Раҫҫейри икӗчӗлхелӗх

Раҫҫей Федерацийӗн территоринче билингвизм Алтай, Пушкӑртстан, Тутарстан, Чӑваш, Саха (Якути), Буряти республикисенче, Ҫурҫӗр Кавказри республикӑсенче тата ытти регионсенче сарӑлнӑ. Ҫак республикӑсенче чӗлхе тӗлӗшӗнчен лару-тӑрӑвӗ ҫакнашкалтарах: хула халӑхӗ час-часах вырӑс чӗлхипе кӑна калаҫать е автохтонлӑ этнос (тӗп халӑх) чӗлхине кӑштах пӗлет. Ял халӑхӗ час-часах тӑван халӑх чӗлхине пӗлет, вырӑс чӗлхине япӑхрах е иккӗленӳллӗ шайра пӗлме пултарать. Билингвизмӑн тепӗр тӗсӗ (вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе пек, ҫав вӑхӑтрах урӑх чӗлхене те пӗлни) сайрарах сарӑлнӑ.

Карели

undefined

Карели Республикинче чӗлхе тӗлӗшӗнчен лару-тӑру кунта килнӗ ҫынсем, тӗпрен илсен вырӑс чӗлхиллисем, халӑх пулнипе палӑрса тӑрать[1]. Хӑйсене тӗп халӑхпа ҫыхӑнтаракансен, вӗсен чӗлхипе (карел, вепс, финн, саам) калаҫакансем ҫеҫ мар, тӳпи пысӑках мар: 11,9 % (2002 ҫулхи ҫырав)[1]. Билингвизм тӗпрен илсен, тӗп халӑхсем пурӑнакан ял тӑрӑхӗсемшӗн характерлӑ. Хуласенче билингвизма ялсенчен куҫса килнӗ ватӑ ҫынсенче палӑрать. Апла пулин те ку таранччен те вырӑс чӗлхисӗр пуҫне халӑхсен хушшинчи хутшӑну валли иккӗ е виҫҫӗ вырӑнти чӗлхене пӗлекен те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫакӑ чӗлхесем пӗр-пӗрне ҫывӑх пулнипе тата халӑхсем ытла та хутӑш пурӑннипе ҫыхӑннӑ. Ҫамрӑксем ытларах енӗпе вырӑс чӗлхине кӑмӑллаҫҫӗ.

Кӑк халӑх тӳпи пысӑках мар пулин те, Карели Республикинче унӑн тӑван чӗлхисемпе усӑ курассине тата вӗсенсе упраса хӑварас, аталантарас тӗлӗшпе вӑй хураҫҫӗ: темиҫе шкулта вырӑс чӗлхипе пӗрле ҫак чӗлхесене тӑван чӗлхе пек е факультативлӑ вӗренеҫҫӗ, Леннрот ячӗллӗ Финн-угор шкулӗнче, Петрозаводск университетӗнче, Петрозаводскри Карели педуниверситетӗнче — предмет шайӗнче. Карели Республикинче ҫак чӗлхесемпе хаҫат-журнал, кӗнеке кӑлараҫҫӗ, телекуравпа радиокӑларӑмсем тухаҫҫӗ[2], театрта спектакльсем лартаҫҫӗ. Карел чӗлхине патшалӑх чӗлхи статусне хӑпартас ӗҫ пырать. Час-часах икӗ чӗлхеллӗ кӑтартмӑшсем тӗл пулаҫҫӗ, ытларах чухне вырӑс тата карел е финн чӗлхисемпе, сӑмахран: учрежденисемпе лавккасен ячӗсем, автомобиль ҫулӗсем ҫинчи пурӑнан вырӑнсене тата чукун ҫул ҫинчи станци пункчӗсен ячӗсене кӑтартакансем.

Анчах хутшӑнӑвӑн тӗп чӗлхи вырӑс чӗлхи шутланать.

