те пӗлеççӗ.
Пичетленичченхи алçырусем сыхланса юлни те поэма халăхра еплерех сарăлнине ӗнентерӳллӗн çирӗплетет. Тепӗр енчен, 1908 çул тӗлне Михаил Фёдоров хăй вилнӗ пулнă ӗнтӗ. Эппин, халăхра анлă сарăлман пулсан, вăл тӗле унăн тексчӗ Чӗмпӗрти анталогие кăларакансем патне çитеесси те иккӗленӳллӗ.
«Пур йышши тӗшмӗше тӑрӑхлавлӑ „Арҫури“ сарӑлать хутсӑрах — чарма ҫук», — ҫырнӑ Петӗр Хусанкай «Шелепи шерепи» поэмӑра. Хутсăрах та сарăлнă пуль хăш чухне, анчах та, куратпăр ӗнтӗ, çапах та сарăласси ытларах хут урлă (хутпа, алçырусемпе) пулса пынă.
Текстăн канонла вариантне ăсталас ыйту
Ыйту мӗнре иккенни ак çак танлаштаруран аван курăнать. Калăпăр, «Нарспи» поэмăн текстне пӗртен-пӗр çăлкуç тăрăх палăртаççӗ: ку вăл — 1908 çулхи кӗнеке (антологи). Асăннă кӗнекерех «Арçури» поэмăн тексчӗ те пур. Анчах та вăл уншăн пӗртен-пӗр çăлкуç мар. Михаил Фёдоров хайлавӗн тексчӗн ытти варианчӗсем те сыхланса юлнă.
Текст çăлкуçӗсем (вариантсем)
- Даниил Филимоновра упраннă алçыру — 1900 çул тӗлнелле ăна Н. И. Ашмарина ярса панă.
- Чӗмпӗрте 1908 çулта пичетленсе тухнă вариант[4][1].
Кунта икӗ çăлкуçа асăннă. В. Г. Родионов вара мӗнпурӗ пилӗк çăлкуç пурри пирки калать. В. П. Станьял ултă çăлкуç тени пур.
Çав çăлкуçсене еплерех пуçтарасси-майлаштарасси пирки тӗрлӗ шухăш пулнăран тата ытти сăлтавсене пула, поэмăна тӗрлӗ текстпа кун çути кăтартаççӗ.
Поэмăна пичетленӗ чухне час-часах сиктерсе хăваракан фрагментсем
1
Автан автать, тул çутăлать,
Праскав инке çанăх ал<л>ать,
Пет<ӗ>р пичче çил<л>енет.
2
Лапка-лапка юр çăвать,
Шулап пуçне шуратать.
3
Ачасене юратса,
Вăрăм юмаха кӗскетсе,
Юри сыртăм юрлама
Качча каяс хӗрсене,
Питӗ хÿхӗм вулама
Хут вӗреннӗ çынсене,
Урнă йыт пек улама
Улах ларан хӗрсене..
Эпӗ çыртăм сӑввине,
Эсир тупăр юррине.
Атӑл хушшӗнче, анатра,
Хăмăш й<у>рлать, хурланать,
Вăйлă çилпе хумханать
Çавăнпа пӗрлех чылай чухне хушса хуни те пулать: поэмăн эпиграфӗ хыççăн нихăш çăлкуçра та «ваттисен сăмахӗ» тени çук пулин те, çавна кӗртсе яраççӗ.
Канонлас тени поэмăн хăш йӗркисене тата хăш тӗле кӗртессине çеç мар, уйрăм сăмахсене еплерех çырассине те пырса тивет.
Тытăмӗ тата сюжечӗ
Поэма тексчӗ темиçе блокран тăрать. Çав блоксем калăпăшӗпе те, шалти çеммипе те пӗр-пӗринчен самаях уйрăлса тăраççӗ. Çакăн пек блоксенчен кашнине Николай Иванов (Микки Микули) юхăм çавра е тирада тет[5]. Асăннă блоксен шалти тытăмӗ те пӗр тикӗс мар темелле: састашсем мӗнле йӗркеленни тӗлӗшпе те, сыпăксен шучӗпе те: кашни йӗркере, тӗпрен илсен 7-шер сыпăк, анчах ытлараххи те пӗрре мар тӗл пулать. Çавна май, çирӗп изосиллабизм çуккине кура, поэма виçине «силлабика» теме те хӗн. Кăштах ирӗклӗ сăвă еннелле сулăнни сисӗнет.
