Павлов Василий Иванович
Василий Иванович Павлов (ҫур. 1951 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ, Кĕтеснер, Вӑрмар районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш драма артисчĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1987), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2000). РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ (2008). «Чěнтěрлě чаршав» театр парни лауреачĕ. В. Митта ячĕллĕ парне лауреачĕ.
Пурнӑҫĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Павлов В.И. 1951 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерте нумай ачаллă колхозник çемйинче çуралнă. Шкул çулĕсенче, пĕрремĕш класранах, стена хаçачĕ кăларма хутшăннă. Пурте Василий ӳнерçĕ пулать тесе шутланă.
1967 çулхи юпа уйӑхӗнче Павловăн пурнăç урапи пачах урăх еннелле пăрăнать. Вăтам шкула вĕренме пăрахса театрта ĕçлеме пуçланине ниепле те ĕненес килмен. В. Павлова тӳрех икĕ роль шанса параççĕ — паж тата маркиз де Падетруа («Золушка»). Пукане труппинче тăватӑ çул ĕçленӗ. Василий Иванович пĕлӳ çителĕксĕррине туять, анчах вĕренме каяс вырăнне унăн салтак атти тăхăнма тивет.
В. Павлов Чӑваш культурӑпа ҫутӗҫ училищинчен (халӗ Чӑваш Республикин культура училищи) вӗренсе тухнӑ. 1967—1971 ҫулсенче Чӑваш Республикин пукане театрӗнче ӗҫленӗ. 1971—2023 ҫулсенче – Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче. Наци, вырӑс классикинчи тата тӗнче драматургийӗнчи 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Театрпа Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Самар, Чӗмпӗр, Пенза, Тюмень, Оренбург облаҫӗсенчи хуласемпе ялсенче, Мускав тата Санкт-Петербург хулисенче, Раҫҫей Федерацийӗн ытти регионӗсенче ҫулсерен театр труппипе гастрольсенче ҫӳренӗ.
Тӗп рольсем: Бусыгин («Аслǎ ывǎл» А. Вампилов), Прокопий Ефремович («Ехрем хуҫа» А. Кипеч), Айтар («Айтар» П. Осипов), Тискер («Аслати» А. Островский), Шурсухал («Кӗмӗл тумлӑ ҫар», М. Карягина), мучи («Кая юлнӑ юрату» Ф. Буляков), Ванькка («Чӑн телей юратура» А. Пӑртта), Александр Ильич («Кир ӑҫта та пӗр хӗвел» А. Пӑртта), Лир патша («Лир патша» У. Шекспир), Семеныч («Ах, хуняма, хуняма, е Улми улмуҫҫиҫинчен …» С. Белов) тата ыттисем те[1].
«Чӑвашкино» тата уйрӑм чӑваш кинорежиссёрсем (В. Оринов, В. Карсаков, М. Никитин тата ыттисем те) ӳкернӗ фильмсенче вылянӑ.
2023 ҫултан — тивӗҫлӗ канура.
2024 ҫулхи пуш уйӑхӗнче В. Павлова ӗмӗр тӑршшӗпе уйӑхсерен Чӑваш Республикин культурипе ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ятарлӑ пособине тӳлесе тӑма йышӑннӑ[2].
Хисепӗсем
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1987);
- Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2000);
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивĕçлĕ артисчĕ (2008)[3];
- «Чěнтěрлě чаршав» театр парни лауреачĕ;
- В. Митта ячĕллĕ парне лауреачĕ;
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2018)[4].
Ӑнлантарусем
- ^ Деятели культуры и искусства : Артисты и музыканты : Павлов Василий Иванович. nasledie.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
- ^ О назначении ежемесячного пожизненного государственного пособия за особые заслуги в развитии культуры Павлову В.И. (выр.). Сетевое издание «право21.рф» (25 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Актер ТЮЗа Василий Павлов удостоен почетного звания «Заслуженный артист Российской Федерации» (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (18 чӳкӗн 2008). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Поздравляем Василия Павлова и Александра Степанова с высокими наградами! (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (10 акан 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.
