Николаев Анатолий Арсентьевич
Николаев Анатолий Арсентьевич (ҫур. 1965 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ, Нӑрваш Шӑхаль, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — патшалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ (2006—2012), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1965 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Амӑшӗ — Николаева Зоя Гавриловна. Ашшӗ — Николаев Арсентий Андреевич.
1982 ҫулта Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ, Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх институтне вӗренме кӗнӗ. Институтра вӗреннӗ вӑхӑтрах, 1982 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен 1983 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен «Урожай» ирӗклӗ спортобществӑн(выр.)чăв. Шупашкар райканашӗн ачасемпе ҫамрӑксен спортшкулӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе тренер-преподаватель пулса ӗҫленӗ[1].
1983 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен 1985 ҫулхи ака уйӑхӗччен Совет Ҫарӗн ретӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1985—1987 ҫулсенче — Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх институчӗн студенчӗ.
1987 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен тренер ӗҫӗнче:
- 1987, кӑрлач — 1987, утӑ — «Урожай» ирӗклӗ спортобществӑн Шупашкар райканашӗн ачасемпе ҫамрӑксен спортшкулӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе тренер-преподаватель;
- 1987, утӑ — 1987, юпа — профсоюзсен ирӗклӗ физкультурӑпа спорт обществин облаҫ канашӗн тренер-преподавателӗ;
- 1987, юпа — 1988, чӳк — профсоюзсен ирӗклӗ физкультурӑпа спорт обществин облаҫ канашӗн ачасемпе ҫамрӑксен спортшкулӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе тренер-преподаватель;
- 1988, чӳк — 1990, ака — профсоюзсен ирӗклӗ физкультурӑпа спорт обществин облаҫ канашӗн спортклубӗн инструкторӗ;
- 1990, ака — 1992, раштав — «Динамо»(выр.)чăв. чӑваш автономиллӗ республика канашӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӗҫлекен тренер-преподавателӗ;
- 1992, раштав — 2000, раштав — Чӑваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти олимп резервӗн ятарлӑ вӑтам училищинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе тренер-преподаватель;
- 2000, раштав — 2005, чӳк — Чӑваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министерствин Республикӑри хӑвӑрт утакансен спорт шкулӗн тренер-преподавателӗ;
- 2005, чӳк — 2006, юпа — Чӑваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти олимп резервӗн ятарлӑ вӑтам училищинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе тренер-преподаватель[2].
Унӑн вӗренекенӗсем хушшинче тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗсем — 10 ҫухрӑма хӑвӑрт утас енӗпе пӗрре мар тӗнче тата Европа рекордсменӗ, Олимп вӑййисен чемпионӗ (1996) тата кӗмӗл призёр (1992) Елена Николаева; 20 ҫухрӑма хӑвӑрт утас енӗпе XXVII Олимп вӑййисен (2000)(выр.)чăв. бронза призёрӗ, Тӗнче Кубокӗн бронза призёрӗ, Европа чемпионачӗн кӗмӗл призёрӗ Владимир Андреев.
2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи ута уйӑхӗн 21-мӗшӗччен тата 2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 26-мешӗнчен пуҫласа 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен – Чӑваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрӗ[1].
Харпӑр пурнӑҫ
Авланнӑ, пӗр хӗр ҫитӗнтернӗ.
Мӑшӑрӗ — XXVI Олимп вӑййисен (1996)(выр.)чăв. чемпионӗ, XXV Олимп вăййисен (1992)(выр.)чăв. кӗмӗл призёрӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Николаева Елена Николаевна.
Хисепӗсем
- «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ(выр.)чăв. II степенӗ (1997);
- Чӑваш Республикин Хисеп грамоти (1996);
- Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ тренерӗ(выр.)чăв. (1993);
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ физкультурӑпа спорт ӗҫченӗ (2000);
- «Физкультурӑпа спорт отличникӗ» паллӑ(выр.)чăв. (1996);
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ физкультура ӗҫченӗ(выр.)чăв. (2007);
- Ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ(выр.)чăв.[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Н. Г. Скородумов. Николаев Анатолий Арсентьевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
- ^ Анатолий Арсентьевич Николаев (выр.). https://gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
Вуламалли
- Скородумов, Н. Г. Николаев Анатолий Арсентьевич / Н. Г. Скородумов // Чувашская спортивная энциклопедия / Н. Г. Скородумов. — Чебоксары, 2012. — С. 46;
- Скородумов, Н. Г. Николаев Анатолий Арсентьевич / Н. Г. Скородумов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 232-233;
- Спортивная энциклопедия Батыревского района. — Чебоксары: «Новое время», 2019. — 176 с., илл., — С. 99;
- Николаев, А. А. Чӑваш Ен — спорт пысӑк ӑмӑртӑвӗсен лапамӗ / А. А. Николаев ; Е. Маркова ҫырса илнӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2011. — 29 юпа — 3 чӳк (№ 42). — С. 5;
- Николаев Анатолий Арсентьевич // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 155;
- Николаев, А. А. Условия для занятий спортом — для всех и каждого / А. А. Николаев ; [записала] П. Андреева // Республика. — 2011. — 5 окт. (№ 40). — С. 4.