Аншарли

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Moonshining - Kentucky - Revenue Men - Project Gutenberg 13181.jpg

Аншарли (Килти эрех) — пылак, улма çимĕçĕ е пылаклă крахмал çимисем йӳçнипе тăвакан спиртлă (52% дистилляци мелĕпе килте аншарли агрегачĕ витĕр юхтарса тунă хаяр спирт ĕçми.

Чылай çĕр-шывра аншарли юхтарма, тата уйрăмах, сутма саккун чарать.

Анщарли тунă çĕрте пылак кăларакан кирек епле çимĕçе те усăна кĕртме пулать. Пахалăхĕ крахмалпа пылакран тухать. Ĕçмене кăрчамана йӳçтерсе тăваççĕ. Ĕçмен пахалăхĕ йӳçтернинчен килет.

Йӳçтернĕ кăрчамаран юхтару кубĕ е ректификаци колонни витĕр кăларса тăваççĕ.

Уйрăмах крахмал çăмăллăн пылакланма ăна малтан шывпа хутăштарса пусăмпа пĕçереççĕ. Çакăн чухне пулнă клейстера салата çăрса ăсла вĕретеççĕ.

Тырăран аншарли юхтарма йывăртарах, мĕншĕн тесен тырă тĕшшинчи крахмала пылака çитермелле. Çакна салатпа тăваççĕ.

Паллăрах ĕçмесем

«Аншарли» терминпа пĕрре юхтарнă спирт хутăшĕсене палăртаççĕ. Сăмахран, аншарли шутне сливовица, ракия, чача, джин кĕреççĕ.

Хальхи ректификаци меслечĕпе спиртран хăвалаççĕ.

Раççейре аншарлине промăçлă тăваслăха ирĕк пани

2002 çулта Раççей Федерацинче аншарли юхтарнăшăн уголовлă-администрациллĕ яваплăха пăрахăçланă, вара çак ĕçмене туса сутма ирĕк пулать. Çак вăхăтрах раççей аншарлипе хаяр алкоголь ĕçмисене тĕнчери пасарсене илсе тухас тесе International Center For Alcohol Policies (ICFAP) ассоциацийĕ кăсăкланать. Меллĕ самантпа тăватă усламçă — Николай Полуэктов, Павел Преженцев, Алексей Ходорыч тата Михаил Сергеев — усă кураççĕ: вĕсем аншарлине промăçлă кăларма саккунпа ирĕк илсе кирлĕ технологи инструкцисене (ТИ), техника условисене (ТУ) тата ГОСТ регистрлаççĕ. Коммерсантсем «Косогоров Самогон» товар паллине йышăнса çирĕплетеççĕ те ХАО «Прасковейское» (Прасковея ялĕ) базинче промăçлăх ĕçне хута яраççĕ. 2006 çултанпа аншарлине РФ ваккăн суту-илĕвĕнче тата HoReCa эрешĕнче сутăва кĕртеççĕ.

Килте туни хăрушлă

Алкоголь ĕçмисене килте паха та сывлăха юрăхлă пултăр тесе юхтарма йывăр. Мĕншĕн?

  1. Кăрчамана юхтарма вĕретсен пылак, шурри крекинг пулать.

Çав. пекех

  • Типĕ саккун
  • Самогонщики (фильм)
  • Copper Kettle — мусăк ĕçĕ

Вуламалли

  • Крепкие напитки. Ред.-сост. Е. Г. Малёнкина 2003 ISBN 5-17-020789

Асăрхавсем

Каçăсем