Кемĕр облаçĕнчи чăваш ялĕсем
Кемĕр облаçĕнчи чăваш ялĕсем. экспедицисем ирттермен темелле. Çавăнпа та унти лару-тăрăва вырăнти тĕпчевçĕсем каланинчен тата журналистсемпе туристсем пырса курни тăрăх çеç пĕлетпĕр. Тепĕр чухне лери çынсем кунта килсе каласа панисем те пулаççĕ.
Асăннă ялсем чат чăвашсеннипе никĕсленнине кура, вĕсен чăн-чăн чăвашла ячĕсем пулнах. Шел пулин те, çавсене пĕтĕмпех пĕлсе пĕтерме йывăр.
Çапла вара йыша халлĕхе вырăсла ятсенчен те йĕркелеме тивет. Йыша районсерен палăртма пулать. Хăлăпкасен ăшĕнче вара чăвашсен йышĕн шайне процентсемпе (2002-мĕш çул тĕлне[1]) тата хăш хула тăрăхĕнчен е ял тăрăхĕнчен иккенне кăтартăпăр. Йыш шайĕн проценчĕ, тĕрлĕрен сăлтавсене пула[2], тĕрĕссипе чăнлăхпа питех килĕшсе тăмасса та пултарать.
- Белово районĕ: Шестаки (35%)
- Кемĕр районĕ: Андреевка (22 процентран ытла мар), Вознесенка (100%, Елыкаево я/т)
- Крапивински районĕ: Фомиха (29%, Крапивински х/т), Каменный (28%)
- Новокузнецки районĕ: Подгорная (33%, Николаевка я/т)
- Прокопьевски районĕ: Канаш (67%, Прокопьевски х/т), Пушкино (62%), Алексеевка (57%, Верхний-Чумыш я/т), Еловка (44%), Кара-Чумыш (13 процентран ытла мар), Оселки (64%), Чапаевски (57%), Михалкка (37%)
- Промышленнăй районĕ: Иван-Брод (40%, Ваганово я/т), Иваново-Родионовский (37%), Цветущий (57%, Тарабарино я/т)
- Топки районĕ: Терёхино (46%), Уньга (28%, Черемински я/т)
- Гурьевски районĕ: Чăваш Пай (28%)
- Ижморски районĕ: Чĕмпĕр (39%)
Кемĕр облаçĕнчи чăваш ялĕсенчен чылай паллă çынсем тухнă. Вăл шутра Кипарисов Пётр Гаврилович ÿнерçĕ.
Вуламалли
- Александрова, В. Кемĕртен - саламсемпе : [Тăвай районĕнчи "Тăвай ен" ансамбль Кемĕр тăрăхĕнчи Прокопьевски районĕнчи Михайловка ялĕ 95 çул тултарнине халланă уява хутшăнни çинчен] / В.Александрова // Ял ĕçченĕ (Тăвай р-нĕ). - 2003. - 15 июля.
- Матвеева, Г. Тăван çĕршыв туртать : [Кĕмĕр облаçĕнчи чăвашсем çинчен] / Г. Матвеева // Хресчен сасси. - 2000.- 29 нарăс
- Прокопьева, Р. "Чăвашсене чăвашла вĕрентмеллех" : [Шупашкарта Кемер облаçĕнчи Прокопьевск районĕнчи чăвашсем пулни çинчен] / Р. *Прокопьева ; H.Лоболев сăн ўкерчĕкĕ // Хыпар. - 2000.- 26 кăрлач.
- Сидоров, П. Хăнара - Кемĕр чăвашĕсем : [Кемĕрте Кузбассри Чăваш обществăпа культура центрĕн председателĕ В.Ф.Антонов тата Михалкка ялĕнчи чăваш халăх хорĕн артисчĕсем Шупашкара килни çинчен] / П.Сидоров // Хыпар. - 2000.- 25 кăрлач.
- Алексин, В. Кемеровские чуваши возвращаются к национальным корням : [о беседе с пред. Кемеров. чуваш. обществ.-культур. центра В.Ф.Антоновым] / В. Алексин // Совет. Чувашия. - 2000.- 26 февр. - С. 2.
- Вадимов, В. Чувашский островок в Кузбассе: [о чувашах Кемеров. обл.] / В. Вадимов // Совет. Чувашия. - 2006. - 13 июля.
Каçăсем
Асăрхавсем
- ^ База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России".
- ^ Сăмахран, çырсатухуçăсен тимсĕрлĕхне пула, çынсем хăсен нацилĕхне пытарма тăрăшнипе, çырсатуху вăхăтĕнче лешсем хурав памасăр та юлма пултарнăран.
Чăвашсем |
||
---|---|---|
Культура |
Ӳнер • Кинематограф • Театр • Архитектура • Ятсем | |
Кун-çул |
Тĕне тытни (алфавитпа)
Чăваш тĕнĕ • Халаплăх | |
Вырнаçу | ||
Тĕрлĕрен |