Чапаев музейĕ (Шупашкар)

В. И. Чапаев музейĕЧӑваш наци музейӗн филиалĕ, Чăваш Республикин культурăпа ăслӑлӑх учрежденийӗ. Граждан вăрçи тапхăрĕнчи пулнă ĕç-пуçа В. И. Чапаев тата унпа перле ҫапӑҫнӑ, ӑна хирӗҫ пулнӑ тӑшмансен кун-çулĕн тĕслĕх ҫине таянса тĕпчет, экспонатсене упрать.

Музей комплексĕ шутĕнче: Чапаев скверĕ, В. И. Чапаев музейĕн çурчĕ, Чапаевсен мемориал пӳрчĕ, В. И. Чапаев палăкĕ, Д. А. Фурманов, М. В. Фрунзе, М. Н. Тухачевский, В. В. Куйбышев(выр.)чăв., И. С. Кутяков(выр.)чăв. барельефĕсене вырнаçтарнă асăну стени.

Музей ертӳçи — Денис Викторович Сятряйкин.

Истори

В. И. Чапаев музейне обществӑлла пуҫарупа М. Суслов архитектор проекчӗпе В. И. Чапаев ҫуралнӑ вырӑнсенчен инҫех мар тунӑ. ВЛКСМ Чӑваш обкомӗпе Чӑваш республикин краеведени музейӗ пуҫарнипе 1974 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫнӑ.

undefined
undefined

1986 ҫулта музейпа юнашар В. И. Чапаев ҫуралнӑ ҫурта вырнаҫтарнӑ. Унта XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи хула ҫывӑхӗнчи вырӑс хресченӗсен йӑлари япалисен историпе йӑла экспозицине йӗркеленӗ, вӑл Чапаевсен ҫемйне ҫывӑх пулнипе палӑрса тӑрать.

Музей ҫуртне калӑпланӑ чух Чӑваш Республикин ӳнерҫисен монументаллӑ-декораци ӳнерӗн хайлавӗсемпе усӑ курнӑ. Музей экспозицийӗн материалӗсем В. И. Чапаев, унӑн соратникӗсем, Чапаев дивизийӗнчи ҫар династийӗсем, ентеш-чапаевецсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, В. И. Чапаев сӑнарне ӳнерте кӑтартнӑ тӗслӗхсем те вырӑн тупнӑ.

Музее тума истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗсем В. Д. Димитриев, И. Д. Кузнецов, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем С. Н. Хаймумен, А. В. Изоркин, Чӑваш Республикин Тӗп Патшалӑх архивӗн сотрудникӗсем А. В. Нестеров, И. И. Музыкантов тата ытти те, Чӑваш Республикин облвоенкомачӗн ӗҫченӗсем пулнӑ И. С. Раскидной, П. М. Мещеряков, К. С. Дубов, общественность представителӗ А. А. Рожков, краеведени музейен директорӗ пулнӑ А. А. Авдеева тата ыттисем те нумай пулӑшнӑ. Музей экспозицине тӑвас ӗҫе Чапаевӑн хастар соратникӗсем: Н. М. Хлебников, П. С. Евлампьев, П. А. Володихин, М. А. Попова, А. В. Беляков, С. Ф. Данильченко, В. И. Чапаевӑн ывӑлӗпе хӗрӗ Александр Васильевич Чапаевпа(выр.)чăв. Клавдия Васильевна Чапаева пысӑк тӳпе хывнӑ, вӗсем килӗнчи архивран кирлӗ экспонатсем, материалсем уйӑрнӑ.

Музей экспозицийӗн авторӗсем — Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А. С. Зерняева тата музей заведующийӗ В. И. Бровченкова. Ӑна РСФСР ӳнер фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн художникӗсем Ю. И. Богдяж, А. И. Иванов тата ыттисем калӑпланӑ.

Музей комплексĕ

В. И. Чапаев музейӗн ҫуртне вӗлкӗшекен ялав майлӑ тунӑ, малта — пӑхӑртан тунӑ «Чапаевӑн утлӑ ҫарӗ» скульптура ушкӑнӗ вырнаҫтарнӑ. Ҫуртӑн пӗр стени тикӗссӗн горизонтальлӗ стелӑна куҫать, вӑл пилӗк барельеф — Д. А. Фурманов, М. В. Фрунзе, М. Н. Тухачевский, В. В. Куйбышев, И. С. Кутяков — валли постамент пулса тӑрать. Экспозицин шалти интерьерне тӗрлӗ тӗслӗ хрустальтен пурнӑҫланӑ «Хӗрлӗ Ҫар» витраж (авторӗсем — Анатолий Иванов тата Пётр Егоров), «Чапаев дивизиийӗн ҫапӑҫу саманчӗ» пӑхӑртан тунӑ панно (авторӗ — Анатолий Иванов) тата В. И. Чапаевӑн бронза бюсчӗ (авторӗ — Эдуард Агоян) пуянлатаҫҫӗ.

undefined

Музей стенчӗсемпе турникечӗсем ҫине 25-мӗш Чапаев дивизийӗн списокне ӗмӗрлӗхе кӗртнӗ паттӑрсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ: Совет Союзӗн Паттарӗсем К. М. Антонов, И. И. Кувин, И. А. Кабалин, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ята тивӗҫнӗ пикесем Л. М. Павличенко, Н. А. Онилова, ҫапӑҫу пурнӑҫӗн тӗрлӗ эпизочӗсем; Одессапа Севастополе хӳтӗлеме хутшӑннӑ М. М. Матвеев. Ҫавӑн пекех Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи хӗҫ-пӑшал вырӑн тупнӑ.

undefined

Музейпе юнашар Чапаев ҫурт-музейӗ пур, ӑна кунта 1986 ҫулта куҫарнӑ. Пӳртре XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи вырӑс хресчен пӳрчӗн интерьерне йӗркеленӗ, Будайкӑпа Кремечке(выр.)чăв. ялӗсенчи В. И. Чапаевӑн тӑванӗсен килӗсенчи чӑн-чӑн йӑла япалисемпе, ӗҫ хатӗрӗсемпе, ӑпӑр-тапӑрсемпе усӑ курнӑ.

Музей комплексӗ ҫумӗнче «Мгебров-Изотта-Фраскини» бронеавтомобиль макетне вырнаҫтарнӑ.

2019—2022 ҫулсенче музея тӗпрен юсаса экспозицисене ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗрен ӑна начдив ҫуралнӑ кун — нарӑсӑн 9-мӗшӗнче — уҫнӑ. Ҫӗнӗ экспозицин концепцийӗн авторӗ — Николай Самылкин, дизайн-проектне тавакане тата пурнӑҫлаканӗ — Хусанти «Айбат» дизайн-студи. Музейри ҫӗнӗлӗхсенчен уйрӑмах ҫаксене палартмалла: Шупашкарӑн ландшафтлӑ макечӗ (унта Будайка ялне палартнӑ), сенсорла киосксем, Вырӑс императорӗн ҫарӗн салтакӗн, австро-венгри ҫарӗн офицерӗн, казакӑн, хӗрлӗ армеецӑн кӳлеписем (анатоми кӳлеписене Эдгар Филиппов скульптор пурнӑҫланӑ). Ҫавӑн пекех музейра профессиллӗ проекторпа экран вырнаҫтарнӑ, унта терле фильмсем курма пулать, ҫав шутра «Чапаев» фильма та[1].

Тӗп экскурсисем

  • «В. И. Чапаев — пирӗн ентеш» — Чапаевпа ун соратникӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ, Чапаев дивизийӗ, Чапаевсен ҫар династийӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи Чапаев ячӗлле партизан отрячӗсем, подполье юхӑмӗсем ҫинчен.
  • «В. И. Чапаевӑн тӑван ҫӗршывӗнче».

Ӗҫӗ-хӗлӗ

Музей тӗпчев, ҫӗнӗ материалсем пухас тата ӑслӑлӑхпа ҫутӗҫ ӗҫне йӗркелесе пырать. Музейра вӑрҫӑсен ветеранӗсемпе, В. И. Чапаевӑн тӑванӗсемпе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ, В. И. Чапаевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен, унӑн вӑрҫӑри соратникӗсемпе, Граждан вӑрҫин тата шурӑ юхӑмӑн историйӗпе ҫыхӑннӑ лекцисем вулаҫҫӗ; истори урокӗсем, тӗлпулусем, клубсен интересӗсемпе занятисем, актуаллӑ тематикӑпа кинолекторисем, кинофильмсен куравӗсем ирттереҫҫӗ. В. И. Чапаевпа унӑн тӑванӗсем, соратникӗсем, Граждан вӑрҫин историйӗсем, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхӑрӗнчи чапаевецсем ҫинчен документсем, материалсем тупса палӑртас тата пухас экспозици ӗҫӗ малалла пырать.