Ялавин Сергей Васильевич

Сергей Васильевич Ялавин (1898 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ, Кипеккасси, Пӑва уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1961 ҫулхи акан 10-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — ҫыравҫӑ, драматург, литература критикӗ, СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1934), Граждан тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑскер[1].

Биографи

1898 çулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мĕшĕнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи (халӗ Тутарстан Республикин Пăва районӗ) Кипеккасси ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ ялта чи чухăн çынсем пулнă. Вăл пӗчӗкле ашшӗсӗр тӑрса юлнă.

Йывăр пулсан та, амăшӗ ăна вĕрентме тăрăшнă. Сергей 1910 çулта ялти пуçламăш шкултан, 1913 çулта Кÿренти икӗ класлă шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Ун хыççăн хальхи Патӑрьел районĕнчи пуçламăш шкулсенче ултă çул учительте ĕçленĕ.

Октябрьти революци хыççăн ялти чи хастар агитаторсенчен пĕри пулса тăнă. 1919 çулта хăй ирĕкĕпе Хӗрлӗ Çара кайнă, И. С. Космовский полкĕнче хĕсметре тăнă, Иван Мучипе туслашнă. 1921—1922 çулсенче Карели фронтĕнче çапăçнă.

Мускаври халӑх вӗрентӗвӗн институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1923—1924 çулсенче «Ĕçлекенсен сасси» журнал редакцийĕнче, 1925 çулта Мускав хулинчи çутӗç пайĕнче ĕçленĕ. Республикӑри шкулсенче учительте, «Канаш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. Чӑваш чӗлхи, литература, истори тата экономика ӑслӑлӑхпа тӗпче институчӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) сотрудникӗ пулнӑ. Икӗ хутчен СССР Писателӗсен союзӗнчен кӑларса янӑ та икӗ хутчен каялла илнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Литература ӗҫ-хӗлне 1920 ҫулсен вӗҫӗнче пуҫланӑ, хаҫат-журнал страницисенче унӑн малтанхи калавӗсем кун ҫути курнӑ: «Автансем», «Аспирин кирлӗ», «Ӑлантараймарӗ». Пӗрремӗш кӗнеки 1929 ҫулта «Кавруҫ» ятпа тухнӑ. 20 ытла пьеса авторӗ. К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине тӗпе хурса ҫакӑн ятлӑ драма ҫырнӑ. Литература критикӗ пек те паллӑ. А. Эсхель, Х. Уяр, В. Садай, Н. Патман, Ю. Айдаш тата ыттисен пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ статьясем кӗреҫҫӗ[2].

Кӗнекисем

  • Ялавин, С. В. Кавруҫ : калав / С. Яковлев (Ялавин). — Шупашкар : Чӑваш кӗнеки уйрӑмӗ, 1929. — 27 с.;
  • Ялавин, С. В. Кам кама : 4 пайлӑ пьесӑ / С. Ялавин. — Шупашкар : Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1931. — 72 с.;
  • Ялавин, С. В. Литература грамотин никӗсӗсем : ялкорсемпе вӗренекенсем валли : [Изотовӑн, Шенгелин т. ыт. кӗнекесенчен пухса, чӑвашла примерсем илсе ҫырнӑ] / С. Ялавин. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеки уйрӑмӗ, 1930. — 64 с.;
  • Ялавин, С. В. Селмен : драма / Сергей Ялавин. — Шупашкар, 1959. — 76 с.;
  • Ялавин, С. В. Тарӑн йӑран : повесть. Ч. 1. / Сергей Ялавин. — Мускав : СССР-ти Халӑхсен Тӗп издательстви, 1931. — 48 с.;
  • Ялавин, С. В. Хисеплӗ Кӗҫтенкки : (калав) / Сергей Ялавин. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеки уйрӑмӗ, 1931. — 40 с.;
  • С. Ялавин С. Хусанкай / С. Ялавин // Сунтал. — 1928. — № 10. — С. 22-24[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://chuvenc.ru/show_Person/1676 (англ.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ.
  2. ^ Писатели : Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич. nasledie.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ.
  3. ^ https://наследиечувашии.рф/russian/ялавин-сергей-васильевич-писатель-06-03-1898-10/

Вуламалли

  • Васильева, Т. Пултаруллӑ ентешӗн тумхахлӑ кун-ҫулӗ : [Сергей Ялавин ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 115 ҫул] / Т. Васильева // Сувар (Тутарстан). — 2013. — 12 ака (№ 15). — С. 9.
  • Малышев, А. М. Чапӗ ҫулсем витӗр ҫуталать / А. М. Малышев // Сувар (Тутарстан). — 2008. — 22 нарӑс (№ 8). — С. 9.
  • Прокопьев, В. Максим Горький тата чӑваш ҫыравҫи Сергей Ялавин / В. Прокопьев // Халӑх шкулӗ=Народная школа. — 2001. — № 2. — С. 94-97.
  • Сергей Ялавин (1898-1961) // Чӑваш сӑмахлӑхӗ : 10-мӗш класӑн вӗренӳпе вулав кӗнеки / Н. Г. Иванова, В. П. Никитин, С. С. Самсонова пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар, 1996. — II пай. — С. 162.
  • Сергей Васильевич Ялавин // Тӑван Атӑл. — 1998. — № 3-6.
  • Смирнова, Н. Тивӗҫсӗр манӑҫнӑскер / Н. Смирнова // Хыпар. — 2018. — 6 пуш/март. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Станьял, В. Сергей Ялавин : пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗрленчӗкӗ / Виталий Станьял // Тӑван Атӑл. — 1998. — № 3-6. — С. 1-5.
  • Турхан, Е. Тӗрлӗ енлӗ талант / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан). — 2018. — 2 пуш/март (№ 8). — С. 9 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Ялкир, П. Тивӗҫсӗр манӑҫнӑскер / П. Ялкир // Хыпар. — 2003. — 3 ака.
  • Агивер, Х. Непокорный Ялавин : горе и страдания чуваша. Неоконченные мысли / Х. Агивер // КИЛ. — 2008. — № 4. — С. 133-158.
  • Афанасьев, П. Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 546.
  • Сорокин, Н. М. Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан // Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. Турхан. — Чебоксары, 2015. — С. 242-243.
  • Яковлев, Ю. Прорыв в сферу трансцендентального: Сергей Ялавин = Трансценденци тӗнчине ӑнтӑлни: Сергей Ялавин / Ю. В. Яковлев // Чӑваш халӑх историйӗпе культурин ҫивӗч ыйтӑвӗсем = Актуальные вопросы истории и культуры чувашского народа. — Шупашкар, 2013. — 2-мӗш кӑларӑм. — С. 75-89.
  • Яковлев, Ю. В. Религиозно-мистический смысл образа бабочки в рассказе Сергея Ялавина «На пути» на фоне мировой культуры / Ю. В. Яковлев // Сборник научных статей докторантов, аспирантов и соискателей. — Чебоксары, 2005. — С. 3-19.
  • Яковлев, Ю. «Я в руках судьбы-мачехи» / Ю. Яковлев // Республика. — 2003. — 16 апр. (№ 15). — С. 5.
  • Яковлев, Ю. В. Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич / Ю. В. Яковлев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 727.
  • Ялгир, П. Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич / П. А. Ялгир // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 517-518.
  • Яковлев Сергей Васильевич (Ялавин) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 539.
  • Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 530.
  • Ялгир, П. Ялавин (Яковлев) Сергей Васильевич / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 151.
  • Ялавин, С. В. Литература грамотин никӗсӗсем : ялкорсемпе вӗренекенсем валли : [Изотовӑн, Шенгелин т. ыт. кӗнекесенчен пухса, чӑвашла примерсем илсе ҫырнӑ] / С. Ялавин. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеки уйрӑмӗ, 1930. — 64 с.

Каçăсем