Каçал ен (хаçат)

Каçал Ен (выр. Кошелеевский край), — Комсомольски районĕн хаçачĕ.

Юнкун тата шăматкун чăвашла тухать. Тиражĕ: 1542. Редакторĕ Голыева Любовь Георгиевна.

Кун-çулĕ

Пĕрремĕш номерĕ 1931 çулхи нарăсăн 8 Патăрьелте «Паянхи сас» ятпа тухнă.

1932 çулта иккĕ хаçат çине пайланнă: «Колхоз байрагы» тата «Октябрь ялавĕ». Иккĕшĕ те Патӑрьелте тухса тăнă. 1939 çулта Чăваш АССР Комсомольски районне туса хунă хыççăн «Октябрь ялавĕ» хаçат Комсомольскине куçнă.

Каçăсем