Кăпчаксем
Кăпчаксем, — Вăтам ĕмĕрсенчи тĕрĕк халăхĕ. Вĕсем пурăнакан вырăна Аслă Çĕçенхир, Дешт-и-Кыпчак е «Половецкая степь» тенĕ.
Кунçул
VIII ӗмӗрте Казахстанпа Кăнтĕр Çĕпĕр (Иртышăн малтанхи юхăмĕнче) çеçенхирĕнче йĕркеленнĕ. XI ӗмӗрте Хĕвелтухăç Европăри çеçенхире куçса килнĕ. Дунай таранхи çĕрсене йышăннă. Руçпе час-часах çăпăçнă. Пĕрремĕш хут вырăссен чикки патне 1055 çулта çитнĕ. 1068 çулта пĕрремеш хут Руç çине тапăнса кĕнĕ. Альта патĕнчи çапăçура Ярославичсен çарне çапса аркатса вырĕс кнеçлĕхĕсене артатма тытăннă. Кун хыççăн вырăс кнеçлĕхĕсем çине час-часах тапăнма пуçланă. XII ĕмĕрте Владимир Мономах вĕсене Атӑлпа Дон тепĕр енне, Кавказ еннелле хăваласа янă. 1190-мĕш çулсенчен пуçласа Руçпе килĕшӳллĕ пурăнма пуçланă.
Калка патĕнчи çапăçура вĕсене тата вырăссене монголсем çапса аркатнă.
Каярах Ылттăн Уртана кĕнĕ. Тĕрлĕ халăхсем шутне кĕрсе пĕтнĕ: казахсем, крым тутарĕсем, çĕпĕр тутарĕсем, нухайсем, пушкӑртсем, карачайсем, балкарсем, кумыксем, тутарсем.
Паллă кăпчаксем
- Итлар
- Мурад Аджи — кумык çыравçи, историк. «Полынь половецкого поля» кĕнеке авторĕ.