Маврикий
Маври́ки (акăл. Mauritius, фр. Maurice), официаллă ячĕ Маври́кий 'Респу́блики (акăл. Republic of Mauritius, фр. République de Maurice) — Инди океанĕн кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕнчи утраври патшалăх, Мадагаскартан 900 км хĕвелтухăçнелле. Патшалăха Маскарен утравĕсен архипелагĕнчи Маврики (чи пысăкки, 1865 км²) тата Родригес (104 км² ), Каргадос-Карахос архипелаг, Агалега утравĕсем тата нумай вĕтĕ утрав кĕрет. Тĕп хули — Маврики утравĕнче вырнаçнă Порт-Луи.[3]
Администрациллĕ пайлану
Маврики 9 тăрăха тата 3 пăхăнуллă территори çине пайланать.
Халăх
Халăх йышĕ — 1,294 млн ( 2010 утă). Çулталăкра ӳсни — 0,75 %. Фертиллăх — 1,8 пĕр хĕрарăм çине. Арçынсем вăтамран 70,8 çул пурăнаççĕ, херарăмсем - 77,9 çул. ВИЧ вирусĕ халăхăн 1,7 % ернĕ тесе шутлаççĕ (2007 çул). Арçынсен 88%, хĕрарăмсен 80% хутла пĕлет. Этно-раса тытăмĕ:
- индийецсем — 68 %
- креолсем (хутăш франко-афро-малагаси) — 27 %
- китайсем — 3 %
- французсем — 2 %
Чĕлхесем (2000 çулхи çыравпа):
- креол (франци чĕлхи никĕсĕпе) — 80,5 %
- бходжпури (индоари ушкăнĕнчи чĕлхе) — 12,1 %
- франци — 3,4 %
- акăлчан (официалла) — 1 % сахалрах
- ытти чĕлхесем — 4 %
Тĕнсем (2000 çулхи çыравпа):
- индуис — 48 %
- католик — 23,6 %
- ислам — 16,6 %
- протестант — 8,6 %
- ытти — 2,5 %
Ӑнлантарусем
Каçăсем
Вуламалли
- Страны и народы. Африка. Восточная и Южная Африка, М., «Мысль», 1981.
- Украинский Советский энциклопедический словарь, Киев, УРЕ, 1988. Том 2, стр.308
Шаблон:Маврики темăсенче Шаблон:Африкăри утрав-патшалăхсем Шаблон:Африка патшалăхĕсем