Макаров Иван Матвеевич
Макаров Иван Матвеевич (1898 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ, Соляново, Шупашкар вулӑсӗ, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей Империйӗ — 1979 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ, Одесса, Украина ССР) — совет ҫарпуҫӗ, генерал-майор (27.1.1943), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1898 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗн Шупашкар вулӑсӗнчи Соляново ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, халӗ ку ял ҫук, унӑн территорийӗ Чӑваш Республикин Шупашкар хула тӑрӑхӗн Калинин районӗн пайӗ шутланать[1].
Пӗрремӗш Тӗнче тата Граждан вӑрҫи
1916 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Вырӑс император ҫарӗн ретне тӑнӑ[2], ӑна 22-мӗш мортира артиллерийӗн дивизионне янӑ, унта 1917 ҫулта вӗренӳ командине вӗренсе пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн кӗҫӗн фейерверкер чинне панӑ та Кӑнтӑр-Анӑҫ фронтне ӑсатнӑ, унта Дубно, Ровно, Радзевилов (Родевилово) районӗнче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, унта И. М. Макарова аслӑ фейерверкер тата фельдфебель чинӗсене панӑ[2]. 1917 ҫулхи кӗркунне фронтран тарса килнӗ[2].
1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑратнӑ, Свияжскра тӗпленнӗ 2-мӗш Путилов батарейине янӑ, унта управлени взвочӗн командирне лартнӑ, Хусанта тата Чӗмпӗрте А. В. Колчак ертсе пынӑ Вырӑс ҫарӗн тата шурӑ чехсен хӗҫпӑшаллӑ формированийӗсене хирӗҫ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ[2]. Раштав уйӑхӗнче ҫав 2-мӗш Путилов батарейин командирне лартнӑ, Хусан, Чӗмпӗр, Пӗкӗлме, Ӗпхӳ районӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1919 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче хӗрлисен 26-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1-мӗш ҫӑмӑл артдивизион йышӗнчи 1-мӗш Путилов тата 2-мӗш Чӗмпӗр утлӑ батарейисем Ӗпхӳрен Курган хулинчен хӗвелтухӑҫнерех района килсе ҫитнӗ[3] (2-мӗш Путилов утлӑ батарейи ку вӑхӑт тӗлне пулман). Хӳтӗлев ҫапӑҫӑвӗсем хыҫҫӑн, 1919 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ тӗлне хӗрлисем Тобол юханшывӗ леш енне чакнӑ. 1919 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче 26-мӗш стрелоксен дивизийӗ Тобол урлӑ Курган хулинчен кӑнтӑрарах каҫнӑ[4], 1919 ҫулхи юпа уйӑхӗ вӗҫнелле Ишим юханшывӗ патне ҫитнӗ, 1919 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне — Иртыш патне. Барнаулта батарея 1-мӗш ҫӑмӑл артиллери дивизионӗн (2-мӗш бригада, 26-мӗш стрелоксен дивизийӗ) йышне кӗнӗ[2].
1919 ҫулхи кӗркунне И. М. Макарова Петроградри 2-мӗш совет артиллери курсне вӗренме янӑ, унтан вӗренсе тухсан 1920 ҫулхи кӗркунне 67-мӗш номерлӗ «Волгарь» бронепуйӑс бронеплощадкин пуҫлӑхӗн пулӑшаканӗ пулма ҫирӗплетнӗ (Атӑлҫи ҫар округӗ), кӗҫех ӑна Андижан районне куҫарнӑ, унта вӑл басмачсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. 1921 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ҫак бронепуйӑсӑн бронеплощадка пуҫлӑхне лартнӑ[2].
Вӑрҫӑсем хушшинчи тапхӑр
1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 72-мӗш «Руднева» бронепуйӑс (Болва станцийӗ) бронеплощадкин пуҫлӑхӗн вырӑнне лартнӑ, 1924 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче — Борисов хулинчи 15-мӗш бронепуйӑс командирӗ вырӑнне, ҫав ҫулах юпа уйӑхӗнче — Хӗрлӗ Ҫар бронебазин коменданчӗ вырӑнне (Мальцевская станци)[2], анчах та ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех артиллери полкне (27-мӗш стрелоксен дивизийӗ) куҫарнӑ, унта взвод командирӗ, батарея командирӗн пулӑшуҫи тата командирӗ пулнӑ[2].
1927 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче 3-мӗш стрелоксен дивизине янӑ, унта артиллери полкӗн батарейин командирӗн пулӑшуҫи тата командирӗ, хуҫалӑх командин пуҫлӑхӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. 1928 ҫулта СССР РВС 60 №-лӗ хушӑвӗпе И. М. Макарова ҫар шкулӗнчен вӗренсе тухнине пӗлтерсе тивӗҫлӗ прависене панӑ[2].
1930 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Пӗрлештернӗ Беларуҫ ҫар шкулӗнче курс командирӗ тата батарея командирӗн пулӑшаканӗ пулма уйӑрса лартнӑ[2].
1931 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ленинградри РККА командирӗсен йышне лайӑхлатмалли икӗ уйӑхлӑх бронетанк курсне вӗренме янӑ, 1932 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче 3-мӗш стрелоксен дивизине таврӑннӑ, унта вӑл артиллери полкӗн батарейин командир пулӑшаканӗ тата командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. 1934 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Оренбургра тӑракан 11-мӗш утлӑ артиллери полкӗн артиллери дивизионӗн командирне лартнӑ[2].
1935 ҫулта РККА командирӗсен йышне лайӑхлатмалли артиллери Хӗрлӗ Ялавлӑ курсӗсене пӗтернӗ[2].
1936 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Курскра вырнаҫнӑ 55-мӗш артиллери полкӗн артиллери дивизионӗн командирне лартнӑ[2].
1939 ҫулта Ф. Э. Дзержинский ячӗллӗ РККА Артиллери академийӗн куҫӑн мар икӗ курсне вӗренсе пӗтернӗ[2]. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче — Белгородра тӑракан 185-мӗш стрелоксен дивизийӗн 470-мӗш ҫӑмӑл артиллери полкӗн командирне, ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗнче — 55-мӗш стрелоксен дивизийӗн 452-мӗш гаубица артиллери полкӗн командирне, 1941 ҫулхи пуш уйӑхӗнче 42-мӗш гаубица артиллери полкӗн (Ленинград ҫар округӗ, 21-мӗш механизациленӗ корпус, 42-мӗш танк дивизийӗ) командирне лартнӑ[2].
Шурӑ финнсемпе ҫапӑҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
ВКП (б) пайташӗ, 1952 ҫулта партие КПСС ят панӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
Вӑрҫӑ пуҫлансан 42-мӗш танк дивизине Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ фронтне кӗртнӗ, ун йышӗнче Прибалтикӑри чикӗ ҫумӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнчен пуҫласа И. М. Макаров Псковпа Новгород енне чакнӑ май Даугавпилс, Опочка, Ҫӗнӗ Ржев хулисен тӑрӑхӗнчи хӳтӗлев ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ 42-мӗш танк дивизийӗн артиллери пуҫлӑхӗ пулнӑ[2]. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче 42-мӗш танк дивизине Мускав ҫар округӗнче салатнӑ, ун никӗсӗ ҫинче СССР Хӳтӗлев халӑх комиссарӗн ҫумӗн 1941 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнчи директивипе (№725373сс) 42-мӗш танк бригадине йӗркеленӗ.
1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Макаров полковника 1-мӗш гварди стрелоксен корпусӗн артиллери пуҫлӑхне лартнӑ, корпус Орёлпа Тула еннелле талпӑнакан тӑшманӑн 2-мӗш танк ушкӑнне хирӗҫ ҫапӑҫнӑ[2]. 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче корпуса Аслӑ Тӗп командовани Ставки хушӑвӗпе 26-мӗш ҫар туса хунӑ, М. Макарова Барыш тата Кузоватово районӗсене йӗркеленӗ 344-мӗш стрелоксен дивизийӗн артиллери пуҫлӑхӗн должноҫне лартнӑ. Йӗркелесе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа Юхнов таврашӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ[2].
1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче И. М. Макаров полковника 116-мӗш стрелоксен дивизийӗн командирне лартнӑ[5], вӑл кӗҫех Сталинград ҫапӑҫӑвӗнче хутшӑннӑ, ун хыҫҫӑн Аслӑ Тӗп командовани Ставкин резервне кӑларнӑ, Ҫеҫенхир ҫар округӗнче шутланса тӑнӑ[2]. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче дивизие 53-мӗш ҫара кӗртнӗ, ун йышӗнче утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа Белгород районӗнче хӳтӗлев ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ, кайран Белгород-Харьков тапӑну операцине хутшӑнса Кременчугпа Знаменка хулисене тапӑннӑ[2].
1943 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче И. М. Макаров генерал-майор йывӑр аманнӑ[2], ун хыҫҫӑн госпитальте сипленнӗ. Сывалса ҫитсен 1944 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Гурьев пехота училищин пуҫлӑхне лартнӑ[2].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи карьера
Вӑрҫӑ вӗҫленсен ҫав должноҫрах пулнӑ.
1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче училищӗне хупнӑ, ун хыҫҫӑн И. М. Макаров генерал-майор Дон ҫар округӗн Ҫар канашӗн тата Хӳтӗлев Халах комиссариачӗн Кадрсен тӗп управленийӗн йышӗнче пулнӑ[2].
1946 ҫулхи ака уйӑхӗнче Одессӑри гидрометеорологи институчӗн ҫар кафедрин пуҫлӑхне лартнӑ[2].
1952 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче саппаса тухнӑ.
Иван Матвеевич Макаров генерал-майор 1979 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Украин ССРӗнчи (халӗ — Украина) Одесса хулинче вилнӗ.
Хисепӗсем [6]
- Ленин орденӗ (1945 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ),
- тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1941 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ[7], 1943 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ[8], 1944 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ, 1949 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ),
- Александр Невский орденӗ (1943 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ[9]),
- «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль (1944 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ)[10],
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (1943 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ)[11],
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1945 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ),
- «Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫарӗ ХХ ҫулта» юбилей медалӗ (1938).
Ӑнлантарусем
- ^ Ладейщиков В. Ф. Младший лейтенант пехоты / Е. Л. Балашова, Н. А. Корнеева, Е. Н. Мысловский. — ЮниПресс и К, 2012. — 480 с. — ISBN 978-5-904884-19-2.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24 Шаблон:Книга:Комдивы т4
- ^ Олег Винокуров. Битва на Тоболе: 1919-й год в Курганской области » 2.2 Боевые действия 26-й красной дивизии южнее линии железной дороги, от с.Лопатки, дд.Баксары и Песьяное до реки Тобол.
- ^ Олег Винокуров. Битва на Тоболе: 1919-й год в Курганской области » 2.3 На направлении главного удара: 26-я красная дивизия в боях от Глядянского и Нагорского до Петухово.
- ^ Справочник соединений и частей РККА // www.rkka.ru.
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1379096049&tab=navDetailManCard
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=2015276&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=45975115&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=150559376&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1531168236&tab=navDetailManAward
- ^ https://podvignaroda.ru/?#id=1532181775&tab=navDetailManAward
Вуламалли
- Михайлова, Г. Кӳкеҫ ен те паттӑрлӑхпа палӑрнӑ : [Сталинграда тӑшманран тасатнӑ, унӑн ҫулне пӳлнӗ ҫӗре хутшӑннӑ Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ паттӑр салтаксем ҫинчен] / Г. Михайлова // Хыпар. — 2013. — 1 пуш. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Изоркин, А. В. Макаров Иван Матвеевич / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 257.
- Изоркин, А. В. Макаров Иван Матвеевич / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 11.
- Капитонова, И. Равнение на героев / И. Капитонова // Чебоксарские новости. — 2006. — 22 февр. — С. 2.
- Кузнецова, О. О. О трофеях Сталинградской битвы Чувашского национального музея / О. О. Кузнецова, Н. Ю. Иванова, Е. В. Васильев-Бурзуй // Сталинградская битва: Великий подвиг народа. — Чебоксары, 2008. — Ч. 2. — С. 229-230.
- Макаров Иван Матвеевич // Энциклопедия Чебоксарского района. — Чебоксары, 2014. — Т. 1. — С. 245.
- Федянин, А. С. Уроженцы Чувашии на Сталинградском фронте / А. С. Федянин // Сталинградская битва: Великий подвиг народа. — Чебоксары, 2008. — Ч. 2. — С. 248-255.
- Воевали на всех фронтах…: уроженцы Чебоксарского района в Великой Отечественной войне / ред. А. П. Князев ; сост. А. И. Михайлов. – Чебоксары : [б.и.], 2010. – 84 с. : цв. ил.
- Память – Астăвăм : чуваш. респ. книга памяти: В 2 ч. / Российская Федерация. Чувашская Республика. – Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1995 – Ч. 2, т. 4 : [Уроженцы и жители Аликовского, Канашского, Красноармейского, Мариинско-Посадского, Цивильского, Чебоксарского р-нов, г. Новочебоксарск, вернувшихся с Вел. Отеч. в-ны] : возвратившимся с войны победителям посвящается, Т. 4 / [ред.-сост. Н. В. Пыркин и др.] ; ред., сост. Н. В. Пыркин, ред., сост. С. А. Карягин, ред., сост. В. А. Жебит. – 2006. – 591 с. : портр., вкл. л. + [18] л. ил.
- Чувашская энциклопедия : [в 4 т. / Чуваш. гос. ин-т гуманит. наук ; редкол. : В. С. Григорьев (гл. ред.) и др.]. – Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2006 – Т.3 : М – Се / [ред. В. А. Прохорова, Р. К. Игнатьева ; рис. З. И. Черновой]. – 2009. – 683 с. : ил., портр.