Пулхăр чĕлхи
- Пăлхарин паянхи чĕлхине шырасан пăлхар чĕлхи статьяна уçса пăхăр
Пулхар чĕлхи (протопăлхар, прапăлхар, авалхи пăлхарсен чĕлхи, авалхи пăлхар) — темиçе çывăх пĕртăван Балканра, Вăтам Атăлçи тата Çурçĕр Кавказри пулхар йăхĕсен чĕлхи.
Пулхарсен чĕлхи хальхи чăваш чĕлхипе пĕрле тĕрĕк йышĕнчи пулхар ушкăнне кĕрет.
Кун-çулĕ
Малтанхи пулхар чĕлхи, V ĕмĕрте Азов тинĕсĕн таврашĕнче сарăлнă, хăй хыççăн çыру палăкĕсене хăварман.
Танай пулхар чĕлхи
VII—X ĕмĕрсенче Балканра саралнă. Унăн глосĕсем юлнă, çаплах вăл хальхи Балкан чĕлхисенче, хункăр чĕлхине кĕрсе юлнă.
Атăл-пулхар чĕлхи
VIII ӗмӗртенпе атăл-пулхар чĕлхи Атӑлта саралнă. Арап графикипе çырнă XIII—XIV ӗмӗрсенчи эпитафисене Атăлçи Пăлхар çĕрĕсенче тупнă. Çак ротацисăмлă дж-диалект пулать.
| Атăл-пулхар сăмахĕ | Транслитераци тĕслĕхĕ | Хальхи чăваш аналогĕ | Хальхи тутар аналогĕ | Вырăсла пĕлтерĕшĕ |
|---|---|---|---|---|
| هیر | хир | хĕр | кыз | дочь, девушка |
| اول | авл | ывăл | ул | сын |
| آیح | айх | уйăх (ойăх) | ай | месяц |
| جال | джал | çул (çол, ~кăçал) | ел | год |
| تواتو، تواتة | туату, туата | тăват(тă) | дүрт | четыре |
| آلط، آلطی | алты, алт | ултă (олтă), улт (олт) | алты | шесть |
| جتی، جیات | джиат, дж-ти | çич, çичĕ | җиде | семь |
| سکر | с-к-р | сак(к)ăр | сигез | восемь |
| طحر، طحور | т-хур, т-х-р | тăх(х)ăр | тугыз | девять |
| وان | ван | вун (вон), вунă (вонă) | ун | десять |
| جیریم، جرم | джирим, дж-р-м | çирĕм | егерме | двадцать |
| ووطر | вут-р | вăтăр | утыз | тридцать |
| جور | джур | çĕр | йөз | сто |
Литература
- Булгарский язык // БРЭ. Т.4. М.,2006.
- Benzing J. Das Hunnische, Donaubolgarische und Wolgabolgarische (Sprachreste) // PhTF. T 1, 1959
- Хакимзянов Ф. С. Язык эпитафий волжских булгар. М., 1978
- Хакимзянов Ф. С. Булгарский язык // Языки мира. Тюркские языки. — М., 1997.
- Мудрак О. А. Заметки о языке и культуре дунайских булгар // Orientalia et Classica VI, Аспекты компаративистики 1. М., 2005. pdf
- Inscriptions and Alphabet of the Proto-Bulgarians, by Peter Dobrev