Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Уяв
Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунӗн символӗ
Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунӗн символӗ
Тӗсӗ Тӗнче шайӗнчи
Официаллӑ International Men's Day
Палӑртаҫҫӗ кашни ҫул
Кун чӳк, 19
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунӗ (акăл. International Men's Day, IMD) — ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче палӑртакан тӗнче шайӗнчи уяв. Ӑна чи малтан 1999 ҫулта Тринидад тата Тобагора уявланӑ. Каярахпа ҫак уява Австралире, Кариб бассейнӗнчи, Ҫурҫӗр Америкӑри, Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫри, Европӑри тата ООН ҫӗршывӗсенче палӑртма тытӑннӑ[1][2].

Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунне йӗркелес шухӑшӑн тӗллевсем — арҫынсене гендер тӗлӗшӗнчен дискриминациленине тата арлӑх танмарлӑхӗн проблемине тимлӗх уйӑрасси. Уява йӗркелекенсем арҫын ачасемпе кирек хӑш ӳсӗмри арҫынсен сывлӑхне упраса хӑварасси ҫине[2][3][4][5] тата арҫынсем кил-йышра тата ачасене ӳстерме лайӑх витӗм кӳни ҫине пусӑм тунӑ[3][6][7]. ЮНЕСКО-н общественноҫпа ҫыхӑну тытакан Женевӑри бюро директорӗ Ингеборг Брейнес (ҫавӑн пекех унччен вӑл «Хӗрарӑмсем тата гендерла танмарлӑх» программӑн ертӳҫи пулнӑ) ЮНЕСКО ячӗпе тухса каланӑ май ҫапла палӑртнӑ: «Ку — гендерла танмарлӑха лайӑхлатма май паракан питӗ лайӑх шухӑш». Ҫавӑн пекех вӑл ЮНЕСКО малашне IMD йӗркелӳҫӗсемпе пӗрле килӗштерсе ӗҫлессе шаннине палӑртнӑ[1][2].

Хальхи вӑхӑтра уява тӗнчери 59 ытла ҫӗршывра уявлаҫҫӗ, ҫав шута Беларуҫ[8], Раҫҫей[8], Украина[8], Аслӑ Британи, Канада, Дани, Норвеги, Франци, Итали, Ирланди, Австрали, Инди, Китай, Тринидад тата Тобаго, Ямайка, Румыни, ЮАР, Танзани, Зимбабве, Ботсвана, Сейшел утравӗсем, Бурунди, Мэн утравӗ, Австри, Боснипе Герцеговина, Пакистан, Куба, Антигуа тата Барбуду, Сент-Китс тата Невис, Сент-Люси, Гренада тата Кайман утравӗсем, Венгри, Гана, Сингапур, Мальта, Израиль тата ытти ҫӗршывсем кӗреҫҫӗ.

Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунӗ пирки асӑнни чи малтан 1960-мӗш ҫулсенче тӗл пулать, ун чухне «нумай ҫын Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне палӑртнӑ пек Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунне нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче палӑртма чӗнет» тесе ҫырма пуҫланӑ. 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче нарӑс уйӑхӗнче АПШри организацисем пысӑк мар мероприятисем ирттернӗ, вӗсене Миссури-Канзас (акăл. Missouri–Kansas) хулин университечӗ ҫумӗнчи Арҫынсене тӗпчекен центра ертсе пыракан Томас Оастер (акăл. Thomas Oaster) профессор пуҫарнӑ пулнӑ. Оастер пулӑшнипе 1994 ҫулта уява ӑнӑҫлӑ палӑртма май килнӗ, анчах та 1995 ҫулхине вӑл тӑрӑшни ӑнӑҫсӑр пулнӑ, ҫапла май вӑл малашнехи ҫулсенче уявлассине планлама пӑрахнӑ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Австрали те уява йӗркелеме килӗшмен хыҫҫӑн ӑна паллӑ тӑвакан пӗртен-пӗр ҫӗршыв Мальта юлнӑ. 2009 ҫулччен ку патшалӑхра нарӑс уйӑхӗнче уява Мальтӑри арҫынсен прависемшӗн кӗрешекен ассоциаци пулӑшнипе ирттернӗ, кайран вара уяв вӑхӑтне ытти ҫӗршывсемпе пӗрле паллӑ тума чӳкӗн 19-мӗшне куҫарма йышӑннӑ[9].

Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунне уявлас шухӑша ПНО, ЮНЕСКО тата ытти ҫӗршывсем ырланӑ[10][11][12][13].

Ӑна чӳкӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче палӑртакан Тӗнче шайӗнчи арҫынсен кунӗпе тата хӑш-пӗр МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх юпан 22-мӗшӗнче официаллӑ мар шайра уявланӑ Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен нерв системине хӳтӗлемелли кунпа пӑтраштармалла мар[14][15].

Тринидад тата Тобаго[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чӳкӗн 19-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунне пӗрремӗш паллӑ тӑвакансем Тринидад тата Тобагора пурӑнакансем пулнӑ. Ҫак мероприятие Вест-Инди Университетӗнчи (штаб-хваттерӗ Порт-оф-Спейнра вырнаҫнӑ) Джером Тилуксингх тухтӑр (акăл. Dr. Jerome Teelucksingh) пуҫарнӑ, вӑлах ӑна уявлассине йӗркеленӗ. Ҫак уява ирттерессине сӑлтавласа Тилуксинг ҫапла каланӑ: «Арҫынсен шутланакан пӗр кун та ҫуккине ӑнлантӑм… Хӑш-пӗрисем Ашшӗ кунӗ пур-ҫке тейӗҫ, анчах та арҫын ачасем, яшсем тата ача ашшӗ пулса тӑма ӗлкӗренмен арҫынсем пирки мӗн калама пулать?» Обществӑри арҫынсен хисеплӗ вырӑнне кӑтарса паракан уявӑн пӗлтерӗшне ӑнланнӑ май Тилуксингх тухтӑр унӑн ашшӗ тӗслӗх вырӑнне хумалли ҫын пулнине туйса илнӗ, ҫавӑнпа та уяв валли вӑл чӳкӗн 19-мӗшне суйласа илнӗ, ҫак кун унӑн ашшӗ ҫуралнӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех чӳкӗн 19-мӗшӗнче ҫӗршывӑн вырӑнти футбол команди гендерлӑ, тӗн тата этнос тӗлӗшӗнчен мӗнпур хирӗҫӳсене татса пани те ҫак куна суйлама витӗм кӳнӗ[2]. Малалли ҫулсенче мероприятие Тилугсингх тухтӑр тата Citizens for a Better Trinidad and Tobago председателӗ Харрак Балрамсингх (акăл. Harrack Balramsingh) пӗрле йӗркелесе пынӑ.

Уява йӗркелекенсен шухӑшӗпе Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунӗ сывлӑха сыхлас, ҫемье прави, вӗрентӳ, МИХ тата ытти енчен арҫынсене дискриминацилесси, арҫынсем лайӑх витӗм кӳме пултарасси тата вӗсен ҫитӗнӗвӗсене кӑтартасси ҫине тимлӗх уйӑрмалла. Юлашки ҫулсенче Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунӗ вӑхӑтӗнче тӗрлӗ обществӑлла семинарсем, шкулсенче мероприятисем, радиопа телевиденири программӑсем, мирлӗ демонстрацисемпе шествисем, ҫавра сӗтелсем, ҫавӑн пекех арт-объект куравӗсем ирттерме тытӑннӑ. Ҫак куна уявламалли йӗркене ҫирӗп пӑхӑнни кирлех мар.

IMD чи малтанхи хут уявланӑскерсем ҫак кун Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗн тӳрӗ аналогӗ пулманнине, ӑна арҫынсем хушшинче тӗл пулакан йывӑрлӑхсем ҫине тимлӗх уйӑрма йӗркелени пирки аса илтереҫҫӗ[16][17].

Кашни ҫул уяв вӑхӑтӗнче актуаллӑ темӑсене сӳтсе явма сӗнеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2002 ҫулта тематика тӗнчере тӑнӑҫлӑх йӗркелесси пулнӑ, 2003 ҫулта — арҫын сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ, 2007 — сипленӳпе каҫару ыйтассипе, 2009 ҫулта вара — арҫынсен позитивлӑ сӑнарӗпе. Ҫак темӑсене ҫирӗп пӑхӑннине ыйтмаҫҫӗ, унсӑр пуҫне уявлакансем вырӑнти проблемӑсене татса пама хӑйсен темисемпе тухса калаҫма пултараҫҫӗ.

2009 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунне йӗркеленӗ май ҫакӑн пек тӗллевсене ҫирӗплетнӗ[18][19]:

  • Арҫынсен позитивлӑ сӑнарне хавхалантарасси. Ку тӗлӗшпе киноҫӑлтӑрсемпе спортсменсене кӑна мар чапа кӑлармалла, тивӗҫлӗ те тӳрӗ кӑмӑллӑ пурнӑҫ ирттерекен ахаль ҫынсен пурнӑҫне те хисепе кӑлармалла.
  • Обществӑна, патшалӑха, ҫемьене, мӑшӑрлӑ пурнӑҫа, ачасене ӳстерессине тата тавралӑха илем кӳрем тӗлӗшпе арҫынсен тӳпине палӑртмалла.
  • Арҫын сывлӑхӗ ҫине тата социаллӑ, кӑмӑл-туйӑм, вӑй-хал, ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен ырлӑх ҫине тимлӗх уйӑрмалла.
  • Социаллӑ пулӑшу, социаллӑ хутшӑнусем тата право тӗлӗшӗнчен арҫынсем тӗлӗшпе дискриминаци пуррине палӑртмалла.
  • Арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинчи хутшӑнусене лайӑхлатмалла, гендер тӗлӗшӗнчен пӗртанлӑха тивӗҫтермелле.
  • Хӑрушсӑр та лӑпкӑрах тӗнче йӗркелемелле, унта пурӑнакан ҫынсен хӑйсен вӑй-хӑватне туллин уҫса пама пултармалла.

Малалли ҫулсенче палӑртнӑ тӗллевсем:

  • 2011 — «Пурнӑҫ пуҫламӑшӗнче арҫын ачасене чи хӑтлӑ условисем туса парасси»
  • 2012 — «Арҫынсемпе ачасемшӗн вӑрӑм та телейлӗ, сывӑ пурнӑҫ туса парасси»
  • 2013 — «Арҫынсемпе ачасене хӑрушлӑхран упрасси»
  • 2014 — «Арҫын ачасемпе арҫынсем перле ӗҫлени»
  • 2015 — «Ача ҫуратаслӑх енӗпе арҫынсен майӗсене анлӑлатас ӗҫ»
  • 2016 — «Арҫынсем хушшинче хӑйсен ҫине алӑ хурассине чарар». Пур ҫӗршывра та, Китая шута илмесен, арҫынсем хӑйсем ҫине алӑ хунисен шучӗ хӗрарӑмсеннинчен пысӑкрах, хӑш-пӗр патшалӑхра пӗр хӗрарӑм пуҫне ултӑ арҫын таран тивет, пур патшалӑхра та арҫынсен пурнӑҫ тӑршшӗ хӗрарӑмсеннинчен кӗскерех. Ҫак тӗллевпе «Арҫыннӑн сывлӑхне сыхлас енӗпе пурнӑҫлакан пысӑк ӗҫсем» организаци (GAMH) Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ тата обществӑн сывлӑхне сыхлакан ытти тӗнчери органӗсем, ҫавӑн пекех хӑшпӗр ҫӗршывсен правительствисем арҫын ачасем арҫынсем тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусен анлӑшне ӑнланса илессе, вӗсене татса пама тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасса шанать. Ҫак ӗҫ хӗрарӑмсемпе хӗрачасен сывлӑхне лайӑхлатас ӗҫе малалла тӑснипе пӗрле пурнӑҫланмалла.
  • 2017 — «Арҫын ачасемпе арҫынсен мӗнпур енлӗ хӑйсене кӑтартнине уявлани».
  • 2018 — «Арҫынсен тӗслӗх илмелли ырӑ сӑнарӗсем»
  • 2019 — «Арҫын ачасемпе арҫынсемшӗн улшӑнусене лайӑх енне тӑвасси»
  • 2020 — «Арҫын ачасемпе арҫынсен сывлӑхне лайӑхлатасси»
  • 2021 — «Арҫынсемпе хӗрарӑм хушшинчи хутшӑнусене лайӑхлатасси»

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2 UNESCO comes out in Support of International Men’s Day // The Trinidad Guardian. — 2001.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Интервью с доктором Джероме Тилуксингхом 2011 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ 1, 2 International Men’s Day — Do we care? // Пресс-релиз Men’s Health & Wellbeing Association (MHWA) ACT — 2004.
  4. ^ Join in Celebrating International Men’s Day, by Harrack Balramsingh — письмо в редакцию Cayman Net News от 13 ноября 2001 года
  5. ^ International Men’s Day Global Website: Trinidad and Tobago 2010 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ. (Тилуксингх тухтӑр IMD тӗллевӗсем пирки ҫырса хӑварнинчен)
  6. ^ International Men’s Day on 19 of November to highlight plight of men, (2007) Outlook India 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ International Men’s Day Global Website Archive 2003—2006 2011 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ., 2005-2006 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  8. ^ 1, 2, 3 Thompson, J. 'International Men’s Day: The Making of a Movement', Soul Books, 2010
  9. ^ International Men’s Day: Мальта. Пӑхнӑ кун: 6 Ҫу уйӑхӗн 2011. оригиналтан архивланӑ 12 Ҫу уйӑхӗн 2011 ҫул.
  10. ^ Roger D. Ramcharitar. UWI student hosts seminar // The Trinidad Guardian. — 1999.
  11. ^ Tomorrow is International Men's Day // Newsday. — 2000.
  12. ^ International Men’s Day observed for the 4th consecutive year in TT // CBTT. — 2002.
  13. ^ Addicts need treatment, not jail // The Trinidad Guardian. — 2007.( ӗҫлемен каҫӑ)
  14. ^ Тая Найденко. Внимание, сегодня - международный день защиты мужской нервной системы (2018). Пӑхнӑ кун: 28 Юпа уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 28 Юпа уйӑхӗн 2019 ҫул.
  15. ^ 22 октября — Международный день защиты мужской нервной системы от насильственных действий со стороны женщины (2019). Пӑхнӑ кун: 28 Юпа уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 28 Юпа уйӑхӗн 2019 ҫул.
  16. ^ CBTT co-hosts 2nd International Men’s Day, CBTT News Archives. Пӑхнӑ кун: 6 Ҫу уйӑхӗн 2011. Архивланӑ 4 Пуш уйӑхӗн 2009 ҫул.
  17. ^ IMD Global Website: Interview with Jerome teelucksingh — 2009 2010 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  18. ^ International Men’s Day global website. Пӑхнӑ кун: 23 Нарӑс уйӑхӗн 2010. Архивланӑ 13 Нарӑс уйӑхӗн 2010 ҫул.
  19. ^ International Men’s Day Equality and Diversity Statement. Пӑхнӑ кун: 6 Ҫу уйӑхӗн 2011. оригиналтан архивланӑ 4 Ака уйӑхӗн 2011 ҫул.

internationalmensday.com(акăлч.) — Пӗтӗм тӗнчери арҫынсен кунӗ официаллă сайчӗ