Сăваплă Турамăшĕ Çуралнин чиркĕвĕ (Ураскилт)

Ураскилтри Сăваплă Турамăшĕ Çуралнин чиркĕвĕЧăваш Республикинчи (Раҫҫей Федерацийӗ) Элӗк районӗн Ураскилт ялĕнче вырнаçнă Чӑваш митрополийӗ йышĕнчи Шупашкар епархине (Мускав патриархийĕ) кĕрекен чиркӳ.

Кун-çулĕ

1778 çулта çунса кайнă чиркӳ вырăнне çĕнĕ йывăç пура хăпартнă, никĕсне чул янă. 1895 çултанпа каллех çĕнĕ çурт, вара пĕтĕмпех чулран, тăваççĕ. Çапла, 1902 çулта пĕр тăрăллă чул чиркĕве туса пĕтереççĕ. 1909 çулта чиркӳ çумĕнче чулран часавай туса лартаççĕ.

1941 çурлан 8-мĕшĕнче официаллă чиркĕве хупма йышăннă. 1945 çулхи ака уйăхĕнче чиркĕве, тĕне тытакансем йăлăннине вырăна хурса, турă ĕçлевне тавăрнă.

Вуламалли

  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем