Долгов Владимир Васильевич

Долгов Владимир Васильевич (1941 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2001 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи тата Раҫҫей сăвăçи, ҫыравçи, журналисчĕ тата куçаруçи[1]. СССР Журналисчĕсен союзĕн пайташĕ (1975), СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1984), Чăваш Республикин вырăс çыравçисен ассоциацийĕн пайташĕ (1991)[1].

Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1941 çулхи авăнăн 2-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă[1]. Мускав энергетика институчĕн Шупашкарти филиалне (1968) тата А. М. Горький ячĕллĕ Литература институтне(выр.)чăв. (1978) вӗренсе пĕтернĕ[1].

Слесарь, токарь, РЭУ «Чувашэнеро» инженер-инспекторӗ, строитель техникумĕнче преподаватель, Шупашкар телецентрĕн производство лабораторийӗн пуçлăхĕ, проектпа конструктор бюровĕн сектор пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ[2].

Журналистикӑра «Çамрăк коммунист» хаçатăн пай пуçлăхĕ, «Туслăх» литература альманахĕн редакторĕ, Чăваш кĕнеке издательствинче (1974–1980), «Тракторостроитель» хаçатăн сотрудникĕ пулса ĕçленĕ[1][2].

2001 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

1962 çултанпа пичетленме пуçланă. Сăвă, проза тата драматурги жанрĕсенче ĕçленĕ[1].

Тĕп кĕнекесем:

  • «На краю детства» (повесть, 1979);
  • «Несгибаемый Полышев» (повеçсемпе калавсем, 1983);
  • «Вишенка на припёке» (1998)[1];
  • «Возвращение к себе» (калавсемпе повеçсем, 1994);
  • «На железном ветру» (роман, 1990);
  • «Запах хлеба» (поэма, сăвăсем, 1987);
  • «Музыка красоты» (СУОР çинчен очерксем, 1993).

Юрăсен авторĕ: «Святая Родина моя», «Лирическая хороводная», «Новочебоксарский вальс», «Город мой» тата ыттисем. А. Михайлов, Ю. Кудаков, Ф. Лукин, Н. Эриванов тата ытти композиторсемпе пĕрле çырнă[2].

Чăваш çыравçисен — П. Емельяновăн, К. Петровăн тата ыттисен — ĕçĕсене вырăсла куçарнă[2]. Çутçанталăкпа чун экологийĕ çинчен çирĕп публицистика статйисем, очерксем, эссесем, Я. Ухсай, С. Шавли, Л. Агаков кĕнекисем çинчен рецензисем çырнă[2].

Пухмачсем хатĕрлеме хутшăннă:

  • «Взгляд за горизонт» (1989);
  • «Поворот» (1988);
  • «Трудное восхождение» (1990).

Ҫемье

Ашшӗ — Долгов Василий Архипович, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, литература критикӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Долгов Владимир Васильевич. Чăваш энциклопедийĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Чăваш çыравçи, журналисчĕ Долгов Владимир Васильевич çуралнăранпа 70 çул. Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕ (2 авӑнӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Маяксем, Л. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кун-ҫул / Л. Маяксем // Хыпар. — 2001. — 5 авӑн.
  • Абрамова, П. Спасти от микробов цинизма и жестокости / П. Абрамова // Грани. — 2001. — 13 сент. — С. 3.
  • Афанасьев, П. Долгов Владимир Васильевич / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 119.
  • Долгов Владимир Васильевич // Чувашский рассказ = Чӑваш калавӗ : [сборник : в 2 т. / сост. Б. Б. Чиндыков ; худож. И. Е. Калентьева]. — Чебоксары, 2016. — Т. 2: Родные берега = Тӑван ҫырансем. — С. 526-527.
  • Маяксем, Л. Ранимое сердце поэта / Л. Маяксем // Советская Чувашия. — 2001. — 27 апр.
  • Шишкин, В. М. Долгов Владимир Васильевич / В. М. Шишкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 523.
  • Долгов Владимир Васильевич / В. М. Шишкин // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 118.
  • Ялгир, П. Долгов Владимир Васильевич / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 33.

Каçăсем