Анадырь
Анадырь чук. Кагыргын, Въэӈын | |
Ӳкерчĕк:Bird view of Anadyr.jpg | |
Хула гербĕ![]() | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Чукотка автономлă тăрăхĕ |
Никĕсленĕ: | 1889 |
Хула, çултан: | 1965[1] |
Халăх йышĕ, пин çын: | 12,998 (2023) |
Хула лаптăкĕ: | 20 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 64°44′ ç.ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 177°31′ х.т.д. |
Анадырь (чук. Кагыргын (кăнтăр чукчасен), чук. Въэӈын (çурçĕр чукчасен)[2], выр. Анадырь) — Раççейри хула. Чукотка автономлă тăрăхĕн тĕп хули. Хула Инçет Тухăç енче те Аякри Çурçĕрте вырнаçнă.
Анадырь районĕн тĕп хули, Тавайваам ялпа хула тăрăхĕ тунă[3].
Чи хĕвелтухăç Раççей хули. Унăн килĕсен нумайрăхăшĕ свайсенче тăрать (ĕмĕрхи шăнлăхран). Кивĕ ят — Ново-Мариинск (1924 çулччен).
Этимологи
«Анадырь» сăмах историллĕ çăлкуçсенче тĕрлĕ лексикаллă вариансенче пур: Онандырь — чукотка юханшывĕ, Анадырск — острог, С. Дежнёвăн та К. Ивановăн вăхăчĕсенче (XVII-мĕш ĕмĕрĕн варринче).
Тен, топоним Онандырь (Onandyr) юкагир тĕпĕрен эну-эн~ану-ан~ану-он пулса тухнă, ку «юшаншыв» пĕлтерет. Анадырь юханшывĕн чукча ячĕ — Йъаайваам — «мулкачăн» пĕлтерет. Май пур та, Йъаʼайваам — чукча адаптацийĕ керексен топонимĕн Йъаайвэйэм.
Вырăнти чукча халăхĕ хулана Въэӈын ят панă, ку «пыр ани», «кĕр» пĕлтерет, е Кагыргын «кĕр», «шăтăк», «ана», «вăрă», «пыр», ку унăн вырнаçни çинчен калать, мĕншĕн тесен вăл Анадырь лиманĕн тури пайĕ патне кĕни уçать[2][4].
Географи
Анадырь юханшыв çине вырнаçнă.
Историйӗ

1889 çулхи çурла 3-мĕшĕнче, Раҫҫей империйӗ правительствин указĕпе, чи çурçĕр-хĕвелтухăç патшалăх территориĕнче Анадырь округинче йышăну çинчен, вырăç çар тухтăрĕ тата поляр тĕпчевçи Гриневецкий Лев Францевич Казачка юханшывăн пуçламăшĕнче Ново-Мариинск посчĕне тунă.
Хула туни хăвăрт мар пулнă, нумайрах уйрăм тата патшалăх суту-илӳ склачĕсем ӳстернĕ. 1914 çулта кунта инçет-волна радиостанцийĕ тунă — чи вăйлă Раççейре çак вăхăтра[5].
Юпа революцийĕ хыççăн, совет влаçĕ Ново-Мариинскра 1924 çултă кăна кайнă. Çак вăхăтра Камчатка кĕпĕрне революци комитечĕн постановленипе паççулкана хальхи ятне улăштарнă.
1927 çулта Анадырь районĕн администраци центрĕ пулнă, виçĕ çултан — Чукотка наци тăрăхĕн тĕп хули.
1934 çулта "Анадырь" ĕç паççулки статусне панă[6].
1950-мĕш çулсен вĕçĕнче Анадырь лиманĕ хĕрринче пысăк тинĕс порчĕ тунă, çавăнпа паççулкă пуçласа ӳстерет. 1963 çулта Казачка юханшывĕнче плотина туни хыççăн Анадырта шыв пăрăхĕ тунă.
1965 çулхи кăрлач 12-мĕшĕнче, РСФСР Мăн Совет Президиумĕн указĕпе Анадырь паççулкине хула статусĕ панă[1].
1984 çулта Ил-62 самолетăн пĕрремĕш посадкасăр рейсĕ Мускав — Анадырь тунă.
