Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунӗ (акăл. World Wildlife Day) — ҫулсерен пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан экологи уявӗ. Уявӑн тӗллевӗ — общественноҫа фаунӑпа флора питӗ пуян пулни, унӑн илемлӗ енӗ ҫине тимлӗх уйӑрасси, ҫут ҫанталӑка сыхлас ӗҫ усӑ пани пирки халӑхӑн пӗлӗвне ӳстересси[1]. 2013 ҫулта ПНО Тӗп Ассамблейи йӗркеленнӗ. Ҫухалас хӑрушлӑхра тӑракан тискер фаунӑпа тата флорӑпа тӗнче шайӗнче суту илӳ тӑвас тӗлӗшпе конвенцие (1973) йышӑннӑ кун ирттереҫҫӗ[2].

Историйӗ

Ҫухалас хӑрушлӑхра тӑракан тискер фаунӑпа тата флорӑпа тӗнче шайӗнче суту илӳ тӑвасси ҫинчен калакан конвенцие 1973 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче йышӑннӑ[3]. 1975 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ[4]. Тискер ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе хатӗрленӗ чи пысӑк килӗшӳсенчен пӗри шутланать[5]. 2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ тӗлне конвенцие пурнӑҫлакансен шутне 184 патшалӑх тата Европа пӗрлешӗвӗ кӗреҫҫӗ[6]. Конвенци 6,6 пин ытла чӗрчуна тата 34,3 пин тӗслӗ ӳсентӑрана хӳтӗлет. Вӗсен йышне конвенцин хушма пайӗнче патӑртнӑ, ҫавӑн пекех вӗсене ҫухалма пултарассин хӑрушлӑхне кура ушкӑнласа тухнӑ[7].

2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Бангкокра (Таиланд) иртнӗ конвенцие алӑ пуснисем йӗркеленӗ 16-мӗш конференци вӑхӑтӗнче пушӑн 3-мӗшне — 1973 ҫулта документа алӑ пуснӑ куна — Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунӗ тесе пӗлтерекен резолюцие йышӑннӑ. Ҫав резолюцирех конференци ПНО Тӗп Ассамблейине пушӑн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунне йӗркелес ыйтӑва пӑхса тухма чӗнсе каланӑ[8].

2013 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейин 68-мӗш сессийӗнче пушӑн 3-мӗшне Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунӗ пек йӗркелеме йышӑннӑ. Ҫухалас хӑрушлӑхра тӑракан тискер фаунӑпа тата флорӑпа тӗнче шайӗнче суту илӳ тӑвасси ҫинчен калакан конвенцийӗн секретариачӗ, ПНО тытӑмӗнчи ҫак ыйтупа ҫыхӑннӑ ытти учрежденисемпе ҫыхӑнса ӗҫлесе ҫак куна тӗнче шайӗнче уявламалли координатор пулса тӑнӑ[9].

Уява пӗрремӗш хут 2014 ҫулта паллӑ тунӑ. Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунӗн официаллӑ логотипне туса хунӑ, ӑна ПНО официаллӑ ултӑ чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех уявӑн официаллӑ сайтне уҫнӑ[8].

Всемирный день дикой природы.jpg

Йӑласем

Кашни ҫулах ПНО тӗп секретарӗ Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунӗ тӗлне ҫырупа тухать[10].

Ҫак кун тӗнчери мӗнпур кӗтесӗсенче симпозиумсемпе ӑслӑлӑх конференцийӗсем, экологи акцийӗсем, ҫутҫанталӑк темипе ҫыхӑннӑ ӳнер куравӗсем, концертсем тата ытти мероприятисем иртеҫҫӗ[8].

Раҫҫейре

Йӑлана кӗнӗ май Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунӗ тӗлне Раҫҫейри уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗсем, музей-заповедниксем, экоцентрсем ҫак тематикӑпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ экологипе пӗлӳ паракан мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ачасем валли квестсем, ӑсталӑх лаҫҫисем, викторинӑсем йӗркелеҫҫӗ[11].

Тӗслӗхрен, 2016 ҫулта Мускав зоопаркӗ «Амур тигрӗн йӗрӗпе» ятпа ҫемье квестне ирттернӗ[12], 2021 ҫулта Сочири наци паркне килнисем ҫак лаптӑкра тӗл пулакан сайра тӗл пулакан ӳсентӑранпа чӗрчунсен тӗсӗсем пирки пӗлнӗ, Пушкӑртстанри заповедникра шкул ачисем хӗллехи вӑрманпа уҫӑлса ҫӳренӗ, юр тасатас ӗҫ мӗнле пынипе паллашнӑ, хӑйсен тӗллӗн юр структурине тӗпчеме тата кӗрт ҫӳллӗшне виҫме вӗреннӗ[13].

2024 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче «Ҫутҫанталӑк атласӗ» акци ирттернӗ, ун шайӗнче Раҫҫей Федерацийӗнчи субъектсен тискер ҫутҫанталӑкне упраса хӑварас тӗллевпе ҫамрӑк натуралистсен тӗлпулӑвӗсем, лекцисем, презентацисем, сӳтсе явнисем, дискуссисем иртнӗ[14].

Темӑсем

Кашни ҫул Пӗтӗм тӗнчери тискер ҫутҫанталӑк кунне пӗр-пӗр темӑпа ҫыхӑнтараҫҫӗ.

2015: «Тискер ҫутҫанталӑка хирӗҫ тунӑ преступленисем ҫине тимлӗн уйӑрма вӑхӑт ҫитнӗ»[15].

2016: «Тискер ҫутҫанталӑкӑн пуласлӑхӗ — пирӗн алӑра»[16], унӑн ҫумтема та пулнӑ: «Слонсен пуласлӑхӗ пирӗн алӑра»[8].

2017: «Ҫамрӑксен сассине итлӗр»[17][18].

2018: «Пысӑк кушаксем: хӑрушлӑх умӗнче тӑракан тискер кайӑксем»[19][20].

2019: «Тинӗс экосистемисене упрасси: ҫынсемшӗн тата планета валли»[21][22].

2020: «Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи пурнӑҫа хӳтӗлесси»[23][24].

2021: «Вӑрмансем тата пурнӑҫ хатӗрӗсем: планетӑна хӳтӗлесси тата упраса хӑварасси»[25][26].

2022: «Экосистемӑсене тавӑрма пулӑшакан чӗрчунсен тӗп тӗсӗсене тавӑрасси»[27][28].

2023: «Тискер ҫутҫанталӑка упраса хӑварас енӗпе ӗҫлекен партнерлӑх»[29].

2024: «Ҫынсемпе планетӑна ҫыхӑнтарасси: тискер ҫутҫанталӑка упраса хӑварас ӗҫри цифрӑллӑ инновацисем»[30].

2025: «Тискер ҫутҫанталӑка упраса хӑварма укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси: ҫынсене тата планетӑна инвестици хывасси»[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Всемирный день дикой природы | Организация Объединенных Наций. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  2. ^ CoP16 Doc. 24 (Rev. 1). CITES. Архивланӑ 2023 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ.
  3. ^ Конвенция о международной торговле видами дикой фауны и флоры, находящимися под угрозой исчезновения. www.un.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  4. ^ What is CITES? cites.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  5. ^ Всемирный день дикой природы (2024-03-03). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  6. ^ List of Contracting Parties. cites.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  7. ^ The CITES species. cites.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2, 3, 4 Проведение Всемирного дня дикой природы. digitallibrary.un.org (27 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  9. ^ Всемирный день дикой природы | Основные сведения | Организация Объединенных Наций. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  10. ^ Послание Генерального секретаря ООН Антониу Гутерриша по случаю Всемирного дня дикой природы. Организация Объединенных Наций : Управление ООН по наркотикам и преступности (3 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  11. ^ Всемирный день дикой природы. ГБУ «Мосприрода» (2 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  12. ^ Квест «По следам амурского тигра» пройдет в Московском зоопарке 5 марта (2016-03-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  13. ^ Пресс-служба Минприроды России. Заповедники и национальные парки страны провели ко Всемирному дню дикой природы эколого-просветительские мероприятия. Минприроды России (3 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  14. ^ Движение Первых. Первые (3 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  15. ^ UNESCO World Heritage Centre. March 3rd is World Wildlife Day (англ.). whc.unesco.org (27 нарӑсӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  16. ^ Всемирный день дикой природы 2016: новое объявление социальной рекламы призывает общество серьезно подойти к вопроcам проблемы преступлений против дикой природы. Организация Объединенных Наций (25 нарӑсӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  17. ^ 3 марта — Всемирный День дикой природы. Общественное движение "Кольский экоцентр" (2 пушӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  18. ^ Engaging and empowering the youth is the call of next year's UN World Wildlife Day. CITES (19 раштавӑн 2016). Архивланӑ 2023 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ.
  19. ^ Людмила Белан-Черногор. Международный день дикой природы: в чьих руках будущее планеты? Ежедневный познавательный журнал «ШколаЖизни.ру» (3 пушӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  20. ^ 100 days until UN World Wildlife Day 2018. CITES (24 чӳкӗн 2017). Архивланӑ 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  21. ^ Всемирный день дикой природы. Окский заповедник (3 пушӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  22. ^ Focusing on marine species for the first time, the next World Wildlife Day is bound to make a splash. CITES (19 чӳкӗн 2018). Архивланӑ 2023 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
  23. ^ Взять под крыло: о чем говорят во Всемирный день дикой природы. Известия (3 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  24. ^ "Sustaining all life on Earth" announced as theme of World Wildlife Day 2020. CITES (19 чӳкӗн 2019). Архивланӑ 2023 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  25. ^ Пресс-служба Минприроды России. Всемирный день дикой природы в 2021 году посвятили лесу. Министерство природы и экологии Российской Федерации (3 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  26. ^ "Forests and livelihoods: sustaining people and planet" announced as theme of World Wildlife Day 2021. CITES (23 чӳкӗн 2020). Архивланӑ 2023 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ.
  27. ^ Валерия Шавельева. 3 марта — Всемирный день дикой природы. Экосфера (3 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  28. ^ Recovering key species for ecosystem restoration announced as theme of World Wildlife Day 2022. CITES (15 чӳкӗн 2021). Архивланӑ 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
  29. ^ Во Всемирный день дикой природы в ООН призывают сохранить биоразнообразие планеты. Организация Объединенных Наций (2 пушӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  30. ^ Всемирный день дикой природы 3 марта. Организация Объединенных Наций. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем