Хӗл Мучи (чӑваш сӑнарӗ)

 

Хӗл Мучи (выр. Хель Мучи[1]) — чӑвашсен юмахри хӗллехи сӑнарӗ, Раҫҫейри Хӗл Мучин варианчӗ[2]. Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ялӗнчен инҫе мар вырнаҫнӑ «Яснӑри» резиденцире пурӑнать. Чӑваш халӑх юмахӗсемпе халапӗсенчи сӑнарсемпе туслӑ. Хӑйӗн мӑнукӗпе Юрпикепе ҫӳрет[3].

Сӑнар епле йӗркеленнӗ

Чӑваш юмахӗсен хушшинче «Ылтӑн сумкка»[4] ятли пур. Ӑна Тутар АССРӗн Тельман районӗнчи Аслӑ Сӗнчелте Краснов Андрей Чӑвашсен чӗлхе, литература тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ӑслӑлӑх экспедицинче пулнӑ чухне ҫырса илнӗ[5]. Юмаха каярах сӑвӑласа та хатӗрленӗ[6].

Чи малтан ҫырса илнӗ вариантра сӑнара Тӑм ятпа палӑртнӑ[5].

Юмах сюжечӗ тӑрӑх Йӑван пӑрҫа лартать те, ӑна Тӑм тивет. Тарӑхса кайнӑ Йӑван Тӑма хӑваласа ҫитет те ӑна сухалӗнчен ярса тытать. Лешӗ айӑпне туйса малтан ҫӗтӗк хутаҫ парнелет, кайран — ытлӑн хутаҫ. Ҫӗтӗк хутаҫран тем те пӗр тӑкӑнать, ылтӑннинчен вара — вуникӗ салтак тухса саламатпа хӗнет.

Юмах вӗретнӗ тӑрӑх, пурнӑҫра ырри та усалли те тӗл пулать, мулшӑн хапсӑнсан — ҫука юлӑн, мӗн пуррипе ҫырлахсан — пуян пулӑн тесе ӑс парать.

Ҫак юмахри Тӑм ятлӑ сӑнар шӑпах чӑвашсен Хӗл Мучине калӑплать те — тӑрӑшсан парне парать, алӑ усса ларсан хӗл усаллине кӑтартать.

Сӑнарӗ

Чӑвашсен Хӗл Мучийӗ Раҫҫейри Хӗл Мучипе пӗрешкел. Чӑвашсен сӑнарӗ хӗллехи ӑшӑ сӑхман тата ҫӑмран йӑваласа тунӑ ҫӗлӗк тӑхӑнса ҫӳрет. Унӑн тумне наци эрешӗпе илемлетнӗ. Унӑн сӑхманне шурӑ пиҫиххипе ҫыхнӑ. Пысӑк йывӑҫ туяпа(выр.)чăв. ҫӳрет.

Хӗл Мучи хӑйӗн ытти пӗрешкел сӑнарӗсенчен юрӑ-кӗвӗ енӗпе пултарулӑх пулнипе уйрӑлса тӑрать. Вӑл авалхи наци кӗвӗ инструменчӗсене калама пӗлет: шӑхлич, купӑс, кавал, нӑй. Вӑл питӗ лайӑх музыкант кӑна мар, ҫак инструментсене вӑл пӗтӗмпех хӑй аллипе ӑсталать[7].

Хӗл Мучин пӗртен-пӗр юратнӑ мӑнукӗ пур — Юрпике[3].

Резиденцийӗ

Хӗл Мучин резиденцийӗ Кӑшавӑш ялӗн ҫывӑхӗнче, Чӑваш Республикин тӗп хулин шутланакан Шупашкартан 30 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ[3]. Вӑл пурӑнакан килӗ «Ясна» этноэкологи комплексӗн лаптӑкӗнче вырнаҫнӑ[8].

Кунта асамҫӑн тӗп пулӑшуҫи Юрпике шутланать. Вӑл Ҫӗнӗ ҫул ӑсталӑх лаҫҫине тытса тӑрать, Хӗл Мучин хӑнисем валли кунта тӗлӗнмелле хитре сувенирсем нумай хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл алӗҫ енӗпе те пысӑк ӑста шутланать. Ачасем валли Юрпике кӑсӑклӑ ӑсталӑх урокӗсем ирттерет[3].

Хӗл Мучине ҫавӑн пекех чӑваш арҫури пулӑшать. Халӑх пултарулӑхӗнче вӑл вӑрман хуҫи шутланать, вӑрманти пуянлӑха сыхлать. Арҫури вӑрман чӑтлӑхӗнче пытанса пурӑнать, ҫын килсе тухсан вара вӑл кӗтмен хӑнана хӑратас тесе ӳхлетме тытӑнать, алӑ ҫупать.

Хӗл Мучин юмахри вӑрманӗнче Арҫури ырӑ сӑнар, анчах ҫынсен кӑмӑлне лайӑх пӗлет. Ҫын вӑрмана ырӑ шухӑшпа килнӗ пулсан, Арҫури ӑна ыр сунса кӗтсе илет, ӑҫта тата мӗнле кӑмпа-ҫырла, сиплӗ курӑксем ӳснине кӑтартать. Вӑрмана кам та пулин усал шухӑшпа килсе кӗрсен арҫури ӑна вӑрмантан хӑваласа кӑларать, ҫав вӑхӑтрах ӑна ҫухатса ярать те вӑрман тӑрӑх ҫаврӑнса ҫӳретет. Ҫитменнине, Арҫури сиплеме те пӗлет, сиплӗ курӑксен вӑрттӑнлӑхӗсене нумай пӗлет вӑл[3].

Хӗл Мучине пулӑшакан тепӗр сӑнар — Кӑмака инке. Вӑл апат-ҫимӗҫ пӗҫерес енӗпе ӑста. Вӑл пӗҫерсе кӑларнӑ пылак йӑва ҫӑварта ирӗлет. Ку апат Ҫӗнӗ ҫулхи вӑйӑсене хутшӑнса ывӑнса ҫитнӗ, хырӑмӗсем выҫнӑ ачасене питӗ килӗшет[3].

«Ясна» комплексра 400 ҫулхи виҫӗ вулӑллӑ Киремет юманӗ — Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк палӑкӗ — ӳсет.

Уяв мероприятийӗсем

Раштав уйӑхӗн варринчен пуҫласа кӑрлачӑн ҫурри таран Яснӑра «Хӗл Мучи патне хӑнана» уяв программи ӗҫлет, вӑл чӑвашсен Сурхури халӑх уявӗн йӑли-йӗркипе тачӑ ҫыхӑннӑ[9]. Ӗлӗк-авал, ӑна уявланӑ вӑхӑтра, чӑвашсем витене кӗрсе сурӑх уринчен тытма хӑтланнӑ. Шуррине тытсан — ҫӗнӗ ҫулта ӑнӑҫу кӗтнӗ, хури пулсан — инкек пуласса кӗтсех тӑр. Уява уҫӑ тӳпе айӗнче тата пӳлӗмсенче те иртеҫҫӗ[3].

Урамра Ҫӗнӗ ҫул вӑййисене йӗркелеҫҫӗ, курма килекенсем сӑртсенчен ҫунасемпе тата чуччупа ярӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем тӗрлӗ ӑмӑртусемпе конкурссене хутшӑнаҫҫӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн резиденци хӑнисем ӑшӑ пӳлӗмсене кӗреҫҫӗ. Унта вӗсем Хӗл Мучин юрӑ-кӗвӗ театрӗпе, халӑхӑн ал ӑстисен ӗҫӗпе паллашаҫҫӗ.

Камӑн хырӑмӗ выҫнӑ, ҫавсем апат пӗҫерме юратакан Кӑмака пӳлӗмне ҫитеҫҫӗ те унта чӑвашсен тӗрлӗ апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланаҫҫӗ.

Хӗл Мучи резиденцийӗнче почта пур, унта мӗн те пулин ыйтса е ыр сунса ҫырусем яма пулать[10].

Чӑваш драма театрӗнче[11] Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен кунӗсенче вӑхӑтлӑха ачасем валли Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлет[12].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Хель Мучи – зимний волшебник из Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  2. ^ Чувашский Хел Мучи вошел в топ-10 популярных сказочных новогодних персонажей (выр.). www.cheboksary.ru (25 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Хель Мучи – чувашский Дед Мороз. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  4. ^ Тепӗр май ӑна «Ылтӑн хутаҫ» ятпа пӗлеҫҫӗ.
  5. ^ 1, 2 Чӑваш фольклорӗ(чăв.) / сост. И.С. Тукташ, под общ. редак. И.Я. Яковлева. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — С. 157—159. — 216 с.
  6. ^ Мелания Никифорова. Ылтăн хутаç. Электронлӑ вулавӑш. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  7. ^ Чувашский Дед Мороз: традиции и обычаи. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  8. ^ В гости к Хель Мучи. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  9. ^ В гостях у Хĕл Мучи. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  10. ^ Почта начала принимать письма для Деда Мороза и его чувашского коллеги. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  11. ^ Представлен спектакль «В сказочном институте Хĕл Мучи». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  12. ^ Резиденция чувашского Деда Мороза «Хӗл Мучи» откроется в Чувашском драматическом театре. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем