Фёдоров Александр Фёдорович (депутат)
Фёдоров Александр Фёдорович (1871 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ, Кивӗ Вӑрмар, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1938 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ, Ҫӗрпӳ) — хресчен, Хусан кӗпернинчен суйланнӑ Патшалӑх думин II пухӑвӗн депутачӗ.
Биографийӗ
Национальноҫпе чӑваш. Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикинчи Вӑрмар районӗ) Кивӗ Вӑрмар ялӗнчи хресченсен йышӗнчен. 1885 ҫулта Ҫӗрпӳ уесӗнчи Ҫӗнӗ Ишпуҫ ялӗнчи земство пуҫламӑш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1900 ҫулта Мускав патӗнче вут-ҫулӑмсӑр ҫурт-йӗр строительстви енӗпе ҫулталӑклӑх земство курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1901-1915 ҫулсенче Ҫӗрпӳри тӑмлӑ ҫуртсем лартас енӗпе ӗҫлекен земствӑн сезон ӑсти пулнӑ[1]. Революциллӗ ӗҫсем пуҫлансан 1905—1906 ҫулсенче Кивӗ Вӑрмарта социалист-революционерсен партийӗн кружокне йӗркеленӗ, чӑваш эсерӗсен вӑрттӑн пухӑвӗсене хутшӑннӑ, вӑрттӑн литература сарас енӗпе ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗр ӗҫченӗ пулнӑ.
Патшалӑх Думин I пухӑвӗн суйлав кампанийӗ пынӑ вӑхӑтра суйлавҫӑ пулнӑ, анчах суйланман, мӗншӗн тесен кирлӗ чухлӗ шарсем пухайман.
1907 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Патшалӑх Думин II пухӑвне Хусан кӗпӗрнинчи суйлав пухӑвӗн суйлавҫисен пӗрлехи йышӗнчен суйланнӑ. Малтан Ӗҫ ушкӑнӗ тата Хресченсен пӗрлӗхӗн фракцийӗ майлӑ пулнӑ; унтан Социалист-революционерсен фракцине кӗнӗ. Дума комиссийӗнче пулман, пренисене те хутшӑнман. Хӑйӗн депутат хваттерӗнче чӑвашсен паллӑ эсерне Т. Н. Николаева пытарса пурӑннӑ. Д. А. Кушниковпа пӗрле Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн 1-мӗш класӗнче вӗренекенсене, революциллӗ пӑлханӑвӗсене хутшӑннӑшӑн кӑларса янисене, ҫӗнӗрен илме депутат ыйтӑвне алӑ пуснӑ[2].
2-мӗш Патшалӑх Думине салатса янӑ хыҫҫӑн хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнче хресчен ӗҫӗ патне таврӑннӑ. Ӑн полици вӑрттӑн тӗрӗслесе тӑнӑ, ку 1909 ҫул вӗҫленичченех тӑсӑлнӑ. 1907 ҫултанпа Ҫӗрпӳ уесӗн земство пухӑвӗн гласнӑйӗ пулӗ, 1913 ҫултан пуҫласа 1916 ҫулччен уес ҫӗр йӗркелӳ комиссийӗн пайташӗ. Присяжнӑй ларуҫӑсене суйлас енӗпе ӗҫлекен комисси пайташӗ пулнӑ, Ҫӗрпӳ уесӗнчи земство шкулӗсен попечителӗ пулнӑ. Кивӗ Вӑрмар шкулне уҫма тата кредит обществине йӗркелеме пулӑшнӑ. Кавал ялӗнче шкул тӑвас ҫӗрте земствӑн уполномоченнӑйӗ пулнӑ[3]. 1909—1917 ҫулсенче вулӑсри тӳлевсӗр халӑх библиотекин заведующийӗ пулса ӗҫленӗ. 1913—1917 тата 1920-мӗш ҫулсенче Кивӗ Арапуҫ вулӑсӗнчи тата Кивӗ Вӑрмарти хӑш-пӗр коопераци организацийӗсен пайташӗ тата ертӳҫи пулнӑ[1].
Февраль революцийӗ хыҫҫӑн Вӑрмар район милицийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, Кивӗ Арапуҫ вулӑсӗнчи апат-ҫимӗҫ тата общество хӑрушсӑрлӑхӗн комитечӗсене ертсе пынӑ. 1917—1918 ҫулсенче — Ҫӗрпӳ уесӗн апат-ҫимӗҫ управин председателӗ, ӑна пӗтерсен уес канашӗн апат-ҫимӗҫ уйрӑмне ертсе пынӑ. Ӗҫлекенсемпе эсерсен съездне хутшӑннӑ. Хресчен депутачӗсен Канашӗн йӗркелӳ съездӗнче Кивӗ Арапуҫ вулӑсӗнчи общество хӑрушсӑрлӑхӗпе продкомитет канашӗн председательне, Канашсен вулӑс съезчӗн делегатне, Канашсен Ҫӗрпӳ уес съезчӗн депутатне, волӑс канашӗн ревизи комиссийӗн пайташне суйланнӑ, Ҫӗрпӳ уесӗнчи апат-ҫимӗҫ управин председателӗ пулнӑ[3]. 1917 ҫулхи юпа уйӑхӗ хыҫҫӑн темиҫе хутчен вулӑс тата Ҫӗрпӳ уесӗнчи Советсен съезчӗсен делегатне суйланнӑ. Вулӑс канашӗн ревизи комиссийӗн пайташӗ пулнӑ. 1920-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Вӑрмар посёлокӗнче тырӑ хывмалли пунктра, заготконторта, сӗтел-пукан фабрикинче ӗҫленӗ[1]. Вӑрмарти «Eдинство» сӗтел-пукан фабрикине ҫӗнетес ҫӗрте тӑрӑшнӑ[3].
Совет саманинче политика мотивӗсемпе темиҫе хутчен те аресленӗ. 1919—1920 тата 1929—1930 ҫулсенче Самар кӗпернинче тата Пушкӑрт АССРӗнче арестлеме пултарасран пытаннӑ[2].
1930 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче арестленӗ, Шупашкарти Юсанмалли ӗҫ ҫуртӗнче (ИТД) пулнӑ. РСФСР УК 58-мӗш статйин 10-мӗш пункчӗпе «Соввлаҫ ирттерекен хуҫалӑхпа политика кампанийӗсене хирӗҫ вӑрттӑн агитаци ирттерет тесе» айӑпланнӑ. (чӑв. 1931 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче ҫак вердиктпа айӑпа сирнӗ: «Следстви вӑхӑтӗнче тупнӑ материалсем антисовет ӗҫӗ-хӗлӗ пуррине палӑртмаҫҫӗ. Федоров А. Ф. гражданин тӗлӗшпе следстви ӗҫне чарса архива памалла, хуралтан ҫийӗнчех ирӗке кӑлармалла»[4].
1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче совет влаҫне хирӗҫле ӗҫ-пуҫшӑн айӑпласа арестленӗ. Следстви пынӑ вӑхӑтра Ҫӗрпӳ тӗрминче ӳпке туберкулёзӗнчен вилнӗ. 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн НКВД УГБ РСФСР УК 58-мӗш статйин 10-мӗш пункчӗпе вилнӗ Федорова «Хусанти эсерсен организацийӗн хастар пайташӗ пулнӑ, 1917 ҫулта Петроградри хресченсен съездне эсерсен партийӗнчен хутшӑннӑ, ҫавӑн пекех эсерсен контрреволюциллӗ литературине сарнӑ» тесе айӑпланӑ. Приговор палӑртнӑ: «Федоров А. Ф. вилнӗрен ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе чармалла»[4].
2002 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнче ӑна Чӑваш Республикин прокуратури реабилитациленӗ, мӗншӗн тесен «Федоров А. Ф. каланисенче тата ӗҫӗсенче преступлени пулман»[4].
Ҫемье
- Арӑмӗ — ?
- Ывӑлӗ — Пётр (1897—1918), Чӑваш наци-социализм партине никӗслекенсенчен пӗри, кайран сулахай эсерсен партине куҫнӑ. Чӑваш сулахай социализм комитечӗн пайташӗ. Хусан кӗпӗрнинчи рабочисен, салтаксен тата хресченсен депутачӗсен канашӗ ҫумӗнчи чӑваш ӗҫӗсен ҫыхӑну тата агитаципе политика Комиссариачӗн уйрӑмӗн заведующийӗ; 1918 ҫулхи утӑн 8-12-мӗшӗсенче тата 21-30-мӗшӗсенче Хусан кӗпернинчи рабочисен, салтаксемпе хресченсен депутачӗсен канашӗн комиссарӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан пулнӑ. Хусана белочехсенчен хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Хулана илнӗ хыҫҫӑн белогвардеецсем персе пӑрахнӑ[5]
.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Фёдоров Александр Фёдорович // Партия социалистов-революционеров. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Гусаров Ю. В. Федоров Александр Федорович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 345. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Государственные и политические деятели : Федоров Александр Федорович // Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Гос. Архив Чувашской Республики // Федоров Александр Федорович. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Фёдоров Пётр Александрович // Чувашская Энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
Вуламалли
- Боиович М. М. Члены Государственной думы (Портреты и биографии). Второй созыв. М.: Тип. Товарищества И. Д. Сытина. 1907. С. 116.
- Усманова Д. М. Федоров Александр Федорович // Государственная дума Российской империи: 1906—1917. Б. Ю. Иванов, А. А. Комзолова, И. С. Ряховская. Москва. РОССПЭН. 2008. C. 41.
- Фёдоров Александр Фёдорович // Партия социалистов-революционеров
- Гусаров Ю. В. Федоров Александр Федорович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 345.
- Государственные и политические деятели : Федоров Александр Федорович // Культурное наследие Чувашии
Сӗннӗ ҫӑлкуҫсем
- Матросов И. Иккĕмĕш Дума депутачĕ. // Коммунизм ялавĕ. — 1981. — 4 июнь.
- Матросов И. Революци ывăлĕ, теттĕмĕр ăна / И. Матросов // Коммунизм ялавĕ. — 1989. — 12 апр.
- Гусаров Ю. В. Депутат Государственной Думы // Их имена останутся в истории : биогр. очерки. — Чебоксары, 1994. — Вып. 2. — С. 44-48.
- Гусаров Ю. В. Федоров Александр Федорович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 426.
- Ухтияров А. Думу разгоняли то царь, то Временное правительство : к 100-летию Государственной Думы // Республика. — 2006. — 1 марта (№ 8). — С. 3.
Архивсем
- Российский государственный исторический архив. Фонд 1278. Опись 1 (2-й созыв). Дело 454; Дело 551. Лист 9.