Писко
Писко Чили
Иҫӗм ҫырли сорчĕсем
1986 çулхи сакунпа писко тума ирĕк панă иçĕм сорчĕсем : Мускат, Торронтес тата Педро Хименес. Иçĕм çырлисем нарăс уйăхӗнче пуçтараççĕ.
Писко тăрăхсем
Чилире иккĕ писко тăвакан тăрăхсем ( zona pisquera ) : Атакама ( Atacama ) тата Кокуимбо ( Coquimbo ).Пĕтĕм иçĕм пиллĕк айлăмсемче ӳстереççĕ : Элки ( Elqui ),Чоапа ( Choapa ),Копиапо ( Copiapo ),Лимари ( Limari ) тата Вальнар ( Vallenar ).Айлăм ячĕсем часах кĕленче этикеткинче курма пулать.
Технологи
Алсемпе пуçтарса иçĕм çырлисене хурçă валашкире ватаççĕ.12 кун ăсла йӳçет.30 кун каннă хыççăн ăсла пысăк пăхăр юхтармалли савăтра ( куб ) пĕр хут пăслан-тарса тасатаççĕ.Шывпа хуштарма юрамасть.Пулнă 38-43 % хаярлăхпа ĕçми юман пичкере усравлаççĕ.Писко усравланă вăхăчĕпе классификаци панă :
- pisco tradicional - иккĕ уйăх пичкере усравланă писко, 30-33 % хаярлă ;
- pisco especial - 4 уйăх, 35 % хаярлă ;
- pisco reservado - 6 уйăх, 40 % хаярлă ;
- gran pisco - 10 уйăх, 45 % хаярлă.
Чилире чилайăш 35 градуслă Pisco especial тăваççĕ.
Иçĕм сорчĕсем
Малтанах перуанецсем писко Квебранта иçĕм çырлисемчен тунă.Паян техĕмлĕ писко Мускат, Альбильо тата Торонтель сортсемчен тăваççĕ.Тĕрлĕ сортсемчен тĕрлĕ писко пулать :
- Puro ( "Таса" ) - Квебранта ;
- Aromatico ( "Техĕмлĕ" ) - Мускат, Альбильо тата Торонтель ;
- Acholado ( "Хутăшнă" ) - Квебранта,Торонтель тата Мускат ;
- Mosto verde ( "Симĕс ăсла" ) - йӳçĕхсе çитмен ăсла пăслантарса тасатаççĕ.Чи çемçе, чи хаклă писко.
Писко тăрăхсем
Перура пиллĕк писко тăвакан енсем ( ) : Лима ( Lima ), Ика ( Ica ), Арекипа ( Arequipa ), Мокегуа ( Moquegua ) тата Такна ( Tacna ).
Технологи
Иккĕ эрне йӳçĕхнĕ ăсла пĕр хут пăслантарса тасатаççĕ.Пулнă хаяр алкоголь ĕçми ( яхăн 42 % ) хурçă пичкере 3-6 уйăх усравлаççĕ.
Каçăсем
- "Писко Капель" компани официалнăй сайчĕ 2011 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.