Мадера
Мадера - ( порт.-Vinho de Madeira ) - Мадейра утравĕнче ( Атлантика океанӗ )хаярлатнă шурă пылак эрехĕ.
Кун-çулĕ
Иçĕм сорчĕсем
Мадера - шурă тата хĕрлĕ иçĕм сорчĕнчен тăваççĕ :
- Шурă сорчĕсем : Мальвазия, Буаль, Верделью, Серсиаль ;
- Хĕрлĕ сорчĕсем : тинта Негра Моль, Бастардо.
Технологи
Аналогӗсем
Крымри, Калифорнири тата Техасри хӑш-пӗр эрех хатӗрлекенсем хӑйсен эрехӗсене «Мадера» е «Madeira» (сӑмахран, «Мадера Массандра») теҫҫӗ. Оригиналлӑ (Португалинчи) тата «ют ҫӗршывра» хатӗрленӗ мадерӑсене иҫӗм ҫырлин тӗрлӗ сорчӗсенчен, тӗрлӗрен тӑпраллӑ ҫӗр ҫинче туса кӑлараҫҫӗ, ҫавӑнпа та, паллах, вӗсем тути тата техӗмлӗх пахалӑхӗсем енчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ[1].
Крымри мадера 1890-мӗш ҫулсен варринчен ансатрах халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Бунинӑн «Мадрид» калавӗнче хӑйне Крым эрехӗпе сӑйланӑ клиента проститутка ҫапла калать: «Ку мадера-и? Вӑт юрататӑп! Портвейнӑйпа танлаштарма та ҫук, унтан яланах пӑкӑ шӑрши кӗрет». Португал мадерине ҫирӗплетекен иҫӗм ҫырли дистиллячӗпе (вӗсенче яланах эфир ҫӑвӗсем евӗр хутӑшсем тӗл пулаҫҫӗ) танлаштарсан, Крым эрехӗсен хаярлӑхне ӳстерме революцичченхи вӑхӑтранах нимӗнле хутӑш ҫук ректификатпа усӑ кураҫҫӗ[1].
Евросоюзӑн географи кӑтартӑвӗсене хӳтӗлемелли правилӑсемпе килӗшӳллӗн «Madeira» е «Madère» терминпа усӑ курма Мадейра утравӗ ҫинче туса кӑларакан эрехсенче кӑна юрать[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 А. Милицкий. Итоги слепой Битвы мадер - Крым против Мадейры — Грозди.Ру. Все о вине
- ^ Labelling of wine and certain other wine sector products. Europa: Summaries of EU legislation (20 ҫурлан 2007). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗ.