Крешшĕнсен калаçăвĕсем
Кряшен чĕлхи (кр. кряшен, станд. тутар. керәшен) — тутар кряшенсен калаçăвĕсен йышĕ.
Пĕрлехи хыпарсем
Мĕнпур крешшĕнсен хăйне уйрăм чĕлхе çук. Вĕсен калаçăвĕсем вара мишер е хусан диалекчĕ шутне кĕреççĕ.
Ак çакăн пек калаçусене уйăрма пулать:
- Анат Чулман Атăл крашянĕсен калаçăвĕ;
- Хусан лешьен кряшенĕсен калаçăвĕ;
- Чистай кряшенĕсен калаçăвĕ;
- молькей кряшенĕсен калаçăвĕ;
- нагайбак калаçăвĕ.
Çырулăх
Крещшен алфавичĕ Н. И. Ильминский миссионер тата чĕлхеçĕ алфавитĕнчен тымар илет. Алфавита вырăс сасă паллăхне тутар фонетикине кирлĕ саспаллисем хушса йĕркеленĕ. Ильминский ĕçĕ-хĕлĕ Атăлçи халăхĕсемпе çыхăннă май крешшенпе мари алфавичĕ çывăх.
| А а | Ӓ ӓ | Б б | (В в) | Г г | Д д | Е е | Ё ё | Ж ж | З з |
| И и | Й й | К к | Л л | М м | Н н | Ҥ ҥ | О о | Ӧ ӧ | П п |
| Р р | С с | Т т | У у | Ӱ ӱ | (Ф ф) | (Х х) | (Ц ц) | Ч ч | Ш ш |
| (Щ щ) | (Ъ ъ) | Ы ы | (Ь ь) | Э э | Ю ю | Я я |
Хальхи вăхăтра ку алфавитпа тата çырулăхпа никамах та усă курмасть. Мĕншĕн тесен мĕнпур тутарсен, вăл шутра крешшĕнсен те, пĕрлĕхлĕ тата пайланми пĕтĕмĕшле çырулăх пур.
Çавăн пекех
Вуламалли
- Баязитова, Ф. С. . — М.: Наука. — 247 с.
- Воскресенский, А. А. . — Хусан. — 374 с.
- Остроумов, Н. П. . — Хусан: Типография Императорского университета. — 145 с.]