Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун
| Ачасене хӳтӗлемелли кун | |
|---|---|
| Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунӑн ялавӗ | |
| Тӗсӗ | Тӗнче шайӗнчи уяв |
| Официаллӑ | Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун |
| Урӑхла | Ачасене хӳтӗлемелли кун |
| Йӗркеленӗ | 1949 ҫулта Парижра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен демократиллӗ федерацийӗн конгресӗ йышӑннипе |
| Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
| Кун | ҫӗртмен 1-мӗшӗ |
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун (акăл. International Day for Protection of Children) — 1949 ҫултанпа тӗнчери чылай ҫӗршывра ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче[1][2] (хӑш-пӗр ҫӗршывра — чӳкӗн 20-мӗшӗнче[3]) паллӑ тӑвакан уяв.
Унӑн тӗп тӗллевӗ — тӗнчере ачасен прависене пӑсни, вӗсен пурнӑҫ правине, ирӗклӗ шухӑшлавне, ҫавӑн пекех пусмӑрланинчен, эксплуатациленинчен тата дискриминацирен хӳтӗлесси[4]. 1950 ҫултанпа ПНО ачасен прависене хӳтӗлессине тӗнче шайӗнче приоритетлӑ тӗллевсенчен пӗри тесе официаллӑ майпа пӗлтернӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунта чылай ҫӗршывпа патшалӑхра музыка концерчӗсем, спортпа кану мероприятийӗсем[5], ачасене пулӑшма пулӑшакан тӗрлӗ ыркӑмӑллӑх акцийӗсем иртеҫҫӗ[6]: йывӑр чирлисене[7], тӑлӑх тата ача ҫурчӗсенчи ҫул ҫитменнисене, сахал тупӑшлӑ ҫемьерисенчи шкул ачисемпе шкул ҫулне ҫитменнисене пулӑшасси[2].
Тӗнчери тӗрлӗ фондсен волонтёрӗсем ҫак кун тӗнчери экономика тӗлӗшӗнчен япӑх аталаннӑ патшалӑхсене гуманитарлӑ пулӑшу кӳрсе килессине йӗркелеҫҫӗ, ачасен йывӑрлӑхӗсем ҫине тимлӗх уйӑраҫҫӗ[8]. ХХI ӗмӗрте те ачасен прависене хӳтӗлесси, вӗсем выҫӑ ҫӳрени, вӗсене вӑйпа ӗҫлеттерни тата ытти йывӑрлӑхсем актуаллӑ[9].
Тӗнчере ачасен йывӑрлӑхне тимлӗх уйӑракан сахалтан та виҫӗ куна халалланӑ: Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ (чӳкӗн 20-мӗшӗ)[10], Агрессине пула шар курнӑ айӑпсӑр ачасен пӗтӗм тӗнчери кунӗ (ҫӗртмен 4-мӗшӗ)[11] тата Африка ачисене хӳтӗлемелли кун (ҫӗртмен 16-мӗшӗ)[12] пур.
Йӗркеленин историйӗ
1925 ҫулта, Женевӑра, Пӗтӗм тӗнчери ачасен ырлӑх-сывлӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен хӗрарӑмсен конференцийӗ ачасене пулӑшмалли куна йӗркелеме тата ӑна ҫулсерен ирттерме сӗннӗ[1]. Ҫапла май, 1926 ҫул тӗлне ӑна Мексикӑра, Турцире, Венгрире тата тӗнчери ытти ҫӗршывсенче паллӑ тунӑ[3][5].
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче тӗнче шайӗнче паллӑ тӑвакан Ачасене хӳтӗлемелли куна пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен демократиллӗ федерацийӗ (фр. Fédération démocratique internationale des femmes)[13] 1949 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче йӗркеленӗ. ПНО ҫак пуҫарӑва (Ача прависен Декларацине(выр.)чăв. йышӑннӑ) ырланӑ, ачасен прависене, пурнӑҫӗпе сывлӑхне хӳтӗлесси тӗнчери приоритетлӑ ыйтусенчен пӗри тесе пӗлтернӗ[1].
Ачасен тӗнче шайӗнчи прависене уҫҫӑн ҫирӗплетнӗ тӗп документ шутне 1989 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче ПНО йышӑннӑ, 1990 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗнче СССР ратификациленӗ[3] ача прависем ҫинчен калакан Конвенци кӗрет[14].
Ачасен прависене хӳтӗлессин тӗнче шайӗнчи йывӑрлӑх
ПНО 1950 ҫултанпа ачасен прависене хӳтӗлессине тӗнче шайӗнче приоритетлӑ тӗллевсенчен пӗри тесе официаллӑ майпа йышӑннӑ пулин те, вӗсен прависене хӳтӗленине ача прависем ҫинчен калакан конвенцире асӑннӑ пулсан та[14], ачасем выҫӑ ҫӳренин факчӗсем, тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывсенче вӗсене вӑйпа ӗҫлеттерни тата пусмӑрлани пур ҫӗрте те палӑрӑнать[1][15].
Тӗслӗхрен, 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче тӗнчери 160 млн ача (вӗсенчен 79 млн — хӑйсен сывлӑхне хӑрушлӑха кӑларса тӑратакан хӑрушӑ ӗҫе пурнӑҫланӑ) тара кӗрӗшсе ӗҫленӗ, ҫакӑ вӗсене телейлӗ ачалӑхсӑр тӑратса хӑварнӑ[9][16].
Ҫулталӑк хушшинче 1 млрд яхӑн ача вӑй-хал, арлӑх е психологи енчен пусмӑрланать. ВОЗ ертсе пынипе тӗнчери вунӑ организаци 2020 ҫулта «INSPIRE: ачасене пусмӑртан хӳтӗлемелли ҫичӗ стратеги» проект хатӗрленӗ[17].
ПНО пӗлтернӗ тӑрӑх (2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ) тӗнчери 15 ҫӗршывра 30 млн ытла ача апат ҫителӗклӗ ҫименнипе(выр.)чăв. аптӑрать (ҫав шутра 8 млн ытла ачан ӳт-пӗвӗ начарланса пырать)[18].
Уявлани
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунта чылай ҫӗршывсемпе патшалӑхсенче музыка концерчӗсем, спортпа кану мероприятийӗсем, ачасене пулӑшакан тӗрлӗ ыркӑмӑллӑх акцийӗсем иртеҫҫӗ[6], вӗсемпе усӑ курса йывӑр чирлекен[7], тӑлӑх тата ача ҫурчӗсенче пурӑнакан ҫул ҫитменнисене, сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи шкул ачисемпе шкул ҫулне ҫитменнисене пулӑшаҫҫӗ[2].
Ҫак кун ячӗпе амӑшлӑхпа ачалӑха сыхлассипе, ача прависене хӳтӗлессипе тата ытти ыйтусемпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ акцисем ирттереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, абортсемпе кӗрешекенсем Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунта ҫуралман ачасен правине хӳтӗлесе акцисем ирттереҫҫӗ. Чехире[19], Литвара[20], Беларуҫра[21], Раҫҫейре[22][23] тата ытти патшалӑхсенче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче (е умӗн), общественноҫа аталанакан ҫӗршывсен хушшинче абортсен шучӗ ӳснин ыйтӑва тимлӗх уйӑрма пулӑшакан акцисем ирттереҫҫӗ.
Раҫҫейре
Хӑш-пӗр Раҫҫей хулисенче ҫак кун онкологипе чирлекен ачасене пулӑшмашкӑн ыркӑмӑллӑх акцийӗсем иртеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Санкт-Петербургра Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне 2012 ҫултанпа йывӑр чирлекен ачасем валли укҫа-тенкӗ пухма тата обществӑна ача-пӑча онкологийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене тимлӗх уйӑрма пулӑшакан «Шурӑ чечек» акци йӗркелеҫҫӗ[7].
2013 ҫултанпа Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунхине ҫулсерен, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Раҫҫейри хӑш-пӗр хуласенче (Мускав, Ярославль, Краснодар, Иваново, Пенза, Самар, Хусан, Чулхула, Ӗпхӳ, Аҫтӑрхан, Тула, Ижевск)[4] Пӗрремӗш каналӑн «Стань первым!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртет, унӑн тӗллевӗ — хавшак сывлӑхлӑ, тӑлӑх ачасене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси[24].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Роженцова О. Когда отмечают День защиты детей. РБК (24 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 1 июня - Международный день защиты детей. Уполномоченный при Президенте РФ по правам ребенка (1 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Международный день защиты детей 1 июня. Досье. ТАСС (1 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Международный день защиты детей: история и традиции праздника. Новости РИА (1 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 1 июня — День защиты детей: как у малышей и подростков появился свой праздник. Известия (31 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Международный день защиты детей. Центр гигиенического образования населения Роспотребнадзора России (1 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Благотворительная акция «Белый цветок». Детский хоспис (1 ҫӗртмен 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ ЮНИСЕФ «Гуманитарная деятельность в интересах детей». ЮНИСЕФ (1 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Детский труд. Международная организация труда (12 утӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Всемирный День ребенка. ООН. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Миллионы детей во всем мире страдают от дискриминации. ООН (18 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Сегодня — День защиты детей Африки. ООН (16 ҫӗртмен 2011). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Воловатов В. Когда основали Международную демократическую федерацию женщин. Парламентская газета (1 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Конвенция о правах ребёнка. КонсультантПлюс. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Яушева Э. новому докладу, половина детей,разработанные стратегии для их защиты. Агентства ООН заявляют о всплеске насилия в отношении детей во время пандемии COVID-19. ЮНИСЕФ (23 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Детский труд: глобальные оценки. ООН. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Насилие в отношении детей. ВОЗ (29 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ ООН: 30 миллионов детей в 15 странах страдают от истощения. ООН (12 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ В Праге прошла демонстрация против абортов. ТАСС (1 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Православные Литвы - против абортов. ИА REGNUM (1 ҫӗртмен 2011). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ 1 июня прошла акция против абортов «Мама подари мне жизнь». Боровичская Епархия Русской Православной Церкви (1 ҫӗртмен 2017). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ В Москве и других городах России проходит акция против абортов "40 дней за жизнь". Interfax (24 пушӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Наложили запрет. Врачи откажутся от проведения абортов 1 июня. SmartNews (31 ҫӑвӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.
- ^ Масштабная благотворительная акция «СТАНЬ ПЕРВЫМ!» в этом году пройдёт в Чебоксарах. Первый канал (13 ҫӑвӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.