Коми Республики

Коми Республикинче те чӗлхе лару-тӑрӑвне вырӑс чӗлхиллӗ халӑх нумай килни йӗркелет. Анчах Республика правительстви чӗлхене упраса хӑварассипе мерӑсем йышӑнать: ялсемпе хуласен урамӗсенче тата ҫуртсем ҫинчи пур кӑтартмӑшсене те, суту-илӳ точкисен хуҫисем ҫинчен пӗлтерекен информацие тата суту-илӳ точкисемпе учрежденисен ӗҫ расписанине икӗ чӗлхепе ҫырнӑ: комилле тата вырӑсла. Ҫавӑн пекех коми чӗлхипе кӗнекесемпе литература журналӗсем, республика тата район пӗлтерӗшлӗ хаҫатсем пичетленсе тухаҫҫӗ[3] .

Комипе вырӑс икчӗлхелӗхӗ ӗлӗкренпех ҫуралнӑ, ҫакӑ халӑхсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытнине пула йӗркеленнӗ. Комипе вырӑс икчӗлхелӗхӗ уйрӑмах совет саманинче аталанма пуҫланӑ, вырӑс чӗлхипе усӑ куракан сферӑсем анлӑланса пынӑ. XX ӗмӗр вӗҫӗнче ялта пурӑнакан 95 % яхӑн коми ҫынни вӑл е ку енӗпе тӑван тата вырӑс чӗлхине пӗлнӗ. Вырӑс чӗлхине тӑван тесе шутлакан комисен йышӗ (тӗпрен илсен, хулара пурӑнакансен хушшинче) ӳссе пырать. 1989 ҫулта СССРта иртнӗ халӑх ҫыравӗпе вӗсем коми халӑхӗнчен 20 % яхӑн йышӑннӑ пулнӑ, вӗсенчен 50% кӑна коми чӗлхипе ирӗклӗн калаҫма пултарнине палӑртнӑ. Вырӑспа коми икчӗлхелӗхӗн тӗслӗхӗсем те пур. Тӗслӗхрен, 1989 ҫулта Коми Республикин территорийӗнче пурӑнакан вырӑссен 1,2 % коми чӗлхине ирӗклӗн пӗлнине палӑртнӑ[4].

Пушкӑртстан

Пушкӑртстан Республикинчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗ билингвсем пӗтӗмӗшле йышра пысӑк пай пулнипе палӑрса тӑрать. 2010 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн, республикӑри халӑхӑн ҫуррине яхӑн икӗ тата ытларах чӗлхе пӗлет, 382,5 пин ҫын вара — виҫҫӗ е ытларах[5].

1999 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин «Пушкӑртстан Республикинчи халӑхсен чӗлхисем ҫинчен» саккунне йышӑннӑ, вӑл республика территорийӗнче пушкӑрт тата вырӑс чӗлхисене патшалӑх чӗлхисем пек ҫирӗплетнӗ.

Икчӗлхелӗх уйрӑмах ял тӑрӑхӗсенче анлӑ сарӑлнӑ, ҫакӑ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пӗр-пӗрин хушшинче хутшӑнма кирлипе ҫыхӑннӑ. Пушкӑртстанри тухӑҫ районӗсенче (ял халӑхӗллисенче) вырӑсла та пушкӑртла та пӗлекенсем анлӑ сарӑлнӑ; анӑҫри районӗсенче вырӑсла та тутарла та пӗлекенсем чылай. Нацисен хушшинчи хутшӑну (калаҫу) чӗлхин функцийӗсене ытларах чухне вырӑс, сайрарах тутар е пушкӑрт чӗлхи пурнӑҫлать. Тӗслӗхрен, 2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе, пушкӑртла 21445 этнос енчен вырӑс шутланакан ҫын пӗлет, ку вӑл республикӑри пӗтӗм вырӑс халӑхӗн 1 % (вӗсенчен Пушкӑртстанра 14765 ҫын пурӑнать) шутланать; ҫавӑн пекех пушкӑртла 137785 тутар, е республикӑри пӗтӗм тутар халӑхӗн 14 % пӗлет. Пушкӑрт тата тутар чӗлхисем тӑванла шутланнӑран вӗсем хушшинче чӗлхе чикӗ кӑларса тӑратмасть. Регионти чӗлхе лару-тӑрӑвӗн хӑйне евӗрлӗхӗ пушкӑрт тата тутар чӗлхисен хушшинчи горизонтальлӗ диглоссийӗпе те ҫыхӑннӑ, ӑна икӗ чӗлхе ҫывӑх пулни пулӑшать, ҫак чӗлхен дистантлӑ диалекчӗсем (мишер, тептер, пушкӑрт чӗлхин тухӑҫ диалекчӗ) вӗсене чӗлхе континуумӗ таран сараҫҫӗ. Республикӑра тӗпленсе пурӑнакан чӑвашсен (7,7 %), марисем (3,3 %) тата удмуртсем (14 %) сахал мар пайӗ ҫавӑн пекех пушкӑртла е тутарла пӗлеҫҫӗ, вӗсемпе этноссен ҫыннисемпе кулленхи хутшӑнура усӑ кураҫҫӗ.

Пушкӑртстанри хуласенче нацисен хушшинчи хутшӑну чӗлхи вырӑнӗнче ытларах вырӑс чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ.

Пушкӑртстан патшалӑх чӗлхисене пӗлни
(2020 ҫулхи ҫыравпа)
Вырӑссем Пушкӑртсем Тутарсем Чӑвашсем Марисем Украинсем Мордвасем Удмуртсем Национальноҫӗ
палӑртман
Пушкӑрт чӗлхи[6] 31 438 802 065 91 581 2 696 2 479 229 106 2 223 903 3 977
Вырӑс чӗлхи[6] 1 507 803 1 239 536 963 396 79 480 84 403 14 798 10 934 17 024 13 137 50 271
Тепӗр чӗлхене пӗлет[6]:
Акӑлчан чӗлхи 59 045 30 665 33 013 1 564 1 673 563 165 851 1 375 1 679
Казах чӗлхи 284 621 446 9 18 16 1 8 19 9
Улӑх-тухӑҫ ҫармӑс чӗлхи 2 183 1 743 876 63 56 131 17 9 173 501 390
Нимӗҫ чӗлхи 10 108 4 926 4 879 333 593 135 44 97 74 197
Тутар чӗлхи 28 257 216 400 549 158 5 726 9 186 339 180 5 002 1 315 4 155
Удмурт чӗлхи 419 1 175 300 2 89 3 1 13 498 11 25
Украин чӗлхи 2 826 198 207 30 12 4 119 6 5 36 34
Француз чӗлхи 1 554 594 822 24 126 28 2 5 108 38
Чӑваш чӗлхи 3 237 1 030 932 48 565 76 31 111 3 56 179

Тутарстан

undefined

Тутарстан Республикин Конституцийӗн 8-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, вырӑс тата тутар чӗлхисем Тутарстан Республикин пӗтӗм территорийӗнче пӗр тан праваллӑ шутланаҫҫӗ. Ҫак статьярах патшалӑх влаҫӗн органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче, Тутарстан Республикинчи патшалӑх учрежденийӗсенче икӗ чӗлхепе те пӗр тан усӑ курмаллине каланӑ.

Билингвизм ыйтӑвӗ Тутарстанра хӗрӳ сӳтсе явакан тема шутланать[7][8], ку темӑпа ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем ирттереҫҫӗ[9][10], статьясем пичетленеҫҫӗ[11]. Кулленхи калаҫура час-часах вырӑс-тутар суржикне илтме пулать — тутарла калаҫнӑ чухне вырӑс сӑмахӗсем кӗрсе каяҫҫӗ, вырӑс чӗлхинчи конструкцийӗсемпе тата предложенисемпе те туллин усӑ кураҫҫӗ. Хулара пурӑнакан тутарсем, килти хутшӑнура тутар чӗлхипе, ӗҫре тата обществӑлла вырӑнсенче, вырӑс тусӗсемпе калаҫнӑ май вырӑс чӗлхипе усӑ курса вырӑсла ялта пурӑнакансенчен лайӑхрах пӗлеҫҫӗ, вырӑс чӗлхине килти хутшӑнура усӑ курать тата ытти те.

Тутарсемпе чӑвашсем ҫуммӑн пурӑнакан Тутарстанри ял тӑрӑхӗсенче нацисем хушшинчи хутшӑну чӗлхи пек тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ. Тутарстанри тутар ялӗсенче пурӑнакан вырӑссем те тутар чӗлхине вӗренсе унпа кӳршӗллӗ тутарсемпе кулленхи хутшӑнура усӑ кураҫҫӗ. Тутарстанри чӑвашсен аслӑ ӑрӑвӗшӗн хутшӑну чӗлхи валли тӗп чӗлхесем чӑваш тата тутар чӗлхисем шутланнӑ пулсан, чӑваш ҫамрӑкӗсен хушшинче тутар чӗлхи вырӑс чӗлхине мала ярса иккӗмӗш вырӑнтан виҫҫӗмӗшне куҫнӑ. Тутарстанри чӑвашсенчен чылайӑшӗ чӑвашла, вырӑсла тата тутарла кулленхи хутшӑну валли ҫителӗклӗ шайра пӗлеҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах, 2001 ҫулхи ыйтӑм кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн, Тутарстан Республикинче пурӑнакан 53,8% тутар хӑйсен ачисене вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче вӗрентесшӗн пулнӑ, тутар чӗлхине вара — предмет шайӗнче кӑна. Республикӑри нефть кӑларакан районӗсенче тутарсен (15 %) тата вырӑссен (16,5 %) яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗ тӑван чӗлхене пӗлни хӑйсен нацине сыхласа хӑварма пултарнине палӑртнӑ; 31% тутар тата 59,5% вырӑс ҫамрӑкӗсем тӑван чӗлхене пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли мел пек кӑна йышӑннӑ[12].

Чӑваш Республики

Чӑваш Республикинчи чӑвашсемпе тутарсем йышлӑ пурӑнакан ял тӑрӑхӗсенче нацисен хушшинчи хутшӑну чӗлхи вырӑнӗнче нумаях пулмасть чӑваш чӗлхи пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра ку ӗҫ вырӑс чӗлхи ҫине таянать.

Якути

Якути (Саха) Республикин Конституцийӗнчи 46-мӗш статья тӑрӑх территоринче патшалӑх чӗлхисем шутӗнче якут тата вырӑс чӗлхисем шутланаҫҫӗ, вӗсен прависем пӗр тан. Раҫҫейре халӑхсен хушшинчи хутшӑну чӗлхи вырӑнне ытларах чухне вырӑс чӗлхи йышӑннӑ пулсан, Якути лару-тӑру вӑл шая ҫитмен йышлах мар регионсенчен пӗри шутланать[13]. Якутин тӗп халӑхӗсем хушшинче (долгансем(выр.)чăв., эвенсем(выр.)чăв., эвенксем(выр.)чăв., юкагирсемпе(выр.)чăв. якутсем) якут чӗлхипе халӑхсен хушшинчи хутшӑну чӗлхи пек усӑ кураҫҫӗ. Чылай шкулта (ытларах ялсенче) хӑш-пӗр классенче, хӑш чухне тата пӗтӗмӗшле шкулта та якут чӗлхипе кӑна вӗрентеҫҫӗ. Общество транспортӗнче (автобуссенче) чарӑну ятне икӗ чӗлхепе калаҫҫӗ. Ҫулсем ҫинчи чылай кӑтартмӑшсемпе паллӑсене те икӗ чӗлхепе ҫырнӑ. Якут, вырӑс чӗлхисемпе, ҫавӑн пекех ҫурҫӗрти йышлӑ мар халӑхсен чӗлхисемпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тухаҫҫӗ. Официаллӑ делопроизводство чӗлхисем ҫавӑн пекех вырӑс тата якут чӗлхисем шутланаҫҫӗ. Хула хутлӑхӗнчен аякри вырӑнсенче вырӑссем якут чӗлхине вӗреннине курма пулать, майӗпен вӑл нумайӑшӗшӗн тӑван чӗлхе шайне куҫать.

