Краснов Дмитрий Иванович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Краснов Дмитрий Иванович
Краснов Дмитрий Иванович.jpg
Çуралнă вăхăт 1980 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ(1980-01-23) (45 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Премисемпе чысланисем
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ

Краснов Дмитрий Иванович (1980 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ, Шупашкар) — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1980 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ[1].

Пӗлӗвӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетне вӗренсе пӗтернӗ, «Тӗнче экономики» специальноҫпе вӗренсе тухса «экономист» квалификацине илнӗ. 2016 ҫулта Шупашкарти коопераци институтӗнче «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» енӗпе лайӑх вӗренсе тухса магистр дипломне илнӗ. 2018 ҫулта Мускаври Сколково управлени шкулӗнче Executive MBA степене илнӗ[1].

Каярах ҫак вузсенче профессиллӗ пӗлӗвне ӳстернӗ[1]:

  • 2010 ҫулта Мускаври «МАМИ» патшалӑх техника университетӗнче;
  • 2014 ҫулта Г.В. Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика университетӗнче.

2021 ҫулта Мускаври Сколково управлени шкулӗнче вӗренӗве вӗҫленӗ[1].

Карьери[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Студент чухнех Шупашкарти пӗр федераллӑ страхлакан компанийӗн уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн Мускав ӗҫлеме тухса кайнӑ, унта тӗрлӗ страхлакан компанисенче ӗҫленӗ. Каярах пӗр страхлакан компанине ертсе пыма пуҫланӑ, унӑн хуҫи пулса тӑнӑ. Кӑштахран хӑйӗн компанине ҫӗнӗ инвесторсене сутса янӑ, ҫапла май бизнесран тухнӑ[2].

2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗччен, Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама лартиччен, Мускаври «Розничное и корпоративное страхование» страхлакан компанире вӑй хунӑ[2].

  • «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2024)[3].

Кӑсӑкланӑвӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дмитрий Иванович футболпа тата хоккейпа кӑсӑкланать[2].

Икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ӳстерет. Министра ларнӑ хыҫҫӑн Шупашкара куҫса килнӗ, ачисем кунта вӗренеҫҫӗ[4].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3, 4 Краснов Дмитрий Иванович - Заместитель Председателя Кабинета Министров Чувашской Республики – министр (выр.). Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсeн министерстви.
  2. ^ 1, 2, 3 Ольга Казакова. Бизнесмен стал министром (выр.). Советская Чувашия (24 Утӑ уйӑхӗн 2020).
  3. ^ Вице-премьера Краснова наградили медалью ордена «За заслуги перед Чувашской Республикой» (выр.). Cheb.ru (15 Чӳк уйӑхӗн 2024).
  4. ^ Владимир Васильев. Дмитрий КРАСНОВ: «Сначала философия, а потом за эту философию мы боремся!» (выр.). Советская Чувашия (1 Нарӑс уйӑхӗн 2021).