Пĕр сехетри зона
Пĕр сехетри зона е пĕр вăхăтлă зона — пĕр вăхăт йĕркине йышăннă регионĕ.
Пайлав принципĕсем
Пĕр сехетлĕ зонăсен системин хальхи никĕсне ятарласа координациленĕ вăхăта (пĕтĕм тĕнче вăхăтне) тĕпе хунă. Çав ятарлă координатран вăхăт тăрăхĕсене шутлаççĕ. Кашни градуса валли (е кашни градус, минута, çекунтă валли) вăхăт кĕртес мар тесе, Çĕре 24 Пĕр сехетлĕ зонăна пайланă. Пĕр зонăри вăхăт тепĕринчен сехет хисепĕпе çеç уйрăлса тăрать, минутпа çеккунт хисепĕ тĕнчипех пĕр пек пырать. Тĕнчери хăш-пĕр çĕршывсенче вырăнти вăхăт координат вăхăтĕнчен шăп та шай тулли сехет мар, тата 30 е 45 минут чухлĕ ытларах пулма пултарать. Паллах, çакăн пек вăхăт тăрăхĕсем тĕнчипе çирĕп тытса пыракан вăхăт системине тивĕçтермеççĕ.
Амундсен-Скотт (Кăнтăр полюсĕ) станцинче пурнăç Ҫӗнӗ Зеланди вăхăчĕпе пырать.
Пĕр сехетлĕ зонăсем
- UTC-12 — Кунсен ылмашĕвĕн йĕрĕ
- UTC-11 — Самоа
- UTC-10 — Гавайсем
- UTC-9 — Аляска
- UTC-8 — Çурçĕр Америкăн Лăпкă океан вăхăчĕ (АПШпа Канада)
- UTC-7 — Туьен вăхăчĕ (Чиуауа, Ла-Пас, Мацатлан)
- UTC-6 — Тĕпьен вăхăчĕ (Тĕп Америкăн вăхăчĕ, Монтеррей)
- UTC-5 — Çурçĕр Америкăн тухăç вăхăчĕ (Кăнтăр Америкăн Лăпкă океан вăхăчĕ (Богота, Лима, Кито)
- UTC-4:30 — Каракас
- UTC-4 — Атлантика вăхăчĕ (Кăнтăр Америкăн Лăпкă океан вăхăчĕ, Ла-Пас, Сантьяго)
- UTC-3:30 — Ньюфаундленд
- UTC-3 — Кăнтăр Америкăн тухăç вăхăчĕ (Джорджтаун), Гренланди
- UTC-2 — Атлантика вăтам вăхăчĕ
- UTC-1 — Азор утравĕсем, Кабо-Верде
- UTC+0 — Анăç Европа вăхăчĕ (Касабланка, Монрови
- UTC+1 — Вăтаçĕр Европа вăхăчĕ (Брӳссель, Анăç тĕп африка вăхăчĕ
- UTC+2 — Тухăç Европа вăхăчĕ (Кишинев, Минск, Рига, Софи, Таллин, Хельсинки, Калининград), Египет, Израиль, Ливан, Турци, КАР
- Мускав вăхăчĕ, Тухăç Африка вăхăчĕ (Найроби, Аддис-Абеба), Ирак, Кувейт, Сауд Аравийӗ
- UTC+3:30 — Тегеран вăхăчĕ
- Пĕрлешĕннĕ Арап Эмирачĕсем, Оман, Азербайджан, Армени, Грузи
- UTC+4:30 — Афганистан
- UTC+5 — Екатеринбург вăхачĕ, Анăç Ази вăхăчĕ (Исламабад, Карачи, Ташкент)
- UTC+5:30 — Инди, Шри-Ланка
- UTC+5:45 — Непал
- UTC+6 — Çĕн Çепĕр, Омск вăхачĕ, Тĕп Ази вăхăчĕ (Бангладеш, Казахстан)
- UTC+6:30 — Мьянма
- UTC+7 — Красноярск вăхăчĕ, Кăнтăр-Тухăç Ази (Бангкок, Джакарта, Ханой)
- UTC+8 — Иркут вăхăчĕ, анăç австрали вăхăчĕ (Перт)
- UTC+8:30 — Çӳлти Корея
- UTC+9 — Якути вăхăчĕ, Корей, Япони
- UTC+9:30 — Тĕп Австрали вăхăчĕ (Дарвин)
- UTC+10 — Владивосток вăхăчĕ, Тухăç Австрали вăхăчĕ (Брисбен, Тасмани, Анăç Лăпкă океан вăхăчĕ (Гуам, Порт-Морсби)
- UTC+11 — Магадан вăхăчĕ, Тĕп лăпкă-океан вăхăчĕ (Соломон утравĕсем, Çĕнĕ Каледони)
- UTC+12 — Маршалл утравĕсем, Фиджи, Ҫӗнӗ Зеланди
- UTC+13 — Тонга
- UTC+14 — Лайн утравĕсем (Кирибати)
Çуллахи вăхăт
Нумай çĕршывра пурнăçа «çуллахи вăхăта» куçарни Çĕр планетăна вăхăт тăрăхĕсем çине пайланине пăтратса ярать. Çуллахи вăхăта куçнă чухне вырăнти вăхăта тĕнчери вăхăтпа палăртнинчен пĕр сехет малалла куçараççĕ. Çав чухнех Кăнтăр çур чăмăрĕнче, калăпăр, çу кунĕсем тăраççĕ пулсан, Çĕрĕн çурçĕр çур чăмăрĕнче вара хĕл хуçаланать. Çĕрĕн ик çур чăмăрĕ те вăхăта пачах хирĕçле енсене куçарни тĕнче вăхăчĕпе тĕрĕс шутлама чăрмав кӳрет.
Пĕр сехетлĕ зонин кунçулĕ
Пĕр сехетлĕ зонăсене кĕртиччен кашни хула хăйĕн вырăнти географи вăрăмлăхĕпе çыхăннă хĕвел вăхăчĕпе пурăннă. Сэндфорд Флеминг 1879 çул тĕлнелле кĕртнĕ, 1929 çул тĕлне ку система тĕнчепех сарăлнă. Раççейре пĕр сехетлĕ зонăсен йĕрки 1917 çулчченех пулман.
Каçăсем
- Cтатья, Кругосвет çинче
- Вăхăт тăрăхĕсен хыпарлăх кĕнеки 2006 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Раççейĕн вăхăт тăрăхĕсен картти
KMZ тĕллисен файлĕ, Google Earth валли)
пĕтĕм тĕнчери координăланă вăхăтпа (UTC) |
|
---|---|
−12 | −11 | −10 | −9:30 | −9 | −8:30 | −8 | −7 | −6 | −5 | −4:30 | −4 | −3:30 | −3 | −2:30 | −2 | −1 | −0:44 | −0:25 | UTC (0) | +0:20 | +0:30 | +1 | +2 | +3 | +3:30 | +4 | +4:30 | +4:51 | +5 | +5:30 | +5:40 | +5:45 | +6 | +6:30 | +7 | +7:20 | +7:30 | +8 | +8:30 | +8:45 | +9 | +9:30 | +10 | +10:30 | +11 | +11:30 | +12 | +12:45 | +13 | +13:45 | +14 | |
Çурçĕр тата кăнтăр çур чăмăрĕсенчи хăшпĕр патшалăхсенче çуллахи вăхăтпа (DST) усă кураççĕ. Туртса халлĕхе усă курман вăхăт тăрăхĕсене палăртнă. |
Вăхăт |
||
---|---|---|
База концепцисем | Вĕçихĕррисĕрлĕхĕн тупсăмĕсем • Вилĕмсĕрлĕх | |
Вăхăт виçисем, диапазонсем тата вăхăт хушисем |
UTC • UT • TAI • Çăлтăр вăхăчĕ • Вăтам хĕвел сехечĕ • Астрариум • Вăхăта виçмелли приборсен кун-çулĕ • Хорологи • Тинĕс хронометрĕ • Хĕвел сехечĕ • Шыв сехечĕ Тропик çулталăкĕ • Григорий календарĕ • Ислам календарĕ • Интеркаляци • Координаци çеккунти • Тĕкел çулталăк | |
Хронологи |
Астрономи хронологийĕ • Календарь эри • Хроникăсем • Датировка • Геохронологи Геологи вăхăчĕ • Геологи кун-çулĕ • Тапхăрлав • Девиз правления • Вăхăт йĕрĕ | |
Тĕн тата халаплăх |
Ыйхă вăхăчĕ • Кала • Калачакра • Пӳлĕхлĕх • Вăхăтпа шăпан туррисем • Вăхăт кустăрми | |
Философи |
А-серисем тата В-серисем • Вăхăтăн В-теорийĕ • Сăлтав • Эндурантизм • Ĕмĕрлĕ таврăну • Этернализм • Пулăм Пердурантизм • Презентизм • Темпораллă финитизм • Темпораллă пайсем • The Unreality of Time | |
Физика |
Абсолютлă уçлăх-вăхăт • Хронон • Координатăн вăхăчĕ Тăваттăмĕш хапа • Планк тапхăрĕ • Планк вăхăчĕ • Харпăр вăхăчĕ • Теория относительности Вăхăтăн релятивлă вăрахланăвĕ • Вăхăтăн гравитациллĕ вăрахланăвĕ • Вăхăт облаçĕ • T-симметри | |
Биологи |
Хронобиологи • Циркада ритмĕ | |
Психологи |
Менталлă хронометри • Вăхăт туйăмĕ • Ултавлă хальхилĕх | |
Социологи тата антропологи |
Long Now Foundation • Временной распорядок • Вăхăтăн хронометраж тĕпчевĕсем | |
Экономика |
Абсолютлă вăхăт экономикăра • Вăхăт банкĕ • Сехет-валюта • Вăхăт факторĕпе укçа хакĕ | |
Çав. пекех |
Carpe diem • Тăсăлу • Вунулт-виçеллĕ вăхăт • Метр вăхăчĕ • Уçлăх • Система вăхăчĕ • Tempus fugit Вăхăт капсули • Такт калăпăшĕ • Вăхăтри çулçӳрев |