Виски(акăл.whisky, айр.whiskey) - салат пăттинчен уйăрса кăларнă хаяр алкоголь ĕçми. Виски сахалтан та 40 градуслă хаяр тата сахалтан та виççĕ çул пичкере усранă ĕçме.[1]
1) Салат туни: тырăна (Шотландире урпапа кăна усă кураççĕ) 2-4 талăк шывра ислетеççĕ. Тырă 12 кун хушши салат авăнĕнче калчаланса ӳсет. Кайран салата торф е кăмрăк тĕтĕмĕпе типĕтеççĕ. Çак меслетпе шотланд вискийĕ тĕтĕм-сĕрĕм шăршиллĕ пулать.
2) Йӳçни: авăртнă салата вĕри шыва яраççĕ, çĕпре хушаççĕ. Иккĕ-виççĕ талăк иртсен йӳçнĕ 5°-9° салат пăтти (кăрчама) пулать.
3)Дистилляци :
а)пĕрсалатлă виски тумалли меслет: кăрчамана юхтару кубĕнче иккĕ хутчен пăслантарса тасатаççĕ. Пĕрре юхтарнă хыççăн 20°-25° шĕвек пулать (low wines - "анат эрехĕсем"). Анат эрехне тепĕр хут юхтараççĕ. Виççĕ пайĕнчен чи хăватлине (60°-70°) пичкере упраççĕ;
б) тырă вискине тумалли мĕслет: кăрчамана пĕр хут ректификаци аппарачĕ витĕр юхтарса 70° шĕвеке илеççĕ. Ку меслет питĕ тухăçли шутланать. Тырă вискинчен чылай хутăш виски тума юрать.
Шотланди енĕ тăваттă вискитăвакан тăрăха пайланать:
Lowland (Тӳремлĕх), Speyside (Спейсайд), Hidhland (Сăртлăх) тата Isles (Утравсем). Хăш пĕррисем тата пиллĕккĕмĕш тăрăхĕ пур теççĕ - Campbeltown (Кампбелтаун).
Кашни тăрăхран виски хăйĕн тутипе, хăйĕн стилĕпе уйрăлса тăрать:
Тӳремлĕх - чи çемçе те ансат виски тăваççĕ;
Спейсайд - чи паллă виски тăрăхĕ. Кунта чылай вискитăвакан вырнаçнă. Кунта пыл, хирти шурă чечексен тата цитрус шăршиллĕ, çемçе те чăмăр тутăллă виски тăваççĕ;
Сăртлăх - кунта торф, тĕтĕм тата пиçнĕ панулми шăршиллĕ çемçе виски тăваççĕ;
Утравсем (Islay, Jura, Skye, Mull, Orkney тата Arran)- чи хытă, чи хăватлă тата вичкĕн шотланд вискийĕ. Утраври виски йăмăх шăршиллĕ: торф, тĕтĕм, йод, сăмала тата йӳлеке(шыв курăкĕ) шăрши туйăнма пултарать.