Чӑваш Ен (санатори)

Чӑваш Ен (выр. Чувашия) — Чӑваш Республикинчи Атӑл юхан шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ санатори. Сывлах ҫурчӗн территоринче сероводород ҫӑлкуҫӗсем пур. Санаторие уҫнӑ кун 1985 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ шутланать. Адресӗ: Шупашкар хули, Сосновка поселокӗ, Санатори урамӗ, 5-мӗш ҫурт[1].

Историйӗ

«Чӑваш Ен» санатори сиплӗ сероводород ҫӑлкуҫӗ вырӑнӗнче йӗркеленнӗ. Сывлӑх ҫуртне тума пуҫлани Атӑл юхан шывӗ айӗнче 200 метр тарӑнӑшӗнче ҫурҫӗртен кӑнтӑр еннелле юхса выртакан сероводород «юхан шывне» тупнипе ҫыхӑннӑ. «42-мӗш экспедици» геодези тӗпчевӗсем тупса палӑртнӑ концентраци, Сочирипе танлаштарсан, чылай пысӑкрах пулнӑ. Профсоюзсен Чӑваш облаҫ канашӗн председателӗ Николай Викторов ҫӗр айӗнчи шывсен паспорт даннӑйӗсене профсоюзсен Пӗтӗм Союзри тӗп канашӗн председательне Александр Шелепина пӗлтернӗ, лешӗ вара 500 вырӑнлӑх санатори тума задани панӑ[2].

1966 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Министрсен Канашӗ «Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче Чӑваш АССРӗн Шупашкар районӗнчи сероводородлӑ шывсен ҫумӗнче бальнеологи санаторине тӑвасси пирки» Постановлени йышӑннӑ[3].

Санаторие 1977 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тума пуҫланӑ[2].

Строительствӑна пуҫариччен Чӑваш АССРӗнче кунашкал объектсем пулман. Республикӑри пӗрремӗш санаторие Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи ҫӳллӗ вырӑнта хӑпартма планланӑ, унта пымалли ҫулсемпе причалсем ҫуккипе строительсен материалсене илсе килессипе ҫыхӑннӑ кӑткӑс ыйтусене татса пама тивнӗ. Хӗлле Атӑл урлӑ пӑр тӑрӑх каҫнӑ. Санаторие хӑпартма Шупашкар ГЭСне тӑвакансем пулӑшнӑ, ҫав вӑхӑтра унӑн строительстви те пынӑ[2].

Шупашкар ГЭСӗнчен пуҫласа санатори таран тӑсӑлӑкан асфальтлӑ ҫул икӗ ҫул хушшинче туса пӗтернӗ. Санатори ӗҫченӗсем валли пурӑнмалли 60 хваттерлӗ ҫурта сывлӑх ҫуртне хута яриччен туса лартнӑ. 1986 ҫулта санатори ӗҫченӗсем валли иккӗмӗш ҫурта, 120 хваттерлӗскере, хута янӑ[2].

Санаторие 1984 ҫулхи раштав уйӑхӗнче туса пӗтернӗ[4].

1985 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче санаторие пӗрремӗш хут нумай ҫын сывлӑхне ҫирӗплетме килнӗ, ҫак кун ӑна никӗсленӗ кун шутланать. Путевка илнӗ пӗрремӗш ҫынсен хушшинче Иваново, Рязань, Ярославль, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, ҫавӑн пекех Мари АССРӗнчи ҫынсем, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскерсем, пулнӑ[2].

2014 ҫулта «Чӑваш Ен» санатори» ОАОн ҫурринче «ТУС» ЗАО туяннӑ[5].

2025 ҫулта «Чӑваш Ен» сывлӑха ҫирӗплетмелли курорт комплексӗн ӗҫӗ-хӗлне чарса лартмасӑр санаторие тӗпрен юсама пуҫланӑ. Шалти сетьсене, номер фондне ҫӗнетнӗ[6].

Санатори пирки

«Чӑваш Ен» санатори Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче хыр вӑрманӗ хушшинче вырнаҫнӑ. Вӑл пӗрлехи комплекс шутланать — сиплев уйрӑмӗ, кану центрӗ, апат-ҫимӗҫ блокӗ тата ҫывӑрмалли корпус пӗр ҫуртра вырнаҫнӑ[7].

Санаторире сероводород ҫӑлкуҫӗсем, ӗҫмелли шыв уҫламалли артезиан скважинисем пур. Скважинӑсенчи шыв санитари нормисемпе килӗшсе тӑрать[7]. Сероводород ҫӑлкуҫӗсемпе шӑмӑсемпе мышцӑсен, нерв, шӑк тытӑмӗн, ӳт тата ӳт айӗнчи клетчатка чирӗсенчен сипленӗ чухне терапи вырӑнне усӑ кураҫҫӗ[8].

Санаторин автономлӑ котельнӑй, спелеокамера, бассейн пур. Ҫавӑн пекех унта минераллӑ шыв [7].

Санатори ҫумӗнче «Сувар» этнокультура паркӗ вырнаҫнӑ.

Мӗнле ҫитмелле

«Чӑваш Ен» санаторие Шупашкартан маршрутлӑ автобуссемпе тата автомобильпе ҫитме пулать. Санаторие Шупашкар ГЭСӗ урлӑ асфальтлӑ ҫул илсе ҫитерет.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Контактная информация. Санаторий "Чувашия". sanatory-chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 История санатория «Чувашия»: как строили главный санаторий республики (выр.). cheb.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
  3. ^ Таван Ен-Чувашия-Чебоксары-Чебоксарский МО. 35 лет назад открылся санаторий «Чувашия» (выр.). vk.com (1 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
  4. ^ Михаил Игнатьев поздравил санаторий "Чувашия" с 30-летием. Чебоксары.ру - сайт столицы Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
  5. ^ Санаторий продали строительному магнату. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
  6. ^ У нас ремонт, но мы работаем. sanatory-chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3 Санаторий находится на территории уникального природного ландшафта: живописного соснового леса и золотистого берега Волги. sanatory-chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
  8. ^ Профили лечения (выр.). Санаторий «Чувашия». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Валентина Иванова. Сказ о Волжской Мацесте / под общ. ред. Симунова Ю. Л.. санаторий "Чувашия". — ПолиАРТсити, 2004. — 254 с.

Каҫӑсем