Управҫӑ Анне палӑкӗ
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Управҫӑ Анне палӑкӗ — Шупашкар хулин историллӗ пайӗнче, авалхи сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ монументлӑ ӳнер ӗҫӗ, анӑҫ енчен Шупашкар кӳлмекӗпе ҫуммӑн вырнаҫнӑ, ун патне 99 картлашка илсе ҫитерет[1].
Чӑваш Республикин президенчӗн Н. В. Фёдоровӑн пуҫарӑвӗпе туса лартнӑ тата унӑн шухӑшӗпе ӑна «хӗрарӑм-аннене халалланӑ».
Историйӗ
Палӑк Шупашкарӑн тата Чӑваш Республикин тӗп символӗсенчен пӗри шутланать. Унӑн ҫӳллӗшӗ Чӑваш Республикинче унччен туса хӑпартнӑ мӗнпур монументран та ҫӳллӗ — постаменчӗпе пӗрле 46 метр шутланать. Постаментӑн аялти пайӗнче вырнаҫтарнӑ чул хӑма ҫине икӗ чӗлхепе «Килӗшӳпе юратура пурӑнакан ачамсем пиллӗхлӗ» (выр. Благословенны дети мои, живущие в мире и любви) ҫырса хунӑ[2].
Кӳлепе проектне Чӑваш Республикин пӗрремӗш президенчӗн Н. В. Фёдоровӑн шухӑшӗпе тата пуҫарӑвӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Пултарулӑх интеллигенцийӗ, халӑх тата организацисем пуҫарӑвӗпе монумент ӑсталама республикӑра ыр кӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленӗ. Наци тумне тӑхӑннӑ хӗрарӑма халалласа палӑк вырнаҫтарас шухӑшпа чи малтанах Сергеев Сергей Александрович (Шупашкар хулин общество ӗҫченӗ) тухнӑ пулнӑ[3].
Монументлӑ комплекса тӑвас ӗҫӗн юлашки тапхӑрӗнче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫар кафедрин курсанчӗсем тӑрмашнӑ[4].
Монумента 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Варнава уҫса сӑвапланӑ[5].
Скульптор
Управҫӑ Анне монуменчӗ — В. П. Нагорнов скульпторӑн ӳнер ӗҫӗсенчен пӗри, вӑл А. А. Трофимов академикпа (ӑслӑлӑх енӗпе консультациленӗ), В. А. Филатов, Ю. М. Новосёлов(выр.)чăв. тата А. Б. Орешников архитекторсемпе перле ӗҫленӗ.
Кинематографра усӑ курни
«Ҫӗнӗ ҫул уяври арӑм» фильмра (2012 ҫ.) [1:08] монумент макетне «Париж куравӗнчи чи сумлӑ приз» пек кӑтартнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Памятник Матери-Покровительницы в Чебоксарах (выр.). visitvolga.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ В монументальном искусстве Чувашии особое место занимает монумент Матери(паллӑ мар). Городская газета «Чебоксарские новости». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Чӑваш Республикин «Молодежный курьер» хаҫатри (1996 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчи 34 (86) №) «Каждый народ достоин своего памятника?» статьяна хаклани тӑрӑх.
- ^ Монумент Матери. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Монумент Матери приведут в порядок — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Чӑваш энциклопедийӗнчи статья
- Управҫӑ Анне палӑкӗ ҫинчен Владимир Нагорнов скульптор сайтӗнче. (выр.)