Сăнарсем
Арçури — халапла сăнар. Хӗветӗр — хресчен. Кириле, Карчăк Микули, Лавраç пичче — хресченсем, Хветӗр юлташӗсем. Якур пичче — куштанрах çын. Энтри — чухăн, кӗлмӗç, çапкаланчăклăх еннелле сулăннă çын, Праскав, Петӗр — ял çыннисем, арăмӗпе упăшки пулма кирлӗ. Çавăн пекех уйрăммăн асăнкаланă: Хветӗрӗн арамӗ, ывăлӗ, хӗрӗ тата урăххисем те. Анчах та вӗсене сăнарсемех темелле мар.
Урăх чӗлхесене куçарни
Поэмӑна вырӑс, акăлчан, итальян, нимӗç, француз тата ытти чӗлхесене куçарнă[1]. Акăлчанла Питер Франс кӗскетсе куçарнă.
Вырăсла куçарусем
Поэмăна вырăсла чăн малтан куçаракансенчен пӗри Михаил Сироткин пулнă. Вăл 1947 çулта «М. Ф. Фёдоров» ятпа Шупашкарта тӗпчев ӗçӗ кăларнă. Ятарласа çав кӗнеке валли ăсталанă куçарăвне. 1960, 1978 çулсенче Николай Евстафьев куçарни пичетленнӗ. Кайран 2000 çулта хайлава Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ халăх патне çитернӗ. Вырăсла куçарăвне Çеçпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, паллă сăвăç Анатолий Смолин тунă[6]. Поэмăн ятне асăннă куçарусенче пуринче те «Леший» тесе палăртнă. Пичетленнӗ тепӗр куçарура вара[7] вырăсла ят «Арзюри».
Поэмăна хаклани
Петӗр Хусанкай çапла çырнă[8]:
...пур йышши тӗшмӗше тăрăхлавлă
«Арçури» сарăлать хутсăрах — чарма çук.
Кам пӗлет, тен, пытарӑнчӗ пуль «Калевала»
Çав Хӗветӗр Михалипеле çавăн чух!
Митта Ваçлейӗ ҫырнинчен[9]:
Чăваш поэзийӗн ытарми илемӗпе («Арçури», «Нарспи» произведенисемпе) паллашни пуçăмра хам вăя виçсе пăхма хӗтӗртекен шухăш хускатрӗ...
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 В. П. Станьял. Арҫури (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ Аноним (аноним тени кунта М. Я. Сироткина пӗлтерме пултарать). Чăваш календарӗ // М. Ф. Фёдоровăн «Арçури» баллади. — Чебоксары, 1959. — 56.
- ^ Илле Тăхти. Поэзи. Проза. Публицистика. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — С. 318.
- ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — Т. 1. — 439.
- ^ Иванов Н. И. Чăваш сăвви. — Шупашкар: Чăваш кӗнеке издательстви, 1977. — 133-138.
- ^ Михаил Фёдоров. (Вырӑсла куҫараканӗ — Анатолий Смолин). Арҫури / Леший. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ Михаил Фёдоров. Перевёл с чувашского Элли Илле. Арзюри. — Шупашкар: Халăх шкулӗ — Народная школа, 2003. — Апрель. — .
- ^ Петӗр Хусанкай. Суйласа илнисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1970. — Т. 2. — 158.
- ^ Митта Ваçлейӗ. Пурнăçӗпе пултарулăхӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — С. 3.
Вуламалли
- Долгов В. М. Ф. Федоров «Арçурине» уйрăм кӗнекепе кăларнă май пӗр-ик сăмах // Ялав. — 1956. — № 6. — С. 30-32
- Родионов В. Г. Михаил Фёдоров: «Арçури» ăнлантарăвӗ. Шупашкар, 1999, 76 с.
- Фёдоров В. «Арçурие» тепре вуланă май. /«Хыпар» хаçат, 1998, чӳк, 4.
- Хлебников Г. Я. Первое произведение классики чувашской литературы / Г. Я. Хлебников // Изв. Нац. акад. Чуваш. Респ. — 1997. — № 6. — С. 61-70.
- Воробьев, М. Н. О звуке и цвете в поэме М. Ф. Федорова «Арзюри» / М. Н. Воробьев // Ашмаринские чтения. — Чебоксары, 2007. — С. 379—387.
- Арланова Е. «Эсир ăна пӗлетӗр…» / Е. Арланова // Хыпар. — 2008. — 11 раштав. — С. 4.
- Атнер Хузангай. Текст поэмы «Арçури» в чувашской словесности с самого начала своего появления и распространения в списках стал культовым. // // Халăх шкулӗ — Народная школа. 2003. — № 4. — С.105.
- Федотова Е. В. Жизнь и творчество классика чувашской литературы Михаила Фёдорова // Халăх шкулӗ. — 2020. — Утă—çурла. — № 4. — С. 52-57.
