Кальвадос (ĕçме)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Кальвадос «Пэи д’Ож» (Pays d’Auge), 42°, 20 çул тытнăскер, тăваканĕ «Лё Пэр Жюль» (Le Pere Jules) (Сент-Дезир де Лизьё, Кальвадос, Норманди, Франци)

Кальвадо́с (дистилляцилесе тунă бренди, тăван çĕрĕ — Анат Норманди Франци регионĕ. Хаярлахĕ — 40 яхăн градус.

Кун-çулĕ

Апелласьонсен картти

Пĕрремĕш кальвадоса хатĕрленине Жиль де Губервиль хăйĕн «Кун кĕнекинче» 1 авăн 1553 ç. сидăра дистиллесе тунине çырнă.1606 çулта пĕрремĕш кальвадос тăвакан ушкăнĕ никĕсленĕ.Малтан кальвадос "сидртан тунă чĕрлĕ шыв" ( фр. eau-de-vie de cidre } ячĕпе паллă пулнă.

Хăйĕн ятне ĕçме Нормандин пĕр департаментĕнчен илет — XIX ĕмĕрĕн варринче малтан пуплевре, кайран ăна «Appellation d’Origine Contrôlée» (AOC) йĕркисенче 1942 çулта çирĕплетнĕ.

Панулми сорчĕсем

Сакунпа кальвадос 48 панулми сортсемчен тума юрать.Сортсем тăваттă ушкăна пайланă :

  • кисло-пылак панулми сорчĕсем : Бедан, Бенет Руж, Биске, Ноэль де Шамп, Сент-Мартен т.ыт. ;
  • йӳçĕ панулми сорчĕсем : Домен, Френкен Руж, Метте т.ыт. ;
  • кислые панулми сорчĕсем : Рамбо, Рене Мартен т.ыт ;
  • пылак панулми сорчĕсем : Жермен, Руж Дюре т.ыт.

Апелласьонсем

Хăй евĕр йăлаллă франци регионĕсен çимĕçĕсене (эрех, коньяк, сыр), кальвадоса «Appellation d’Origine Contrôlée» йĕркисене кĕртеççĕ. Пурĕпе виçĕ апелласьона палăртаççĕ: AOC calvados, Calvados Pays d’Auge тата Calvados Domfrontais.

AOC Calvados

Апелласьонăн географи чиккине малтан епле пулнă, халĕ те çаплах. Çак апелласьонра 6000 ĕçме тăвакана çырса кĕртнĕ, вĕсенчен 400 шултрисем.

Икĕ хут дистилляцилемелли аппарат

Calvados Pays d’Auge

Кальвадос Пеи дОж апелласьон 1942-мĕш çулта никĕсленĕ.Чи сахал иккĕ çул кальвадос усравлаççĕ.

Calvados Domfrontais

Кальвадос Домфронте апелласьонра 30 % груша усă курма юрать.1998-мĕш çулта никĕсленĕ.Чи сахал юман пичкере 3 çул кальвадос усравмала.

Кальвадос классификаци

Усранă вăхăчĕпе кальвадос тăваттă ушкăна пайланă :

  • Trois etoiles, Trois pommes - иккĕ çул усравланă ;
  • Vieux, Reserve - виççĕ çул усравланă ;
  • V.O., Vielle reserve, V.O.S.P. - тăваттă çул усравланă ;
  • Extra, X.O., Napoleon, Hors dAge, Age Inconnu - чи сахал ултă çул усравланă.

Кăсăк фактсем

Ĕçме тăвакансем

  • Anee (AOC calvados)
  • Boulard S.A.C.B. (Calvados Pays d’Auge)
  • Busnel (Calvados Pays d’Auge)
  • Adrien Camut (Calvados Pays d’Auge)
  • Chateau du Breuil (Calvados Pays d’Auge)
  • Christian Drouin — 'Coeur de Lion' (Calvados Pays d’Auge)
  • Le Clos d’Orval (AOC calvados)
  • Comte Louis de Lauriston (Calvados Domfrontais)
  • Coquerel (AOC calvados)
  • Daron (Calvados Pays d’Auge)
  • David
  • Philippe Daufresne (Calvados Pays d’Auge)
  • Serge Desfrieches (Calvados Pays d’Auge)
  • Des Deux-Sapins, Earl Jaouen
  • Des Grimaux, Earl
  • Desvoye
  • Domaine de la Merite (AOC calvados)
  • Domaine Dupont (Calvados Pays d’Auge)
  • Fermicalva (AOC calvados)
  • Ferme de l’Hermitiere (AOC calvados)
  • Giard, S.C.E.A. (Calvados Pays d’Auge)
  • Victor Gontier (Calvados Domfrontais)
  • Roger GROULT (Calvados Pays d’Auge)
  • Houley
  • Michel HUARD (AOC calvados)
  • Michel Hubert (Calvados Pays d’Auge)
  • Pierre Huet (Calvados Pays d’Auge)
  • Lebrec
  • Lecompte (Calvados Pays d’Auge)
  • Lelouvier
  • Lemorton (Calvados Domfrontais)
  • Le Pere Jules (Calvados Pays d’Auge)
  • Leroyer
  • Les Remparts
  • Les Vergers de Champ-Hubert
  • Macrel
  • Manoir de Querville (Calvados Pays d’Auge)
  • Francois et Stephane Grandval (Calvados Pays d’Auge)
  • Manoir d’Apreval (Calvados Pays d’Auge)
  • Martayrol
  • Morin (AOC calvados)
  • PARC du MOULIN
  • Pere Magloire (Calvados Pays d’Auge)
  • Philippe Piednoir
  • Pomypom
  • Preaux
  • Sapiniere
  • Toutain

Кальвадос пултарулăхра

Кальвадос ĕçме юратакан нимĕç çыравçă Эрих Мария Ремарк хăвăн кĕнекесемче темиçе хут кальвадос пирки çырнă.Сăмахран "Триумфальная арка" калавра: "Пар-ха мана тата пăртак ку кальвадос.-Каларĕ хĕрарăм.-Чăнах тă, питĕ тĕленмеллĕ ĕçми...Ĕмĕтсем паракан ĕçми."

Каçăсем

Кальвадос, кун-çулĕ тата хатĕрлесси 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.