1992 çулта хула тăрăх пĕлтерĕшĕн статусĕ панă тата Анадырь районĕрен тухнă[7].
2004 çулхи чӳк 29-мĕшĕнче Анадырь хули Тавайваам ялĕпе уйрăм Анадырь хулӑри тăрăхне йышăннă[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 chukotken.ru (выр.). www.chukotken.ru. Пӑхнӑ кун: 3 Ҫурла уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 30 Раштав уйӑхӗн 2013 ҫул.
- ^ 1, 2 Меновщиков Г. А. Местные названия на карте Чукотки. Краткий топонимический словарь / Науч. ред. В. В. Леонтьев. — Магадан: Магаданское книжное издательство, 1972. — С. 80, 89. — 207 с. 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2 Закон Чукотского автономного округа от 29 ноября 2004 года № 40-ОЗ «О статусе и границах муниципального образования город Анадырь Чукотского автономного округа» (принят Думой Чукотского автономного округа 25 ноября 2004 года) . Пӑхнӑ кун: 14 Нарӑс уйӑхӗн 2013. оригиналтан архивланӑ 16 Юпа уйӑхӗн 2013 ҫул.
- ^ Топонимический словарь Северо-Востока СССР. стр. 110,166
- ^ История города Анадырь . Избирательная комиссия Чукотского автономного округа (2010). оригиналтан архивланӑ 23 Ака уйӑхӗн 2016 ҫул.
- ^ Об изменениях в составе рабочих посёлков Дальневосточного края и о границах некоторых районов того же края. Собрание узаконений и распоряжений Рабочего и Крестьянского правительства РСФСР. 1934
- ^ Устав городского округа . Пӑхнӑ кун: 10 Юпа уйӑхӗн 2016. Архивланӑ 14 Раштав уйӑхӗн 2016 ҫул.
Вуламалли
- . — Большая Российская энциклопедия, 1994. — С. 20. — 559 с. — 50 000 экз. — ISBN 5-85270-026-6.
- Дьячков А. Е. [1] / С предисл. г. Ф. Ф. Буссе. — тип. Сиб. флот. экипажа, 1893. — [2], XXVIII, 158 с. — (Записки Общества изучения Амурского края / Под ред. пред. О-ва; Т. 2).
Каҫӑсем
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Анадырь хула тăрăхĕн Администрацийĕ . оригиналтан архивланӑ 3 Нарӑс уйӑхӗн 2014 ҫул.
- Anadyr — Online
- Чукотка — прекрасный и… суровый край
- Вебкамера города Анадырь (выр.). cam-web.ru. Пӑхнӑ кун: 3 Ҫурла уйӑхӗн 2020.
![]() |
Ку Раççей географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Шаблон:Чукотка автономиллĕ тăрăхĕ
Раççейри тинĕс порчĕсем |
||
---|---|---|
Азов тинĕсĕн | ||
Балти тинĕсĕн |
Выборг • Высоцк • Калининград • Санкт-Петербург (Мăн порт тата Пассажир порчĕ) • Приморск • Усть-Луга | |
Баренц тинĕсĕн | ||
Шурă тинĕсĕн | ||
Беринг тинĕсĕн | ||
Хĕвелтухăç Çĕпĕр тинĕсĕн | ||
Кара тинĕсĕн | ||
Каспи тинĕсĕн ¹ | ||
Лаптевсен тинĕсĕн | ||
Охот тинĕсĕн | ||
Лăпкă океан çыранĕпе Камчатка тата Курил утравĕсен | ||
Хура тинĕсн | Анапа • Геленджик • Евпатория[1] • Керчь (Керчь тинĕс суту-илӳ порчĕ) • пулă • Камыш-Бурун • Порт «Крым»)[1] • Новороссийск • Севастополь[1] • Сочи (суту-пассажир • тиев) • Тамань[2]• Туапсе • Феодосия[1] • Черноморск[1] • Ялта[1] | |
Чукот тинĕсĕн |
çук | |
Япон тинĕсĕн |
Александровск-Сахалинский • Ванино • Владивосток • Хĕвелтухăç • Де-Кастри • Зарубино • Находка • Невельск • Ольга • Посьет • Совет Гаванĕ • Холмск • Шахтёрск | |
|