Калифорний

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Cf 98
251,0796
[Rn] 5f10 7s2
Калифорни

Калифорни — 98 хими элеменчĕ. Атом масси 251,0796; Cf тесе паллă тăваççĕ(лат. Californium), актиноидсен шутне кĕрет.

Истори

Сиборг ушкăнĕ туса илнĕ. Калифорнин пĕрремĕш хытă çыхăнăвĕсене: 249Cf2O3 тата 249CfOCl 1958-мĕш çулта уйăрнă.

Ячĕ пулни

Калифорни университечĕ яте панă. Авторсем каланă тăрăх вĕсем Америка пионерĕсен ĕмĕр каялла Калифорнине çитме мĕнле йывăр пулнă, çавăн пекех çĕнĕ элемент тупма вăй хумалла пулнă.

Уйăрни

Уйăрни

Калифорние е CfF3 литипе хутшăнтарса уйăраççĕ:

CfF3 + 3Li = Cf + 3LiF,

е калифорни оксидне Cf2O3 кальципе:

Cf2O3 + 3Са = 2Cf + 3СаО.

Ытти экстракци е хроматографи майĕсемпе уйăраççĕ.

Физика тата хими пахалăхĕсем

Калифорни питĕ çăмăл вĕçекен металл. Икĕ модификаци пур. 600 °C сахалрах пулсан a-модификаци гексагоналлă решёткăпа (параметрĕсем: а = 0,339 нм, с = 1,101 нм), 600 °C çӳллĕрех пулсан — b-модификаци кубла гранецентрланă решёткăпа. Металл 900 °C ирĕлĕт, 1227 °C вĕрет.

Хими пахалăхĕсемпе лантаноидсем евĕрлĕ. Калифорнин галогенидсемпе (CfHal3) оксигалогенидĕсене (CfOHal) синтезланă. Калифорнин диоксидне (CfO2) туса илме калифорни оксидне (Cf2O3)10 МПА пусăмра кислородпа хĕртсе çунтараççĕ. Cf3+ çыхăнăвĕсене вăйлă окислительсемпе хутшăнтарса Cf4+ ионĕсене растворсене тăваççĕ. Калифорнин хытă йодидне (CfI2) ситнезланă. Шыв растворĕсенче Cf3+ электрохимикăлла Cf2+ туса илеççĕ.

Изотопĕсем


Каçăсем


Wiki letter w.svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Актиноидсем
Актини | Тори | Протактини | Уран | Нептуни | Плутони | Америци | Кюри | Беркли | Калифорни | Эйнштейни | Ферми | Менделеви | Нобели | Лоуренси