Раҫҫей лаптӑкӗнчи ҫыхӑну чӗлхисем

Хӑш-пӗр чухне вырӑс чӗлхипе вырӑнти чӗлхесем хушшинчи ҫыхӑнусем йӗркеленнине пула пиджин(выр.)чăв. хутӑш чӗлхесем(выр.)чăв. пулса кайнӑ. Вырӑс Ҫурҫӗрте поморсем хушшинче руссенорск чӗлхи сарӑлма тытӑннӑ[14][15]. Инҫет Тухӑҫра франк чӗлхи пек вырӑссем те, Инҫет Тухӑҫри халӑхсем те вырӑс-китай пиджинӗпе усӑ курнӑ[16][17]. Вырӑс чӗлхи никӗсӗ ҫинче тепӗр пиджин, калаҫу чӗлхи, Таймырта пулнӑ, унпа долгансем(выр.)чăв., нганасансем, энцсем, эвенксем усӑ курнӑ[18][19].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Тӗплӗнрех Карели республикин халӑхӗ
  2. ^ Тӗплӗнрех Петразаводскри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем статьяра паллашӑр
  3. ^ Е.А.Кондрашкина Современная языковая ситуация в Республике Коми. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  4. ^ Айбабина Е. А. Двуязычие // Коми язык. Энциклопедия / Отв. ред. Г.В. Федюнёва. — М., 1998. — С. 93.
  5. ^ Итоги ВПН 2010 года по Республике Башкортостан(недоступная ссылка — история). Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3 Владение языками населением наиболее многочисленных национальностей МО РБ.(2025 çулхи утӑн 3-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  7. ^ Рустам Минниханов: «Вопрос двуязычия не подлежит пересмотру». Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  8. ^ В Казани обсудят проблемы билингвизма в технических вузах. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ.
  9. ^ Двуязычие в Татарстане. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  10. ^ Влияние двуязычия на этноидентичность этнофоров и их представления о культурных ценностях этнических соседей в Татарстане. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  11. ^ О проблемах двуязычия в Татарстане. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  12. ^ Я. З. Гарипов. Языковое развитие полиэтнического региона , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчи копийӗ // Социологические исследования. — 2012. — №4. — С. 68.
  13. ^ Алпатов В. М. Языковая ситуация в регионах современной России. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  14. ^ Broch, I. & Jahr, E. H. 1984. "Russenorsk: a new look at the Russo-Norwegian pidgin in northern Norway." In: P. Sture Ureland & I. Clarkson (eds.): Scandinavian Language Contacts, Cambridge: C.U.P., pp. 21-65.
  15. ^ Русско-норвежский пиджин. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  16. ^ Е.В.Перехвальская. Сибирский пиджин (дальневосточный вариант). Формирование. История. Структура. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  17. ^ Русско-китайский пиджин. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  18. ^ А.Ю.Урманчиева. Говорка: пример структурно смешанного языка. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  19. ^ Е.А.Хелимский «Говорка» – таймырский пиджин на русской основе // Компаративистика. Уралистика: Лекции и статьи. М.: Языки русской культуры, 2000.

Вуламалли

  • 150 языков и политика: 1917—1997. Социолингвистические проблемы СССР и постсоветского пространства. М.: Институт востоковедения РАН. 1997. 192 с. ISBN 5-89282-022-X (Изд. 2-е, дополненное (…1917—2000). М.: Крафт + Институт востоковедения РАН, 2000. 224 с.)
  • Пунегова Г. В. Функционирование русского языка в условиях двуязычия в Республике Коми. Сыктывкар, 2008. 184 с.

Каҫӑсем