Вишняков Павел Александрович
| Вишняков Павел Александрович | |
|---|---|
| | |
|
| |
| 1953нчен — 1954, ҫӗртме | |
| Умӗнхи | Осипов Яков Осипович |
| Хыҫӗнхи | Солдатченко Николай Александрович |
|
|
|
| Ҫуралнӑ |
1912 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ |
| Вилнӗ |
1999 ҫулхи акан 1-мӗшӗ (86 ҫул) |
| Парти | КПСС |
| Пӗлӳ илни | |
| Хисепӗсем | |
Вишняков Павел Александрович (1912 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ, Вербилки хула поселенийӗ[d], Талдом районĕ — 1999 ҫулхи акан 1-мӗшӗ, Шупашкар) — патшалӑх ӗҫченӗ, спорт йӗркелӳҫи, 1953—1954 ҫулсенче Чӑваш АССР физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ пулнӑ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1912 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускав кӗпӗрнинчи Вербилки ялӗнче (халӗ Мускав облаҫӗн Талдом хула округӗнчи Вербилки(выр.)чăв. посёлокӗ) ҫуралнӑ[1].
1934 ҫулта Мускав вӑй-хал культурин институтне(выр.)чăв. вӗренсе пӗтернӗ. Мускав облаҫӗнче спорт инструкторӗ пулса вӑй хунӑ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, ҫыхӑну ҫарӗсенче Байкал лешьен фрончӗ йышӗнче хӗсметре тӑнӑ, рота командирӗ пулнӑ[1].
1946—1953 ҫулсенче Якут АССР физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗн ҫумӗ, 1953—1954 ҫулсенче Чӑваш АССР физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ, 1954—1957 ҫулсенче Чӑваш АССР физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн «Труд»(выр.)чăв. тата «Спартак» ирӗклӗ спорт обществисен(выр.)чăв. Чӑваш облаҫ канашӗсен вӗренӳпе спорт пайӗн заведующийӗ пулса ӗҫленӗ[1].
1999 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[1].
Хисепӗсем
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль(выр.)чăв.;
- «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медаль(выр.)чăв.;
- «СССР Физкультурӑпа спорт отличникӗ» паллӑ(выр.)чăв.[1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Председатели : [о первых руководителях гос. органов в области физ. культуры и спорта] // Почтовый экспресс. — 2010. — 26 мая — 1 июня (№ 21). — С. 13 : фот.;
- Скородумов, Н. Г. Вишняков Павел Александрович / Н. Г. Скородумов // Чувашская спортивная энциклопедия / Н. Г. Скородумов. — Чебоксары, 2012. — С. 247 : фот.
Каҫӑсем
- Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1912 ҫулта ҫуралнисем
- Мускав облаçĕнче çуралнисем
- Акан 1-мӗшӗнче вилнисем
- 1999 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медале тивӗҫнисем
- Физкультурӑпа спорт отличникӗсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Чӑваш Республикин министрӗсем