Вуламалли
- Андреев, П. Артист вылять тееççĕ... / П. Андреев // Ялав. – 1994. – № 9. – С. 16-17;
- Арсентьев, И. Лидия Красова, Полина Владимирова-Чамжаева, Василий Павлов, Вячеслав Оринов – Митта премийĕн лауреачĕсем! / И. Арсентьев // Çамрăксен театрĕ. – 2003. – Ака (№ 6). – С. 3;
- Владимирова-Чамжаева, П. «Кашни – Принц е Принцесса...» / П. Владимирова-Чамжаева, В. Павлов ; И. Иванов калаçнă // Çамрăксен театрĕ. – 2003. – Кăрлач (№ 4). – С. 1, 2;\
- Павлов, В. Асаплă та асамлă тĕнчере / В. Павлов ; Н. Смирнова çырса илнĕ // Хыпар. – 1998. – 31 пуш;
- Павлов, В. «Вăхăтлăх йăпанушăн çемье аркатмастăп» / В. Павлов ; Л. Али калаçнă // Капкăн. – 2004. – 16 раштав (№ 47-48). – С. 5;
- Павлов, В. И. «Артист ӗҫӗ... асамлӑ та асаплӑ» / В. И. Павлов ; [калаҫаканӗ] О. Австрийская // Самант. – 2012. – № 10. – С. 19;
- Павлов, В. И. Пӗтӗм пурнӑҫ театр тавра йӗркеленсе пырать / В. И. Павлов ; Н. Смирнова калаҫнӑ // Хыпар. – 2016. – 7 юпа. – С. 12;
- Павлов, В. И. «Театр – манӑн шӑпа, хӗрес» / В. И. Павлов ; Н. Смирнова калаҫнӑ // Хыпар. – 2011. – 15 пуш. – С. 4;
- Павлов, В. И. «Театр – юнӑмра, чунӑмра...» : [автобиогр.] / В. И. Павлов // Тӑван Атӑл. – 2011. – № 4. – Прил.: с. 1-5. – (Сунтал);
- Цыфаркин, В. Артист пулма ҫӑмӑл мар / В. Цыфаркин // Хӗрлӗ ялав (Вӑрмар р-нӗ). – 2011. – 11 пуш. – С. 8 : фот.;
- Цыфаркин, В. E. В. И. Павлов // Цыфаркин, В. E. Пирĕн ентешсем – ӳнер ĕçченĕсем / В. E. Цыфаркин. – Вăрмар, 1991. – С. 39-40;
- Юратнӑ ӗҫ – телей! : [Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Иванович Павлов ҫинчен] // Ҫамрӑксен театрӗ. – 2011. – № 13. – С. 5;
- Говорова, Н. Д. Павлов Василий Иванович / Н. Д. Говорова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 355;
- Павлов, В. И. Годы ушедшие, годы прекрасные / В. И. Павлов // СЧ–Экран. – 1998. – 13-19 апр. – С. 2;
- Павлов, В. Судьба героя-любовника в провинции – быть всегда в центре внимания / В. Павлов ; записала Н. Иванова // Молодеж. курьер. – 2000. – 21-27 дек. (№ 49). – С. 15;
- Демидова, С. Блистательный актер и профсоюзный лидер / С. Демидова // Время. – 2016. – 25 марта – 7 апр. (№ 6). – С. 3-4 : фот.;
- О награждении государственными наградами Российской Федерации : указ Президента Российской Федерации [от 12 ноября 2008 года, № 1605] // Вести Чувашии. – 2008. – 22 ноября (№ 45). – С. 1;
- Алексеева, И. Пӗчӗк чухнех ял-йыша концертпа савӑнтарнӑ : [Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Василий Иванович Павлов ҫинчен] / И. Алексеева // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. – 2016. – 25 нарӑс (№ 7). – С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.