Мельников Сергей Владимирович

Мельников Сергей Владимирович (ҫур. 1971 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ, Ҫӗмӗрле) — патшалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ (2012—2015), Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ (2016 ҫултан).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1971 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускав облаҫӗнчи патшалӑх физкультура институтне(выр.)чăв., 2002 ҫулта – Атӑл-Вятка патшалӑх хӗсмечӗн академине (Шупашкар хулинчи филиалне) «патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» специальнӑҫпа, 2013 ҫулта – Раҫҫей Федерацийӗн Центросоюзӗн «Раҫҫей коопераци университетне» «юриспруденци» специальнӑҫпа вӗренсе пӗтернӗ[1].

  • 1988—1989 ҫулсенче — Ҫӗмӗрлери ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе тренер-преподаватель.
  • 1989—1990 ҫулсенче — Челябинскри патшалӑх педагогика институчӗн(выр.)чăв. студенчӗ.
  • 1990—1993 ҫулсенче — Мускав облаҫӗнчи патшалӑх физкультура институчӗн студенчӗ.
  • 1990—1993 ҫулсенче — Мускав облаҫӗнчи Жуковский хулин ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче тренер-преподавателӗ.
  • 1993—1999 ҫулсенче — Ҫӗмӗрле хулинчи 8-мӗш шкул-гимназири вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ.
  • 1999—2001 ҫулсенче — Ҫӗмӗрле хулинчи ДЮСШ вӗренӳ пайӗ енӗпе директор ҫумӗ.
  • 2001—2008 ҫулсенче — Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн вӑй-хал культурипе спорт пайӗн пуҫлӑхӗ.
  • 2008 ҫулхи ҫу—авӑн уйӑхӗсем — Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ политика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ.
  • 2008, авӑн — 2010, авӑн — Чӑваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрӗн ҫумӗ.
  • 2010, авӑн—чӳк – Чӑваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, Чӑваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрӗн ҫумӗ.
  • 2010—2012 ҫулсенче — Чӑваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
  • 2012—2013 ҫулсенче — Чӑваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрӗ.
  • 2013—2015 ҫулсенче — Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ.
  • 2015 ҫултанпа — «Честр-Групп» инвестиципе строительство компанийӗ» акционерсен обществин коммерци директорӗ[1].

Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн пайташӗ[2].

Депутат ӗҫӗ-хӗлӗ

2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн улттӑмӗш суйлавӗн депутатне суйланнӑ (10-мӗш Ҫӗмӗрле пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе)[1].

Патшалӑх Канашӗн Бюджет, финанс тата куланай комитечӗн, Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этикин комитечӗн пайташӗ пулнӑ.

2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш суйлавӗн депутатне суйланнӑ (10-мӗш Ҫӗмӗрле пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе)[1].

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫурт-йӗр политики тата инфратытӑм аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн экономика политики, бюджет, финанс тата куланай енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ[1].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Мельников Сергей Владимирович (с 19.09.2021) (выр.). Государтсвенный Совет Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
  2. ^ Мельников Сергей Владимирович (выр.). Всероссийская политическая партия «Единая Россия». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Скородумов, Н. Г. Мельников Сергей Владимирович / Н. Г. Скородумов // Чувашская спортивная энциклопедия / Н. Г. Скородумов. — Чебоксары, 2012. — С. 247;
  • Скородумов, Н. Г. Мельников Сергей Владимирович / Н. Г. Скородумов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се.

Темӑпа ҫыхӑннисем