Хӗвел системинчи уҫлӑхташсем
Хӗвел системинчи планетӑсен, карлик планетӑсен тата пӗчӗк объектсен уҫлӑхташӗсен (хӑлӑпсенче вӗсене хӑҫан уҫнине кӑтартнӑ; списоксене хӑҫан уҫни тӑрӑх йӗркеленӗ) списокӗ.
Меркурий
Хальхи даннӑйсем тӑрӑх (унашкал шухӑшсем маларах пулнӑ пулин те) Меркурийӗн уҫлӑхташсем ҫук.
Венера
Ҫӗр чӑмӑрӗ
Ҫӗрӗн пӗр чӑн-чӑн пӗр уҫлӑхташ пур — Уйӑх, тата 6 квазиуҫлӑхташ: (3753) Круитни, 2003 YN107 тата (164207) 2004 GU9,[1] (419624) 2010 SO16,[2] ҫавӑн пекех (367943) Дуэнде тата (469219) 2016 HO3. Ҫӗр чӑмӑрӗпе Уйӑхӑн уҫлӑхташӗсем пирки тата ункӑсем евӗрлӗ япаласем пирки теорисем пур.
Юпитер
2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ тӗлне Юпитерӑн 95 уҫлӑхташ пулни паллӑ[3], ҫав шутра «Вояджерсем» вӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн тупнисем умӗн паллисем:
- Ио (1610)
- Европа (1610)
- Ганимед (1610)
- Каллисто (1610)
- Амальтея (1892)
- Гималия (1904)
- Элара (1905)
- Пасифе (1908)
- Синопе (1914)
- Лиситея (1938)
- Карме (1938)
- Ананке (1951)
- Леда (1974)
Чи пысӑк тӑватӑ уҫлӑхташа — Иона, Европӑна, Ганимеда тата Каллистона — галилей уҫлӑхташӗсем теҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне Юпитерӑн ункӑ системи (1979) пур.
Сатурн
Сатурнӑн 83 уҫлӑхташ пурри паллӑ, ҫав шутра «Вояджеровсем» вӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн тупӑннисем умӗн уҫнисем:
- Титан (1655)
- Япет (1671)
- Рея (1672)
- Тефи (1684)
- Диона (1684)
- Энцелад (1789)
- Мимас (1789)
- Гиперион (1848)
- Феба (1898)
- Янус (1966)
- Эпиметей (1966)
2019 ҫулта астрономсем Сатурнӑн 20 ҫӗнӗ уҫлӑхташне тупса палӑртнӑ, ҫавна пула вӑл ун чухне паллӑ уҫлӑхташ шучӗпе Юпитертан иртсе Хӗвел системинче рекордсмен пулса тӑнӑ[4][5]. Юлашкинчен уҫнӑ уҫлӑхташ вырӑнӗнче хальхи вӑхӑтра S/2019 S 1 шутланать, ун пирки 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пӗлтернӗ[6]. Ҫавӑн пекех Сатурнӑн хӑватлӑ ункӑ системи пур, 1609 ҫулта ӑна Галилей уҫнӑ. Рейӑн та ункӑсем пулма пултарасси пирки гипотеза пур.
Уран
Уранӑн 27 уҫлӑхташ пулнине пӗлеҫҫӗ:
- Титани (1787)
- Оберон (1787)
- Ариэль (1851)
- Умбриэль (1851)
- Миранда (1948)
- Пак (1985)
- Джульетта (1986)
- Порция (1986)
- Крессида (1986)
- Дездемона (1986)
- Розалинда (1986)
- Белинда (1986)
- Кордели (1986)
- Офели (1986)
- Бианка (1986)
- Калибан (1997)
- Сикоракса (1997)
- Пердита (1999)
- Сетебос (1999)
- Стефано (1999)
- Просперо (1999)
- Тринкуло (2001)
- Фердинанд (2001)
- Франциско (2001)
- Маб (2003)
- Купидон (2003)
- Маргарита (2003)
Ҫавӑн пекех Уранӑн ункӑсен системи (1977) пур.
Нептун
Карликлӑ планетӑсем
Церера
Церерӑн уҫлӑхташсем пуррине тупса палӑртман. «Dawn» космос аппарачӗ 2015 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлнелле тунӑ сӑнӳкерчӗксенче пӗр-пӗр пысӑк уҫлӑхташ пулма пултарасси палӑрмасть.
Плутон
Плутонӑн пилӗк уҫлӑхташ пулни паллӑ:
Плутон—Харон системy барицентрӗ Плутон тулашӗнче вырнаҫнӑран Харон Плутон уҫлӑхташӗ мар, йӗкӗр планета системин пӗр пайӗ текен шухӑш ҫӳрет. Плутонӑн та планетӑллӑ ункӑ системи пулма пултарать тесе шухӑшланӑ[7], анчах 2015 ҫулта «Ҫӗнӗ горизонтсем» аппарат Плутон патӗнчен вӗҫсе иртнӗ хыҫҫӑн унашкаллисене тупма май килмен.
Хӗвел системинчи пӗчӗк кӗлеткесем
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ M. Connors et al. Discovery of an asteroid and quasi-satellite in an Earth-like horseshoe orbit(акăлч.) // Meteoritics & Planetary Science : journal. — 2002. — Vol. 37. — .
- ^ ИТАР-ТАСС : У Земли обнаружен астероид-спутник диаметром в 400 км
- ^ Scott S. Sheppard - JupiterMoons (выр.). sites.google.com. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ SATURN MOONS. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 24-мӗшӗ.
- ^ Сатурн обошёл Юпитер по количеству спутников. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ MPEC 2021-W14 : S/2019 S 1. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ.
- ^ «У Плутона могут найти кольца». Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- ГАИШ сайтӗнчи хӑй тӗллӗн йӗркеленнӗ уҫлӑхташсен номенклатури
- НАСА сайтӗнчи уҫлӑхташсен физикӑллӑ параметрӗсем(акăлч.)
- НАСА сайтӗнчи ӳкерчӗксене шырамалли система(акăлч.)
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Спутники в Солнечной системе статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |