Тӗнчери ҫӗнӗ ҫичӗ тӗлӗнтермӗшӗ
«Тӗнчери ҫӗнӗ ҫичӗ тӗлӗнтермӗшӗ» — тӗнчери хальхи ҫичӗ тӗлӗнтермӗше палӑртас тӗллевпе йӗркеленӗ проект. Бернар Вебер Швейцари ҫыннин пуҫарӑвӗпе ӑна New7Wonders Foundation коммерцилле мар организаци йӗркелесе ирттернӗ[1][2][3][4][5].
Тӗнчери паллӑ архитектура сооруженийӗсенчен ҫӗнӗ ҫичӗ «тӗнче тӗлӗнтермӗшне» суйласси 2007 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа SMS, телефон тата тӗнче тетелӗ урлӑ сасӑласа иртнӗ. Пурӗ 100 млн яхӑн ҫын сасӑланӑ[1][2].
Пӗтӗмлетӗве 2007 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫак кун Португалин тӗп хулинче, Лиссабонта, тӗнчери ҫӗнӗ ҫичӗ тӗлӗнтермӗшне пӗлтернӗ[6][2][1]:
| Ячӗ | Регион | Вырнаҫӑвӗ | Сӑнӗ |
|---|---|---|---|
| Колизей | Европа | ||
| Аслӑ Китай хӳми | Ази | ||
| Мачу-Пикчу | Кӑнтӑр Америка | ||
| Петра | Ази | ||
| Тадж-Махал | Ази | ||
| Ҫылӑх каҫаракан Христос статуйи | Кӑнтӑр Америка | ||
| Чичен-Ица | Ҫурҫӗр Америка |
Конкурс финалисчӗсем
Сасӑлава пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн «тӗнчери ҫӗнӗ тӗлӗнтермӗшӗ» пулма тӑратнӑ 176 номинант списокӗнчен малтанхи 77 паллӑ вырӑна суйласа илнӗ. Каярахпа 21 финалиста палӑртнӑ[7][8][2]:
| Ячӗ | Регион | Вырӑн | Сӑнӗ |
|---|---|---|---|
| Айя-Софи | Европа | ||
| Афина Акрополӗ | Европа | ||
| Альгамбра | Европа | ||
| Ангкор | Ази | ||
| Моаи | Океани | ||
| Мускав Кремлӗ тата Хӗрлӗ тӳрем | Европа | ||
| Нойшванштайн | Европа | ||
| Гиза пирамидисем (хутшӑнассинчен пӑрӑннӑ) | Африка | ||
| Сиднейри опера театрӗ | Австрали | ||
| Ирӗклӗх статуйи | Ҫурҫӗр Америка | ||
| Стоунхендж | Европа | ||
| Томбукту | Африка | ||
| Киёмидзу-дэра храмӗ | Ази | ||
| Эйфель башни | Европа |
Хӑш-пӗр паллӑ кӳлепесен ҫӳллӗшне танлаштарни: Пӗрлӗх статуйи — 240 м (постаментпа пӗрле), Ҫурхи храм Будди (Лушань) — 153 м (постаментпа пӗрле), Ирӗклӗх статуйи (Нью-Йорк) — 93 м (постаментпа пӗрле), Родина-мать (Волгоград), Ҫылӑх каҫаракан Христос статуйи (Рио-де-Жанейро) и Давид Микеланджело (Флоренци)
Мӗнле йышӑнни
Паллӑ вырӑнсене пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртекен ЮНЕСКО хӑйӗн заявленийӗнче проекта ырламан[2]:
«Тӗнчери ҫичӗ ҫӗнӗ тӗлӗнтермӗшӗн списокӗ уйрӑм пуҫару кӑтартӑвӗ пулать, унсӑр пуҫне суйласа илнӗ палӑксене вӑрах вӑхӑт хушшинче е тӗплӗрех упраса хӑварас тӗлӗшпе нимӗнле витӗм те кӳмӗ».
Унсӑр пуҫне Ватикан йӗркелекенсене христиансен палӑкӗсене шута илменшӗн айӑпланӑ, тӗслӗхрен, Сикста капеллинчи Микеланджело роспиҫӗсене е Барселонӑри Антонио Гаудин Саграда Фамили соборӗ кӗмен, списока лекнӗ икӗ паллӑ вырӑн вара вӗсем вырнаҫнӑ ҫӗршывсен политикӗсем тӑрӑшнине пула кӑна лекнӗ[9].
Египет та, унта Гизӑри пирамидӑсем кӗртменнине пула, хатӗрленӗ списокпа кӑмӑлсӑр юлнӑ, вӗсем, пирамидӑсем, ахаль те тӗнче тӗлӗнтермӗшӗ пулнине палӑртнӑ[9].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 OFFICIAL DECLARATION OF THE NEW7WONDERS OF THE WORLD IN LISBON ON 07.07.2007 (англ.). New7Wonders. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 В Лиссабоне назвали семь новых чудес света. Lenta.ru (8 утӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ Bernard Weber. HOW DID THE NEW7WONDERS MOVEMENT BEGIN? (англ.). New7Wonders. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ PROJECT HISTORY (англ.). New7Wonders. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ FAQ (англ.). New7Wonders. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ NEW 7 WONDERS OF THE WORLD (англ.). New7Wonders. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ NOMINEE LONG LIST (англ.). New7Wonders. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ THE 21 FINALISTS (англ.). New7Wonders. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ватикан обиделся на "Новые семь чудес света". Lenta.ru (6 утӑн 2007). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.