Çĕпрел районĕ
Çĕпрел районĕ тут. Чүпрәле районы выр. Дрожжановский район | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Тутарстан | ||
Тытăмĕ | 19 муниципаллă йĕркеленӳ | ||
Администраци центрĕ | Кивĕ Çĕпрел чиркӳ ялĕ | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1930 ҫурла, 30 | ||
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ | Алиуллов Шаукет Ахметсафинович (в. п.) | ||
Официаллă чĕлхе | тутар, чăваш, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2016) |
23148 (0,6 %) | ||
Наци йышĕ | тутарсем, чăвашсем, вырăссем | ||
Конфесси йышĕ | мăсăльман-суннитсем, православи христианĕсем | ||
Лаптăк | 1029,5 çм² | ||
Вăхăт тăрăхĕ |
MSK (UTC+3) | ||
http://chuprale.com Сайчĕ | |||
Çĕпрел районĕ (тут. Чүпрәле районы, выр. Дрожжановский район) — Тутарстанăн районĕ. 1966 çулта йĕркеленĕ. Район администрациĕ Хусантан 200 çухрăмра ларакан Кивĕ Çĕпрел салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1029,5 км2.
Района 1930 çулта йĕркеленĕ.
Район пуçлăхĕ — ?.
Тавралăхĕ
Çĕпрел районĕ республикăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, Чăваш Республикипе, Чĕмпĕр облаçĕпе чикĕ тытать.
Кун-çулĕ
Археологи ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн Çĕпрел районĕнче авалхи пăлхарсем пурăннине палăртнă. Чăнлă юханшывĕ хĕрринче аваллăхри пурăну вырăнĕсене тупнă. XVII ĕмĕр варринче —XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче кунта хĕсметри тутарсем килсе вырнаçнă, юнашар ялсенче чăваш, ирçĕ пурăннă. Çак хĕсмет тутарĕсене кунти çĕрсене патшалăх чиккисенче хӳтлĕх тума Раççей ертӳçисем куçарнă. Ун чух çак çĕрсене "тискер уй" тенĕ, чăтлăх вăрман, аслă кӳлĕ, çăткăн шурлăх чылай пулнă, çутçанталăкра тискер кайăк тĕл пулнă, çав шутра мăнтай мамонтсем те.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
- Наци йышĕ;
Районта хутăш халах пурнать: тутарсем — 16231 çын (58 %), чăвашсем - 11651 çын (41 %), вырăссем - 177 çын (0,6 %), ыттисем — 44 çын[2].
Район шутне 52 пурăнан вырăн, 19 ял тăрăхĕ кĕрет.
Хуçалăхĕ
Промăçлăхĕ
- Çĕпрелти çу-сыр завочĕ,
- УАО "Бурундук элеваторĕ" (Бурундуки поселокĕ), унăн шутĕнче: комбикорм завочĕ, арман, элеватор, ялхуçалăх предприятийĕ.
Ял хуçалăхĕ
Çĕпрел районĕнче çурхипе кĕрхи тулă, кĕрхи ыраш, урпа, сĕлĕ, вир, пăрçа, хура тулă, сахăр кăшманĕ, çĕрулми ӳстереçççĕ. Шултра выльăх, сысна тата сурăх çитĕнтереççĕ.
Çутĕç
Районта 24 пĕрлĕ вăтам пĕлӳ паракан тата 8 тулли мар шкул вырнаçнă, вĕсенче 753 вĕрентӳçĕ ĕçлет 4610 çын вĕренет. 90-мĕш №-лĕ професси училищи Çĕпрел районĕн ăсталăх тĕпĕ шутланть. Районта ача-пăча тата çамрăк спорт шкулĕ, ĕçлет — вĕсенче 600 ытла çын тĕрлĕ спорт тĕсĕпе (хоккей, футбол, йĕлтĕр, кĕрешӳ, бокс, волейбол, баскетбол) ăсталăхне ӳстереççĕ.
Культура
Районта 49 Этеплĕх çурчĕ, çав шутра районăн Этеплĕх çурчĕ тата виçĕ автоклуб, 24 ял этеплĕх çурчĕ, 21 ял клубĕ, 32 вулавăш, икĕ музей тата мусăк шкулĕ вырнаçнă.
Ял
Çĕнĕ Йĕлмел • Çĕнĕ Упи • Тăванъел • Турхан Упи • Хула Çырми • Хурăнвар • Чăваш Çĕпрел • Чăваш Шемĕршел
Паллă çынсем
Совет Союзӗн Паттӑрӗсем
- Юхвитов Петр Сергеевич
- Зариф Алимов
- Уганин Семен Артемьевич
- Нуррула Фазлаев
- Исмагил Хакимов
- Зиатдин Арсланов
- Газинур Хайруллин
2 хут Социализм Ĕçĕн Паттăрĕсем
- Петр Дементьев, СССР Авиаци промăçлăхĕн министăрĕ.
Социализм Ĕçĕн Паттăрĕсем
- Дергунов Лазарь Васильевич
- Абдреев Ахметгарей Шакирзянович
- Усман Алиев
- Абдулла Сабирзянов
- Александр Мокшин
- Сергей Немасев
- Равиль Низамутдинов
Каçăсем
- Район администрацийĕн сайчĕ 2011 ҫулхи Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Çĕпрел районĕнчи пурăнан вырăнсем | |||
---|---|---|---|
Район центрĕ: Кивĕ Çĕпрел |