Кăнтăр çурчăмăрĕ
Кăнтăр çур чăмăрĕ — Çĕрĕн экватортан кăнтăралла вырнаçнă пайĕ.
Уйрăмлăхсем
Кăнтăр çур чăмăрĕнче çулла раштавран нарăса çити, хĕлле — çĕртмерен çурлана çити тăсăлать. Кăнтăр çур чăмăрĕнчи циклонсем, Çурçĕр çур чăмăрĕнчипе танлаштарсан, сехет çанни май çаврăнаççĕ, антициклонсем — сехет сăннине хирĕçле[1]. Кăнтăр çур чăмăрĕнче Хӗвел кăнтăрла çурçĕр енче, Çурçĕр çур чăмăрĕнче — кăнтăр енче. Хĕвелĕн тӳпери курăмлă çулĕ кунĕпе тухăçран анăçалла, сылтăмран сулахаялла (кăнтăрла ăна хирĕçле тăрсан), Çурçĕр çур чăмăрĕнчи пек сулахайран сылтăмалла мар, шуçать[2].
Кăнтăр çур чăмăрĕнче тăваттă континент (Антарктида, Австрали, Кăнтăр Америкăн чылайăшĕ, Африкăн пайĕ), Азин пайĕ (Малай архипелагĕн утравĕсен пайĕ), Океани утравĕсен пайĕ, çаплах тăваттă океан (Атлантика, Инди, Лăпкă океансен пайĕсем тата мĕнпур Кăнтăр океанĕ кĕрет[3]).
Кăнтăр çур чăмăрĕнчи патшалăхсем
Ӑнлантарусем
- ^ Синоптические термины 2010 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Анатри анлăхсенче (тропиксем хушшинче) тӳпери Хĕвел çулĕ çулталăк тапхăрĕнчен килет, вăл çурçĕрте те, кăнтăрта та сылтăмран сулахаялла куçать.
- ^ Кăнтăр океана официаллă йышăнман — Limits of oceans and seas. 2011 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче архивланӑ.
Çавăн пекех пăхăр
| Ку географи терминологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |