Киршвассер

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Кирш кĕленчи

Кирш е Киршвассер- (ним. Kirschwasser «чие шывĕ») - 40-50 % хаярлăхлă нимĕçсен чие алкоголь ĕçми.

Технологи

Киршвассер валли чĕртаварĕ - чие çырлисем. Чылайăшне хатĕрленĕ чухне Кăнтăр нимĕç чие сорчĕпе усă кураççĕ. Пĕр литр Киршвассер тумашкăн 12-25 кг чие çырли кирлĕ. Чие çырлисене пысăк савăтра вантараççĕ. Ăсла ултă эрне ытла йӳçĕхсе тăрать. Кайран иккĕ хут пăслантарса тасатса спирт тăваççĕ. Пĕр çул кĕленчере киршвассер тăрăлса "канать". Юман пичкере киршвассера усрамаççĕ.

Каçăсем