Космонавтика кунĕ

Космонавтика кунӗ — ҫын пӗрремӗш хут космоса вӗҫнине халалланӑ уяв, малтан Совет Союзӗнче палӑртнӑ, каярахпа ытти ҫӗршывсенче те[1].

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ, датӑна 1961 ҫулта Юрий Гагарин космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗ ятпа палӑртнӑ[1].

Уяв историйĕ

1961 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче совет космонавчӗ Юрий Гагарин «Восток-1» космос карапӗпе «Байконур» космодромран вӗҫсе тухса Ҫӗр планета тавра тӗнчере пӗрремӗш космос вӗҫевӗ тунӑ[2]. Гагарин вӗҫевӗ 108 минут тӑсӑлнӑ[3], вӑл Сарӑту облаҫне анса ларнӑ. Ларнӑ вырӑнта каярахпа Юрий Гагарин ячӗллӗ космоса парӑнтаракансен паркне йӗркеленӗ[4].

undefined

Космонавтика кунне 1962 ҫулхи акан 9-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе Гагарин вӗҫнӗ хыҫҫӑн тепӗр ҫул йышӑннӑ, ҫавӑн чухнех унӑн ятне Космонавтика кунӗ тесе палӑртнӑ. Ҫӗнӗ уява кӗртес ӗҫе пуҫарса яраканӗ СССР иккӗмӗш вӗҫевҫӗ-космонавчӗ Герман Титов пулнӑ, вӑл КПСС Тӗп Комитетне 1962 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сӗнӳ янӑ[5][6].

Ҫавӑн пекех ҫак кун Пӗтӗм тӗнчери авиаципе космонавтика кунне палӑртаҫҫӗ, унӑн ячӗ тата Совет Союзӗнче йышӑннӑ уявпа пӗр килекен уявӑн датине 1968 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери авиаци федерацийӗн 61-мӗш Генеральнӑй конференцийӗн протоколӗпе (17 п.) тата Пӗтӗм тӗнчери авиаци федерацийӗн канашӗн йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ,1969 ҫулхи акан 30-мӗшӗнче СССР авиаци спорчӗн Федерацине тӑратнипе ӑна йышӑннӑ[7].

1980 ҫулта СССРта Космонавтика кунне уявлассине СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 3018-Х-мӗш хушӑвӗпе тепӗр хут ҫирӗплетнӗ[1].

Раҫҫей Федерацийӗнче Космонавтика кунне СССР-та палӑртнӑ кунах 1995 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 32-ФЗ №-лӗ «Раҫҫей ҫар мухтавӗн тата асӑну датисем» ҫинчен саккунӗн 1. 1 статйипе килӗшӳллӗн палӑртаҫҫӗ[8]. Яланхи пекех тӗп мероприятисем уяв шайӗнче Мускавра тата Калугӑра иртеҫҫӗ: Мускав планетарийӗнче экскурсисем ирттереҫҫӗ, Космонавтика музейӗнче ятарлӑ проектсем, лекцисемпе тӗлпулусем хатӗрлеҫҫӗ, Калугӑри никӗсӗн пӗрремӗш чулне Юрий Гагарин хывнӑ космонавтика историйӗн патшалӑх музейӗнче мероприятисем йӗркелеҫҫӗ[9][10][11].

Космонавтика кунне халалланӑ мероприятисене Раҫҫейӗн пур регионӗнче те ирттереҫҫӗ, 2016 ҫултанпа «Космос — вӑл эпир» ятлӑ Гагарин урокне (2017 ҫултанпа вӑл тата Раҫҫей тулашӗнче те иртет) ирттереҫҫӗ[12].

Этемӗн пӗрремӗш вӗҫевӗн 50 ҫулхи юбилейне халалласа 2011 ҫулта Раҫҫейре Раҫҫей космонавтикин ҫулталӑкне ирттернӗ, 55 ҫулхи юбилейне халалласа — 2016 ҫула Юрий Гагарин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫак ҫулах «Эпир космоса ӗненетпӗр!» арт-проект старт илнӗ[12].

Юрий Гагарин вӗҫнӗренпе 60 ҫул ҫитнине халалласа 2021 ҫулта чылай мероприяти ирттернӗ, вӗсенчен чи пӗлтерӗшли Мускаври космонавтика музейӗнче «Первый» курав пулса тӑнӑ, унта тӗп экспоначӗ Гагарин Ҫӗр ҫине таврӑннӑ «Восток-1» карапӑн антаракан аппарачӗ пулнӑ[12].

2023 ҫулта коронавируспа ҫыхӑннӑ чарусене пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн Космонавтика кунне уявласси самай анлӑ пулнӑ. Тӗслӗхрен, Мускавра тематика куравӗсем, мастер-классем, кинокӑтартусем, лекцисем, перформанссем ирттернӗ[13]. Юрий Гагарин ҫамрӑклӑх ҫулӗсенче вӗреннӗ Саратовра, Космонавтсен Ҫыранхӗрринче Юрий Гагарин палӑкӗ умӗнче официаллӑ ҫынсемпе космонавтсем хутшӑннипе савӑнӑҫлӑ митинг иртнӗ. Сарӑту космонавтика кунне уявлакан центрсенчен пӗри пулса тӑрасси йӑлана кӗнӗ[14].

Ҫавӑн пекех космонавтика кунӗ тӗлне Раҫҫейри тата ытти нумай хулара — Хусанта[15], Калугӑра[16][17], Санкт-Петербургра[18], Архангельскра[19] тата ытти ҫӗрте те — тӑтӑшах мероприятисем иртеҫҫӗ.

Уяв статусне улӑштарас тӗлӗшпе Раҫҫейре тунă пуҫарусем

Хастарсем пӗр хутчен кӑна мар Раҫҫейре Космонавтика кунӗн статусне улӑштарма хӑтланаҫҫӗ, ӑна патшалӑх уявӗ тата канмалли кун туса хурасшӑн. Ҫак пуҫарӑва чылай космонавтика музейӗ, ӗҫлекен тата унччен ӗҫленӗ космонавтсем, чылай политика ӗҫченӗ ырлать.

Асӑннӑ пуҫару тӗрлӗ тапхӑрта тӗрлӗ политика партийӗнчи депутатсенчен тухнӑ.

Космонавтика кунне пӗрремӗш хут пӗрлехи статуса парас пуҫарӑва Патшалӑх думине 2001 ҫулта тӑратнӑ. Саккун проектне пуҫарса яракансем «Раҫҫей регионӗсем», КПРФ, ЛДПР, «Народовластие», «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», «Отечество — Вся Россия», «Медведь» партисенчи депутатсем пулнӑ. Саккун проекчӗ 2001—2002 ҫулсеннче Патшалӑх думинче пӑхса тухнӑ ҫӗрте пулнӑ, анчах парламентарисен пулӑшӑвне илеймен. 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче уяв статусне улӑштарма тепре хӑтланса пӑхнӑ. Хальхинче пуҫаруҫисем «Тӑван ҫӗршыв» тата КПРФ партийӗсенчи депутатсем пулнӑ, унтан вӗсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти депутачӗ Геннадий Райков пулӑшнӑ. Вӗсем Раҫҫей кунне ҫӗртмен 12-мӗшӗнчен акан 12-мӗшне куҫармалли пуҫарупа тухнӑ. Ҫак саккун тӑвакан пуҫарулӑх 2006—2008 ҫулсене пӑхса тухнӑ ҫӗрте пулнӑ, анчах та ҫаплах ырланман[20].

Ака уйӑхӗн 12-мӗшне патшалӑх уявӗ туса хурассине 2013 ҫулта тепре хӑтланса пӑхнӑ. Саккун проектне Патшалӑх думине «Справедливая Россия» фракцин депутачӗсем Сергей Миронов, Н. В. Левичев, Валерий Черешнев, Михаил Емельянов, Александр Агеев тӑратнӑ. Хальхинче «Справедливая Россия» ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче патшалӑх кану кунӗ пултӑр тесе раштав каникулӗнчен пӗр кун кӑларма сӗннӗ. Саккун проектне 2013 ҫултан пуҫласа 2015 ҫулччен пӑхса тухнӑ, Раҫҫей Президентне, Федераци Канашне тата правительствӑна ярса пӑхнӑ[21].

2017 ҫулта ҫакӑн йышши тепӗр саккун пуҫарӑвӗ пулнӑ. Раҫҫейӗн Общество палатинче Космонавтика кунне канмалли кун тума сӗннӗ, анчах саккун проектне каллех йышӑнман[22].

2021 ҫулта, Юрий Гагарин вӗҫевӗн 60 ҫулхи юбилейне халалласа, каллех акан 12-мӗшӗнче канмалли кун тума сӗнӳсем панӑ. Хальхинче пуҫарӑва «Коммунисты России» парти тӑратнӑ[23]. Патшалӑх думин экологи тата тавралӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ Елена Серова летчик-космонавт та ҫакӑн пек пуҫарупа тухнӑ[24].

2023 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх уяв статусне те улӑштарман, проекта та йышӑнман.

Тӗнчери ҫын космоса вӗҫмелли кун

2011 ҫулхи акан 7-мӗшӗнче ПНО Генеральнӑй Ассамблейин ятарлӑ пленарлӑ ларӑвӗнче официаллӑ майпа ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫын космоса вӗҫмелли кун тесе пӗлтернӗ резолюцие йышӑннӑ. Резолюци соавторӗсем 60 ытла патшалӑх пулса тӑнӑ[25][26]. Йышӑнӑва ҫын космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе 50 ҫул ҫитнине уявланӑ чух кӗртнӗ[27].

Ҫак кунхи ытти пулӑмсем

1981 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче американ «Спейс Шаттл» программипе пӗрремӗш пилотланакан вӗҫев тухнӑ[28].

Юрий Гагаринӑн икӗ вӗҫевне тата чатлпа пӗрремӗш хут вӗҫнине халалласа тӗнчери хуласенче 2001 ҫултанпа Пӗтӗм тӗнчери «Юрьев каҫӗ» фестиваль иртет. Йӗркелӳҫи — космос ӑрӑвӗн консультаци канашӗ, тӗнчери 60 ытла ҫӗршывран хутшӑнакансене пӗрлештерекен правительствӑсен тулашӗнчи организаци шутланать[29].

2019 ҫулта фестиваль тӗнчери темиҫе теҫетке ҫӗршывра иртнӗ, фестиваль шайӗнче ҫӗр ытла мероприятие регистрациленӗ. Тӗнчери уява ирттерекен вырӑнсен шутӗнче — АПШ-ри Колорадо-Спрингс хулинчи Discovery Космос фончӗн центрӗ, Вашингтонри авиаципе космос музейӗ, Флоридӑри Космос центрӗ, Кӑнтӑр полюсӗнчи Amundsen-Scott ӑслӑлӑх бази[29].

Культурӑра

«Трава у дома» (Ҫурт умӗнчи курӑк) юрра, космонавтсем вӗҫнӗ кун хӑна ҫуртӗнчен тухнӑ чухне янӑраканскере, Роскосмос Раҫҫей космонавтикин гимнӗ тесе официаллӑ йышӑннӑ[30].

Мускавра космонавтика кунне халалланӑ «Космоса кайма вӑхӑт!» фестиваль тӑтӑшах иртет. Фестиваль ирттермелли вырӑна ӑна йӗркелекенсем ВДНХ суйласа илнӗ, унта вӑл космос павильонӗпе юнашар иртет[31].

Мероприятин тӗп йӗркелӳҫи — Раҫҫей космонавтика музейӗсен ассоциацийӗ (АМКОС), вӑл Роскосмос пулӑшнипе иртет[31].

Космонавтика кунӗ — Чӑваш Республикинче

Космонавтика кунӗ Чӑваш Республикишӗн уйрӑмах палла кун. Чӑваш Республикипе 3 комонавтӑн кунҫулӗ ҫыхӑннӑ: 3-мӗш космонавт Андриян Григорьевич Николаев Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫуралнӑ; Муса Хираманович Манаров космонавт Бакура ҫуралнӑ, анчах ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Улатӑр хулинче иртнӗ; Николай Михайлович Бударин космонавт Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче ҫуралнӑ[32].

Шупашкарта 3-мӗш тата 1-мӗш космонавтсен ячӗллӗ урамсенче Андриян Николаевӑн икӗ палӑкӗ, Юрий Гагаринӑн пӗр палӑк пур, уяв кунӗнче ҫак палӑксем патне чечек кӑшӑлӗсемпе ҫыххисем хураҫҫӗ[33].

Космонавтика кунӗпе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисем Шуршӑлти Космонавтика музей комплексӗнче иртеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятисем:

  • Ҫӗнӗ Шупашкар — Шуршӑл — Ҫӗнӗ Шупашкар велочупу;
  • Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк космонавтсен отрячӗсен слёчӗ;
  • ҫамрӑк радиолюбительсен тӗнчери ӗҫтешӗсемпе ҫыхӑнусем йӗркелени;
  • космонавтикӑпа ҫыханнӑ тлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслани[34].

2025 ҫулта Шуршӑлти Космонавтика музейне пӑсса ҫӗнӗрен тума пуҫланӑ, ҫӗнӗ музей комплексӗнче планетарий, астрономи обсерваторийӗ, кафетери, тӗрлӗ мероприяти ирттермелли пысӑк пӳлӗмсем пулмалла, музей экспозицийӗсем валли уйӑрнӑ залсем те аслӑрах пулмалла[34].

Филатели

Нумизматика тата фалеристика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3 День космонавтики (10 малоизвестных фактов о полёте Юрия Гагарина). Ульяновский государственный университет (12 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  2. ^ 12 апреля 1961 года состоялся первый полёт человека в космос. Российское историческое общество (12 акан 2023).
  3. ^ Давыдов В. А. Первый Пилотируемый Полёт, том 2. — Родина Медиа, 2011. — С. 42. — 1096 с. — ISBN 978-5-905350-01-6 / 9785905350016.
  4. ^ Парк покорителей космоса им. Юрия Гагарина. Объединённый мемориальный музей-заповедник Ю. А. Гагарина. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  5. ^ День воздушного флота, День космонавтики. Стенгазета Министерство авиационной промышленности СССР «Крылья Родины». Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  6. ^ Дмитрий Писаренко. «Орёл» и романтик. В чём космонавт № 2 оказался первым? Аргументы и факты (11 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  7. ^ День авиации и космонавтики // Авиация: Энциклопедия / гл. ред. Г. П. Свищев. — М.: Большая Российская Энциклопедия, 1994. — ISBN 5-85270-086-Х.
  8. ^ Федеральный закон Российской Федерации от 13 марта 1995 г. № 32-ФЗ «О днях воинской славы и памятных датах России». КонсультантПлюс. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  9. ^ День космонавтики в Московском планетарии. Московский планетарий (1 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  10. ^ В Калуге отметили День космонавтики. Калуга BezФормата (12 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  11. ^ По всей Калужской области проведут мероприятия в честь Дня космонавтики. НикаTV (12 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  12. ^ 1, 2, 3 История Дня космонавтики. ТАСС (11 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  13. ^ День космонавтики в Москве 2023: экскурсии, спектакли и тематические игры. КП Афиша (12 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  14. ^ В Саратове началось празднование Дня космонавтики. Саратов BezФормата (12 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  15. ^ На «реактивном» субботнике в Казани за 108 минут собрали 14 КАМАЗов мусора. Официальный портал органов местного самоуправления города Казани (12 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  16. ^ Полпред президента присвоил Калуге звание «научно-популярной столицы космонавтики». Калуга24 (13 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  17. ^ Материалы по тегу День космонавтики: Калужская неделя. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  18. ^ День космонавтики в Санкт-Петербурге 2023. КП Афиша (Ака 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  19. ^ Аким Самедов, Светлана Михеевская, Юрий Теленков. Портрет Гагарина и космический остров: как в Поморье отметили День космонавтики. телеканал «Регион 29» (13 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  20. ^ Зюганов предложил сделать День космонавтики выходным. Информационное Агентство «Хакасия» (12 акан 2016). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  21. ^ Светлана Субботина, Юлия Цой, Анастасия Миткевич. День космонавтики предлагают сделать нерабочим. Известия (12 акан 2013). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  22. ^ В Общественной палате предложили сделать День космонавтики выходным. РИА Новости (12 акан 2017). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  23. ^ Мария Левонян. В Госдуме предложили сделать 12 апреля выходным днем. Сургут BezФормата (7 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  24. ^ Александр Емельяненков. День космонавтики в год юбилея предложили сделать выходным. Российская газета (8 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  25. ^ 12 апреля – Международный день полёта человека в космос. Новости ООН (12 акан 2022).
  26. ^ Резолюция A/65/271 от 25 марта 2011 года. Организация Объединенных Наций. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  27. ^ День космонавтики. Центр космонавтики и авиации на ВДНХ. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  28. ^ «Приблизили новые миры»: как США запустили шаттл в годовщину полёта Гагарина. Газета.ru (12 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  29. ^ 1, 2 «Юрьева ночь» в память о полете Гагарина пройдет в десятках стран. ТАСС (6 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  30. ^ Ко Дню космонавтики. Тульская областная специальная библиотека для слепых (12 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 12-мӗшӗ.
  31. ^ 1, 2 Итоги международного фестиваля «Пора в космос» на ВДНХ. Мир24 (14 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  32. ^ Екатерина Титмошенко. Чувашия – родина трёх советских космонавтов (выр.). https://cheb.mk.ru (12 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  33. ^ 12 апреля в Чувашии отметили День космонавтики (выр.). Всероссийская государственная телевизионная и радиовещательная компания (14 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  34. ^ 1, 2 День космонавтики в Мемориальном комплексе космонавта-3 А.Г. Николаева (выр.). Музей космонавтики в с. Шоршелы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.