Анисимов Николай Иванович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Анисимов Николай Иванович
Çуралнă вăхăт 1957 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ(1957-01-21) (68 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх

Анисимов Николай Иванович (1957 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗ, Вӑрӑмхӑва ялӗ, Елчӗк районӗ, Чӑваш АССР) — ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР спорт мастерӗ (1982), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ (1998), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ (2001), биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (2011), доцент (2009).

(1957 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Вӑрӑмхӑва ялӗнче ҫуралнӑ. Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпари вӑтам шкула (1974), И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне (1979) вӗренсе пӗтернӗ. 1979-1981 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервен училищинче, Шупашкарти А. Игнатьев ячӗллӗ спортри ҫӳллӗ ӑсталӑх шкулӗнче тренер пулса ӗҫленӗ. 2011 ҫултанпа И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи спортклуба ертсе пырать.

Спортри ҫитӗнӗвӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Буревестник" ДСОн Чӑваш облканашӗн ачасемпе ҫамрӑксен шкулӗн воспитанникӗ. 3000 метра чӑрмавсемпе чупассипе Чӑваш АССР чемпионӗ (1982-1983), ВЦСПС тата "Спартак" ДСОн Раҫҫей канашӗн чемпионачӗсен кӗмӗл призёрӗ (1981-1982). 10 ытла спорт мастерӗпе спорт мастерӗн кандидатне ҫитӗнтернӗ. Вӗсен шутӗнче тӗнче чемпионкине, XXVII Ҫуллахи Олимпиадӑна (2000) хутшӑннӑ Ольга Егорована, Европа тата Раҫҫей первенствисен ҫӗнтерӳҫине Ольга Россеевана. 2004 ҫулта XXVIII Ҫуллахи Олимпиадӑна Раҫҫей пӗрлештернӗ командин хӗрарӑм ҫӑмӑл атлетсен ушкӑнӗн аслӑ тренерӗ пулса хутшӑннӑ.

Егорова Ольга Николаевна тӗнче чемпионкин мӑшӑрӗ.