Кӑрлач, 23
Уявсем
Пулăмсем
- 1368 — Чжу Юаньчжан Мин китай ăрăвне никĕслет
- 1656 — Блез Паскаль «Провинциал патне çырнисене» пичетлеме тытăнать
- 1719 — Карл VI Габсбург император Лихтенштейн кнеçлĕхĕн суверенитетне йышăнать
- 1775 — Мускав патшалăх университетне уçнă.
- 1881 — Мăн театрта «Евгений Онегин» оперăн премьери иртнĕ
- 1904 — Норвегире Олесунн хула (капăрл.) тĕплĕнех çунса кайнă
- 1913 — Турцире Назим пашана вĕлерсе ун астулне туртса илеççĕ. Шевкет паша çĕнĕ министрсен кабинетне йĕркелет.
- 1943 — «Касабланка» фильм пысăк экрана тухнă
- 1950 — Иерусалим Израилĕн тĕп хули пулса тăрать
- 2001 — Тяньаньмэнь лапамĕнчи хăйсене ушкăнпа вута яни
- 2006 — Черногори Республикинче Биело Полерен тухнă пуйăс çул çинчен тухса кайса 100 метр тарăнăш ту хушăкне персе аннă, 44 çын пĕтнĕ, 198-шĕ аманнă.
Çуралнă
- 1907 — Еллиев Ефрем Васильевич, прозаик, драматург.
- 1939 — Кара-Мурза Сергей Георгиевич, историк, ăслăлăх теоретикĕ.
- 1980 — Краснов Дмитрий Иванович, Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ.
Вилнĕ
- 1931 — Кели Григорий Иванович, сăвăç, критик.
- 1931 — Павлова Анна Павловна, XX ӗмӗрти чаплă вырăс балерини.
- 1938 — Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор.