Богаратов Михаил Викторович

Богаратов Михаил Викторович (ҫур. 1958 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ, Княгинино[d], Чулхула облаçĕ) — патшалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ (2018—2020).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1958 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Княгинино районӗн Княгинино поселокӗнче (халӗ — Княгинино(выр.)чăв. хули) ҫуралнӑ. Ашшӗ — офицер, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи погранзастава пуҫлӑхӗ пулнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухне тӗрлӗ спорт тӗсӗсемпе кӑсӑкланнӑ. 1979 ҫулта Ленинградри физкультурӑпа спорт ҫар институтне(выр.)чăв. вӗренсе пӗтернӗ.

1979—1980 ҫулсенче Чулхулари 6663-мӗш ҫар чаҫӗн, 1980—1985 ҫулсенче Хусанти прапорщиксен тӗп шкулӗн, 1985—1992 ҫулсенче Хусанти 7474-мӗш ҫар чаҫӗн, 1992—1995 ҫулсенче Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫӗн вӑй-хал хатӗрленӗвӗпе спорт пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. 1995—2014 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен министерствин Атӑлҫи шалти ҫарсен округӗн (Шупашкар) тӗп тренерӗ пулнӑ[1].

1995—1996 ҫулсенче Чечен Республикинче служба командировкинче уйрӑм батальон командирӗ пулса хӗсмет тивӗҫне пурнӑҫланӑ.

2015—2018 ҫулсенче — Чӑваш Республикин футбол федерацийӗн президенчӗ[1].

2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа (2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 29-мӗшӗччен — министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан) 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ пулнӑ[2][3].

Спортри ҫитӗнӗвӗсем

  • 40 ҫултан аслӑрах ветерансен хушшинче футбол енӗпе Чӑваш Республикин темиҫе хут чемпионӗ;
  • 40 ҫултан аслӑрах ветерансен хушшинче футбол енӗпе Чӑваш Республикин Кубокӗн темиҫе хут ҫӗнтерӳҫи;
  • 60 ҫултан аслӑрах ветерансен хушшинче футбол енӗпе «Московия» (Мускав) команда йышӗнче Раҫҫей чемпионӗ (2021);
  • 60 ҫултан аслӑрах ветерансен хушшинче футбол енӗпе «Волга» (Шупашкар) команда йышӗнче Раҫҫей чемпионачӗсен икӗ хутчен бронза (2019, 2022) призёрӗ;
  • 2019 ҫулхи 60 ҫултан аслӑрах ветерансен хушшинче футбол енӗпе Раҫҫей первенствинче чи хаклӑ футболист тесе йышӑннӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Н. С. Головина. Богаратов Михаил Викторович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  2. ^ В Чувашии – новый министр (выр.). ИА «Регнум» (6 чӳкӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  3. ^ Министра спорта Чувашии отправили в отставку (выр.). Аргументы и Факты (2 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем